Юхмапа Пăла тăрăхĕ пултаруллă çынсемпе чăннипех те пуян. Хăйсен ĕçне чунтан парăннă, ят-сума тивĕçлисем кашни сферăрах пур. Вĕсенчен пĕри — Николай Еремеев. Вăл хăйĕн пурнăçне çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçе парнеленĕ.
Николай Дмитриевич Анат Тăрмăш ялĕнче çуралнă. Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче партизан отрядĕнче тăшманпа çапăçнăскер, ачисене мĕн пĕчĕкрен тăван çĕре юратма, мирлĕ ĕçе хисеплеме вĕрентсе ÿстернĕ. Николай Анат Тăрмăшĕнчи шкултан вĕренсе тухсан Турханти пĕлÿ çуртне çÿренĕ, аттестат илнĕ хыççăн пĕр хушă Ульяновск хулинче, тăван колхозра вăй хунă. Хĕсметре çар тивĕçне пурнăçланă хыççăн Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне кĕçĕн классен факультетне вĕренме кĕнĕ. Студент çулĕсем хăвăрт иртнĕ, мĕншĕн тесен Николай Дмитриевич обществăллă ĕçсенче, студентсен пултарулăх ушкăнĕнче тăрăшнă. Пединститутран 1981 çулта вĕренсе тухсан пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ çамрăка Ишлĕ шкулне ĕçлеме янă. Унта пилĕк çул военрукра тăрăшнă. Çамрăк ăрăва вĕрентсе патриотла воспитани парас, вĕсенче гражданлăх туйăмĕсене аталантарас тесе тимленĕ. Кĕске вăхăтра шкул ачисем кăна мар, ялти çамрăксем ун тавра чăмăртаннă. Çамрăксен ĕçĕ çÿллĕ шая çĕкленнĕ.
1986 çулта Николай Еремеева тăван ялĕнчи шкула ĕçлеме куçараççĕ. Кунта вăл истори учителĕнче тата директорăн заместителĕнче тăрăшнă. Тăван ял çамрăкĕсене тарăн та çирĕп пĕлÿ парас тесе тимленĕ. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă мал ĕмĕтлĕ педагога 1990 çулта тулли мар вăтам шкула ертсе пыма шанаççĕ. Николай Дмитриевич шкул директорĕнче ĕçлеме пуçланă тапхăрсем çĕршывра çĕнĕ пулăмсемпе, самантсемпе, шкулсене реформăлассипе çыхăннă ĕçсемпе пуян пулнă. Тăван шкул аталанăвĕшĕн чылай тăрăшма тивнĕ унăн. Ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçе тимлĕх уйăрнă вăл, пултаруллă, вĕрентÿ ĕçĕнче пысăк опыт пухнă педагог-наставниксен (Е.Гаврилова, Г.Гаврилов, Ф.Ярушкин, Н.Карлинова, В.Ершов, Н.Сидоров, В.Косойкина, В.Еремеева, А.Нестерова тата ытти те) коллективне çаврăннă кунта чылай çул ĕçленĕ учительсен йышĕ. Аслă пĕлÿ пуррине ĕнентерекен диплом илнĕ чылай çамрăк хăйсен вĕрентÿ ĕçĕнчи малтанхи утăмĕсене кунта тунă. Л.Никитин, Г.Ухтиярова, С.Карлинова, О.Елимова, Л.Николаева, А.Мылова, В.Трифонова тата ытти те хăйсен ĕçлĕ кун-çулне шăпах çак шкулта пуçланă. Анат Тăрмăшĕнчи Николай Дмитриевич директор-новатор тавра чăмăртаннă туслă та ăста, пысăк опытлă педагог-специалистсем çамрăксене пултарулăх çулĕ çине тухма пулăшса, вĕрентсе, хавхалантарса пынă. 1990 çулсенче Анат Тăрмăшĕнчи шкулта ĕçлеме пуçланă çамрăк вĕрентекенсем пурăна киле хăйсен ĕçĕн чăн ăстисем пулса тăнă. Паянхи кун тĕрлĕ çĕрте ĕçлеççĕ пулсан та вĕсем шкула ертсе пынă Н.Еремеева, завучра ĕçленĕ Н.Сидорова тата ытти пур педагога, пултаруллă та вĕренме ăнтăлнă ачасене ырăпа аса илеççĕ, хăйсен пурнăçĕнчи чи телейлĕ, ăнăçлă, тухăçлă вăхăтсем пулнине калаççĕ.
Вăл ертсе пынă тапхăрта Анат Тăрмăшĕнчи шкулта ĕçленĕ вĕренекенсем спортра (физкультура учителĕ — Л.Никитин), пултарулăх енĕпе (музыка учителĕ тата ачасен «Ветерок» ансамблĕн ертÿçи — В.Путяков) пысăк çитĕнÿсем тунă. Предметсене тĕплĕн вĕрентесси вăй илнĕ, тĕрлĕ шайри ăмăртура çĕнтересси ÿснĕ.
Вĕрентÿ ĕçĕпе пĕрлех Николай Дмитриевич обществăлла ĕçсене активлă хутшăнать. Вăл Патăрьел районĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ 5 созыв пулать. Çавăнпа та унăн районти вĕрентÿ ĕçне-хĕлне лайăхлатас, учительсен ыйтăвĕсене татса парас енĕпе чылай ĕç тума тивнĕ. Çак хушăра тăван ял ĕçĕ-хĕлĕпе аталанăвне пысăк тÿпе хывать.
Николай Дмитриевич шкула 30 çула яхăн пĕр улшăнмасăр ертсе пынă, çĕршер ачана пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă.
Николай Еремеев педагогикăри çитĕнĕвĕсене патшалăх пысăка хурса хакланă. 2001 çулта ăна «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята парса чыс тунă, Чăваш Республикин вĕрентÿ министерствин тата районти вĕрентÿ пайĕн тав çырăвĕсемпе хисеп хучĕсем те темĕн чухлех унăн.
Вĕсенчен ытла хăй вĕрентнĕ ачасен çитĕнĕвĕсем савăнтараççĕ педагог-ветерана. Вĕсем паянхи кун та Николай Дмитриевичпа çыхăнăва татмаççĕ, канаш ыйтма килсех çÿреççĕ.
Николай ОСИПОВ
Август 2026 |
