Пурăнса иртнĕ кун-çула каялла çаврăнса пăхсассăн кирек камăн та тулли пучахлă, тĕшĕллĕ вăл. Анат Туçари Николай Георгиевичпа Антонина Михайловна çĕр çинче ахаллĕн пурăнман. Вĕсем пĕрлешнĕренпе 65 çул çитрĕ. Ĕлĕкрех чăваш йăли-йĕркипе мăшăрланнине палăртса туй кĕрлеттернĕ те ял Советне кайса çырăнассине мала та хуман. Ача çуралсан çеç кирлĕ пулнă документ. Перепелкинсен те çапла пулнă.
— Ватăлтăмăр ĕнтĕ. Пурнăçра виççĕмĕш «ура» та туянмалла пулчĕ. Шăм-шаксем сураççĕ. Пирĕн вăхăтра канлĕ пурнăç пулмарĕ. Ирпе-ирех тăрса вут хутса ямаллаччĕ. Ĕçе каиччен каланккана сÿнтерсе юшкана хупма ĕлкĕрмелле. Икĕ витре илсе шыва пусса утмаллаччĕ. Хĕллехи вăхăтра вара шăнкăр-шанкăр тутарса ăсни таçта аякка сасă паратчĕ. Ытти кассенчен те илтĕнетчĕ вăл. Арçын та ĕçлĕ пулнă. Кил картинчи выльăхсене пăхнă. Çавах ĕçе те куллен утнă. Ачасене те ÿстерсе çын тунă,— тет Антонина Михайловна. — Халĕхулари пекех пурăнатпăр. Условисем тивĕçтереççĕ. Мĕн çиес килет çавна туянма пулать. Кăмака хутса эрнелĕх çăкăр пĕçересси çук.
Пурнăçра нумай йывăрлăха тÿссе ирттернĕ Перепелкинсем. Пĕр-пĕрне шанасси, пулăшасси, хисеплесси яланах малта тăнă вĕсен.
Николай Георгиевич çамрăклах ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă. Аппăшĕ патĕнче ÿснĕскер, çемьеллĕ пурнăçра çеç телейлĕ пулма пултарнине туйнă. Пулас мăшăрне кĕвентепе шыв йăтса пынине курсан тÿрех килĕштернĕ. Паянхи кун та çакă унăн асĕнчен тухмасть.
Çулсем иртнĕçемĕн çамрăксем пĕр-пĕрне çывăхрах пĕлнĕ, унтан пĕрлешсе çемье çавăрнă. Çирĕп никĕс çакăнтан хурăнма пуçланă. Пĕрле вĕсем виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Паянхи кун 5 мăнукпа тата 8 кĕçĕн мăнукпа савăнса пурăнаççĕ.
Перепелкинсем иккĕшĕ те колхозра ĕçленĕ. Ылтăн алăллă, тăрăшуллă, ĕçчен пулни пурнăçа çирĕп сыпăнтарса пыма май панă.
Коля тете халĕте вашават-ха. Кил-çурт таврашне тирпейлĕ тытса тăрать. Çулласенче кăвакал ÿстерет. Пулла çÿреме кăмăллать.
Ăрăва малалла тăсакансем Перепелкинсен пурте çемьеллĕ, çурт-йĕрлĕ, хваттерлĕ, тĕрлĕ сферăра ĕçлеççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те ĕç сукмакне такăрлатакансем те пур. Люда хĕрĕ медицинăна кăмăлланă. Ывăлĕ ашшĕ-амăш-
не ватлăхра пăхас тивĕçе хăй çине илнĕ. Ытларах вĕсем патĕнче, çывăх çыннисене тимлĕх уйăрать. Улмисем йывăççинчен аякка ÿкмен. Пурте правур та хастар.
Альбина КАПИТОНОВА
Август 2026 |
