Вăрçă ветеранĕ паян та сатур

Категория: Публикации Опубликовано: 08.05.2026, 13:26 Просмотров: 155

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа çулĕсем хушăнсах пыраççĕ пулин те унăн пĕлтерĕшĕ ÿссех пырать. Патăрьел муниципалитет округĕнче паянхи куна икĕ ветеран пурăнать: Феоктист Васильев тата Нурулла Резяпов. Вĕсем иккĕшĕ те Патăрьел муниципалитет округĕн хисеплĕ çыннисем.

— Вăрçă пуçланнă куна питĕ лайăх ас тăватăп. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче Аслă Арапуçне пасара аттепе пĕрле тăхăнмалли япаласем илме кайнăччĕ. Яла каялла çитнĕ çĕре халăх шавлать. Совет Союзĕ çине фашистла Германи тапăнса кĕнĕ иккен. Çак кунтан арçынсене повестка пама пуçларĕç. Колхозăн «полуторка» текен машина пурччĕ, ăна водителĕпе пĕрле тÿрех илсе кайрĕç, 1942 çулта аттене те салтака илчĕç, вăл çав çулхине Ржев патĕнчи пĕр çапăçура вилнĕ, — терĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă саманта аса илнĕ май Шăхачра пурăнакан 100 çулти Феоктист Васильев (сăн ÿкерчĕкре). Сăмах май, пĕр мăнукĕ Феоктист Александровичăн ашшĕ — Александр Васильевич Тукмаков — пуçне хунă çĕрте, Тверь облаçĕнчи Ржевск районĕнчи Петуново ялĕнче мăн кукашшĕне тата ытти вилнĕ салтаксене хисеплесе лартнă палăк патĕнче пулнă.

Феоктист Александрович 1926 çулта, йышлă çемьере çуралнă. 8 ачаран вăл иккĕмĕш пулнă. Ашшĕ уй-хир бригадирĕнче, амăшĕ колхозникре вăй хунă. Кун çути парнелекенĕ Турханта çуралнă, тĕнчипе паллă Алексей Кокелĕн тăванĕ.

1940 çулта ялти шкултан 7-мĕш класран лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă хыççăн çамрăк Турханта малалла пĕлÿ пухма ĕмĕтленнĕ, анчах укçа тÿлемеллипе май пулман. «Трудовик» колхозра вăл вăхăтра учетчик кирлĕ пулнăран çавăнта ĕçе вырнаçнă. Нумаях вăй хурайман вăл кунта. 1943 çулхи декабрьте хул-çурăмĕ те тĕрекленсе çитеймен 17-ри каччăна çара каймалли пирки повестка параççĕ. Ялтан вуннăн тухса каяççĕ вĕсем. Феоктист Александрович малтанласа минометран пеме вĕренет, каярах парашютран сикме хăнăхать.

— Пирĕн полк сывлăш-десант армийĕн тăххăрмĕш составне кĕнĕ хыççăн январьте Венгрине ячĕç. Будапешта çитиччен 50 çухрăмра вырнаçнă Кечкемет хулинче пире Украинăн иккĕмĕш фрончĕн 350-мĕш стрелковăй полкĕпе пĕрлештерчĕç. 1945 çулхи мартăн 20-мĕшĕнче Будапештра нимĕçсен çарĕсене хирĕç тапăнма пуçларăмăр. Нумай салтак вилчĕ ун чухне. Кăштахран виççĕмĕш Украина фронтне куçарчĕç, унăн командующийĕ Талабухин маршалччĕ. Эпĕ кунта алăпа перекен пулеметпа тăшмансене хирĕç çапăçрăм.

Будапештран Австрине çитичченех наступленипе пытăмăр. Австри çĕршывĕ сăртлă-туллăччĕ, çавăнпа та пире питĕ йывăр килчĕ. Апрелĕн 1-мĕшĕнче Сопкăна илессишĕн пынă черетлĕ çапăçура мана сылтăм алăран амантрĕç, Венгринчи госпитале ăсатрĕç. Аслă Çĕнтерĕве эпĕ шăпах сиплев çуртĕнче кĕтсе илтĕм. Эх, пĕлесчĕ сирĕн эпир еплерех савăннине! Пĕрисем кулаççĕ, теприсем кăшкăрашаççĕ, виççĕмĕшсем кроватьсем çине ларнă та ĕсĕклесех йĕреççĕ... Çак куна эпĕ нихăçан та манас çук тата ун чухне мĕн туйнине сăмахпа та ăнлантараймастăп, — терĕ калаçу тăсăлнă май вăрçă ветеранĕ.

Сывалнă хыççăн Ф. Васильева 234-мĕш запас полкне яраççĕ, унтан Мускаври сывлăшпа çар вăйĕн инженерипе аэродром батальонĕн 101-мĕш уйрăмне куçараççĕ. 1947 çулта Феоктист Александровича сывлăхне пула демобилизацилеççĕ.

Салтак тумне тин хывнă каччă тăван яла таврăнсан Первомайски районĕн финанс пайĕн налук инспекторне ĕçе вырнаçнă. Çак тивĕçре вăл 7 çул тăрăшнă хыççăн Турханкасси лесничествинче вăй хума пуçланă. Бухгалтерта, вăрман мастерĕнче, лесничий пулăшуçинче тăрăшнă. Вăл çул айккисемпе, вăрманта йывăçсем лартассишĕн нумай тимленĕ. Кĕçĕн Чемене каякан çул хĕррипе ÿсекен тирексем те Феоктист Александрович тăрăшнипех çитĕнеççĕ.

Вăрçă ветеранĕ тивĕçлĕ канăва кайнă хыççăн Турханкасси лесничествине Наиль Янтыков ертсе пыма пуçлать. Çулсем чылай иртнĕ пулсан та икĕ вăрманçă тĕл пулсах тăраççĕ. Наиль Шамилович Феоктист Александровича çуралнă, Çĕнтерÿ кунĕсемпе саламлама çулленех килет.

1953 çулта Феоктист Александрович Шăхачрах çуралса ÿснĕ Анна Степановнăпа пĕр çемье çавăрнă. Вĕсем икĕ хĕрпе пĕр ывăла кун çути парнеленĕ. Шел, кил хуçи мăшăрĕ паян юнашар мар. Ачисем ашшĕне пăрахмаççĕ, пĕрин хыççăн тепри тăван килне килсех тăраççĕ. Мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем те тĕп çурта пыракан сукмака такăрлатаççĕ.

— Атте патне кунне 3-4 хут та килетпĕр. Каçпа вара юн пусăмне виçсе эмелсем ĕçтерсе хăваратпăр, — теççĕ Шăхачрах тĕпленнĕ Саша ывăлĕпе Вера кинĕ.

Ф. Васильева çапăçури хастарлăхшăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин иккĕмĕш степеньлĕ орденĕпе, медальсемпе, ĕçри пултарулăхшăн Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе чысланă. Икĕ хутчен ял тăрăхĕн депутатне суйланă. Çавăн пекех пĕлтĕр вăл «Патăрьел муниципалитет округĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята тивĕçнĕ.

Ырă вăрăран ырă çимĕç çитĕнет, теççĕ. Феоктист Александрович ялта тарават та ăшă кăмăлпа палăрса тăрать. Çынсене те яланах алă тăсса пама хатĕр. Ачисемпе мăнукĕсем пирки те çакнах каламалла. Сергей мăнукĕ неонацистсемпе хирĕç кĕрешекенсене пулăшассишĕн чун-чĕререн тăрăшать. Вăл — волонтер. Темиçе хутчен те салтаксем патне гуманитари пулăшăвĕпе çитнĕ. Килĕнчи «Нива» автомашинине те çĕршыв хÿтĕлевçисем патне илсе кайнă.

Вăрçă ветеранĕвăрçă тертне те, тылри йывăр вăхăта та лайăх ас тăвать. Хăй мĕн курнине йăлтах хут çине çырса пынă. Хăйне майлă историлле документ хальлĕхе килĕнчех упранать.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика