65 çул каялла Аслă Мăнкун уявĕн эрнинче Козловка ялĕнчи Алексей Федоровичпа Мария Ивановна Артемьевсен пÿрчĕ савăнăçпа тулнă. Çемьере тăваттăмĕш ача, хĕр пĕрчи, çуралнă. Пилĕк кун каялла, ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Юрий Гагарин тĕнче уçлăхне вĕçнĕ. Мăшăр ывăл çуралсан Юрий ят пама шутласа хурать. Анчах та Турă Артемьевсене хĕр пилленĕ. Çапах та ашшĕпе амăшĕ çĕнĕ кайăка «ю» сас паллипе Юлия ят панă. Мĕнле хĕрача пулнă-ха Юлия Алексеевна? Ун çинчен Тамара аппăшĕ çапла аса илет:
— Йăмăкăм, Юлия, пирĕн чи хитри, чи ăсли, чи пултарулли пулнă. Шкулта питĕ тăрăшса вĕренетчĕ. Лара-тăра пĕлмесчĕ, хамăр урамри ачасемпе пуринпе те килĕштеретчĕ. Тата ăна хамăр касри ачасем пурте итлетчĕç. Пурне те пулăшма тăрăшатчĕ. Анне, Мария Ивановна, учитель пулнă май, Юля вĕренÿре ĕлкĕрсе пырайман ачасене киле илсе килетчĕ. Вĕсене анне тĕрлĕ хăнăхтарусем паратчĕ, Юля вара тăрăшса ăнлантаратчĕ.
Тавракурăмлă хĕрача малтан Пăлакассинчи пуçламăш шкулта, унтан Кивĕ Ахпÿртри сакăр çул вĕренмелли шкулта ăс пухать. Шкулта Юля яланах малтисен ретĕнче пулнă. Шкулти, районти мероприятисене хастар хутшăннă. Хăйĕн шăпчăк сассипе кашни концертрах куракансене савăнтарнă, вĕренÿ отличникĕ пулнă.
Юльăшăн амăшĕ тĕслĕх (идеал) пулнă. Çавăнпах пулĕ амăшĕ пекех учитель пулас ĕмĕтпе 1976 çулта Канашри педагогика училищине вĕренме кĕрет.
Лара-тăра пĕлменскер, училищĕре те вăл ытти студентсенчен уйрăлса тăнă: лайăх вĕреннĕ, обществăлла ĕçре хастар пулнă. Пултаруллă хĕре комсомол организацин секретарьне суйлаççĕ. Секретарь тивĕçĕсене пурнăçлама пуçласан Юльăн пачах пушă вăхăт юлман. Çапла майпа студент пурнăçĕ тĕлĕнмелле хăвăрт иртсе кайнăн туйăнать хĕршĕн.
1980 çулта алла диплом илсен Тури Туçари вăтам шкула çул тытать. Юлия Алексеевна кĕçĕн классене вĕрентме тытăнать. Çак шкулта виçĕ çултан ытлашши ĕçлеймест. Мĕншĕн тесен ырă кăмăллă та хÿхĕм хĕре, Патăрьел каччи, инженерта тăрăшакан, Леонид Миронов куç хывать. Юрату туйăмĕ икĕ вĕри чĕрене пĕрлештерет. 1983 çулта хĕрпе каччă çемье çавăраççĕ. Çамрăк мăшăр Патăрьелне пурăнма куçать. Юлия Алексеевна Патăрьелĕнчи пĕрремĕш шкулта вăй хума тытăнать.
Чунне парса ачасене пĕлÿ паракана районти пуçлăхсем часах асăрхаççĕ. 1987 çулта районти вĕрентÿ управленине ĕçлеме чĕнеççĕ. Çамрăк специалист методист пулса ĕçлеме килĕшет, çапах хăйĕн юратнă ĕçне пăрахмасть. Мĕн пенсие тухичченех пĕчĕк шăпăрлансене чăваш чĕлхи предметне вĕрентет.
2003 çулта информаципе методика центрĕн директор ĕçне шанса параççĕ. Çĕнĕ ĕç — çĕнĕ вăй тенĕ евĕр, Юлия Алексеевна пĕрремĕш кунтанах педагогсене хавхалантарма пĕлни, кирлĕ чухне вĕсенчен хытă ыйтма пултарни районти вĕрентекенсене республика шайĕнче нумай çитĕнÿсем тума май панă.
Юлия Миронова Патăрьел округĕн кĕçĕн класс учителĕсен ертÿçи те. Округри миçе шкула çитсе хăйĕн пĕлĕвĕпе паллаштарман, методика енчен пулăшу паман-ши?
Унăн педагогика стажĕ те пысăк, пĕтĕмпе 46 çул вĕрентÿ отраслĕнче вăй хурать.
Юлия Алексеевна чăннипех те опытлă методист тата педагог. Вĕрентÿ ĕçĕнче тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн ăна Раççей тата Чăваш Республикин вĕрентÿ министерствисен, Чăваш патшалăх Канашĕн, республикăри вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюз комитечĕн Хисеп грамотисемпе темиçе хутчен те чысланă, аллă ытла Тав хутне тивĕç пулнă. 1996 çулта Ю. Мироновăна «Халăх çут ĕç отличникĕ» паллăпа чыс тунă.
Юлия Алексеевна чаплă педагог кăна мар, вăл савнă мăшăр, юратнă анне, ăш пиллĕ кукамай тата ырă кăмăллă кин те. Хунямăшĕпе, Мария Павловнăпа (çÿлти патшалăхра пултăр), 41 çул килĕштерсе пурăннă.
Леонид Ильичпа Юлия Алексеевна та 43 çул пĕр-пĕрне ăнланса, савăнăçпа хуйха çурмалла пайласа, шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ. Вĕсем пĕр хĕр çуратса çитĕнтернĕ. Алина хĕрĕ Шупашкарта «Дент-
Аурум» поликлиникăра шăл тухтăрĕ пулса ĕçлет. Борис тата Глеб мăнукĕсем 5-мĕш гимназире ăс пухаççĕ. Иккĕшĕ те вĕренÿ отличникĕсем.
Çепĕç чун ăшиллĕ Юлия Алексеевна хăйĕн калаçăвĕпе, çемçе кăмăлĕпе йывăрлăхра та тăванĕсене ăшăтма пĕлет, кашнин валлиех йăпатмашкăн, хавхалантармашкăн вырăнлă сăмах тупать.
Людмила МАРКОВА.
Август 2026 |
