Пурăнма пÿрнĕ пулсан курма та ан ÿркен, тенĕ ваттисем. Шăнкăртамри Нурулла Резяпов пиркиех каланăн туйăнать çакă. 101 çулти хисеплĕ ватта, ялти (округра вĕсем иккĕн) пĕртен-пĕр Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранне, шăпа кĕленче сăпкара сиктермен.
Нурулла Велиуллович 1924 çулхи сентябрĕн 27-мĕшĕнче Шăнкăртамра çуралнă. Вăл тăватă пĕр тăванран чи асли пулнă. Пĕчĕклех ĕç çумне çыпçăннă. 14 çул тултарсан ФЗО шкулне (школа фабрично-заводского обучения) вĕренме кайнă. 1942 çулхи августра, 18 та тултарайман каччăна салтака кайма ят тухнă. Çар тивĕçне Амур облаçĕнчи кавалерин 18-мĕш дивизинче пурнăçлать. Фашистла Германие çĕнтерни пирки те çакăнтах илтет, анчах Совет салтакĕсемшĕн вăрçă çакăнпа вĕçленмен. Малалла Японие хирĕç тăмалла пулнă. Нурулла Резяпов шăпах çакăнта аллине пăшал тытать. Унти хĕрÿ çапăçусене питĕ лайăх ас тăвать. Маньчжуринче, Çурçĕр Корейăра, Сахалинта, Курил утравĕсенче Япони çарĕсене çапса аркатнă хыççăн, сентябрĕн 2-мĕшĕнче Японие капитуляцилени пирки Акт çырнă. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вĕçленнĕ. Апла пулсан та Шăнкăртам каччи тăван ялне 1947 çулхи мартăн 20-мĕшĕнче çеç килнĕ.
Салтак аттине хывсанах Нурулла Резяпов колхозра вăй хума пуçланă. Ĕçрен ÿркенменскер хуçалăхра фермăсем тума та хутшăннă, склад заведующийĕнче те тăрăшнă. Кайран 20 çул ытла Шăнкăртамри туберкулез больницинче завхозра тимленĕ.
— Ун чухне лашасемпе Канаша тырă леçме çÿренĕ, шăпах çавсенчен пĕринпе ларса килтĕм. Çуркунне çитнĕ пулсан та ялта юр ирĕлменччĕ, çуртсем çÿл-лĕшчĕ, — тесе аса илчĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ.
Маттур та пултаруллă Нурулла Велиуллович хăйне валли мăшăр пулма ял хĕрнех суйласа илнĕ. 1947 çулхи кĕркунне Минсара Сиразетдиновнăпа çемье çавăрнă. Малтанласа вĕсем тĕп килте пурăннă, каярах уйрăлса тухса çурт-йĕр çавăрнă. Кил вучахне упраканĕ те ĕçченлĕхпе палăрнă. Вăл туберкулез больницинче санитаркăра тăрăшнă.
Хисеплĕ мăшăр 10 ача — Минзагит, Минсеит, Миндания, Минкадир, Минтагир, Минзифа, Наиля, Фейля, Рафис, Фанис — çуратса ÿстер-
нĕ, пурне те тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пиллĕкĕшĕ — аслă пĕлÿ, ыттисем ятарлă вăтам специальность илнĕ. Çакăн чухлĕ ачана ура çине тăратма çăмăл пулман. Резяповсем йăха тăсакансене пĕчĕкренех ĕçлеме, пĕр-пĕрне пулăшма, тĕрев пама вĕрентнĕ. Паян та пĕр тăвансем хушшинчи туслăха çирĕп тытса пурăнаççĕ. Пурте пĕрле тĕп киле пухăнсан — ачисем мăшăрĕсемпе, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем — 120-рен те иртеççĕ! Нурулла Велиуллович йыш çапла сарăлса пынăшăн питĕ савăнать. «Ача амăшĕ героиня» ордена тивĕçнĕ мăшăрĕ 51 çул пĕрле пурăннă хыççăн ĕмĕрлĕхех куçне хупнишĕн, çак савăнăçа унпа пĕрле пайлайманнишĕн тата аслă ывăлĕ, чылай çул районти ДПМКна ертсе пынă Минзагит Нурулловичпа арăмĕн ĕмĕрĕсем кĕске пулнишĕн пăшăрханать. Ачисем вара ялта ятлă çынсем. Минкадир мулла хазрат Çĕнĕ Шупашкарта мечĕт тăвассине пуçарса яраканнисенчен пĕри. Ыттисем те маттур. Вĕсен камран тĕслĕх илмелли пур. Вăрçă ветеранне Шăнкăртамра çеç мар, округра, республикăра сумлаççĕ. Унăн кăкăр тулли орден-медаль. Пĕлтĕр вара «Патăрьел муниципалитет округĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята тивĕçнĕ.
— Вăрçă çеç хăвăртрах чарăнтăрччĕ, çыннăн мирлĕ пурнăçпа, ĕçлесе пурăнмалла. Çамрăксен çемье çавăрса йăха тăсмалла, — тет Нурулла Резяпов. Нурулла Велиулловичăн мăнукĕ — Ильмир Резяпов — малтанхи кунранпах Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнать, фашист юлашкийĕсемпе кĕрешет. Аслашшĕ вăл çĕнтерÿпе таврăнасса чун-чĕререн кĕтет.
Ольга ПАВЛОВА
Август 2026 |
