Пĕр ĕмĕр — çын пурнăçĕшĕн сумлă та хисеплĕ тапхăр. 100 çул туларса тепĕр ĕмĕр хапхине уçнă кашни ватă умĕнче пуç таймалăх та, вĕсем пирки вулаканăмăра каласа памалăх та пур. Иртнĕ эрнере Тутар Сăкăтĕнче çак сăлтавпа Минигель Якуповапа тĕл пултăмăр, юбилей ячĕпе вăл хăтлă кил-çурт кĕрекине тăван-пĕтенне, çывăх çыннисене пуçтарчĕ.
Минигель Абдулкадировна ĕç ветеранĕн, тыл хастарĕн утса тухнă вăрăм кун-çулĕ пĕр тикĕссĕн, тумхахсăр çеç иртмен. Пурнăçра хурипе шуррине самай черетлеме тивнĕ кинемейĕн. Çак çула çитсе те ăс-тăнран катăлман хĕрарăм хальхи вăхăтра куçĕ витĕр курманнипе те, хăлхи мăкалнипе те çырлахать. «Ман çулта пурне те курмасан та, пурне те илтмесен те юрать... Мухтав Турра хампа хутшăнса калаçакансене пурне те паллатăп. Ачасене çеç мар, виçĕ сыпăкри 40 мăнука та ятран арпаштармастăп-ха. Ытти вара 100 çулхи ватă çыншăн пĕлтерĕшлех мар тесе шутлатăп. Ачасемпе юнашар чухне тепĕр вунă çул та хыçа хăварасшăн-ха... »,— çапла шÿтлерех çеç хак пачĕ Минигель аппа хăйĕн паянхи сывлăхне.
Чăнах та матур та пултаруллă, ĕçчен, çав тери чăтăмлă та ырă чунлă хĕрарăм Минегель Абдулкадировна. Çак пархатарлă енсем ăна паянхи çула çитме пулăшнă та. Пĕр ĕмĕр хушшинче саманан тĕрлĕ тапхăрне чăтса ирттерме тивнĕ унăн. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсемпе тÿр килнĕрен çав çулсем чĕрере пирчейми йĕр туса хăварнине те палăртрĕ. Хĕрупраç шăм-шакĕ хытса çитичченех, 15 çул тултаричченех ăна аслисемпе пĕрле вăрман касма, йывăçсене йăвантарма çÿренĕ. Çакна вăл пăлханса, хурлансах аса илчĕ. Ĕçĕ йывăр пулнă, выçăллă-тутăллă тăрăшнă. Çие питĕрмелли тумтирĕ те кирлĕ пек пулман. Тепĕр чухне вĕсем йывăрлăха чăтаймасăр хĕрачасемпе вуншар çухрăма хыçа хăварса вăрман урлă киле тара-тара та килнĕ. Анчах урари, алăри шыв хăмписем тÿрленсе çитичченех каялла илсе кайнă. Ĕç алли çитмен тылрисене. Вăйпитти çынсем фронта кайса пĕтнĕ. Хăйĕнчен аслисемпе пĕрле окоп чавма та хутшăннă Минигель. Ун чухне те тыл паттăрĕсем çĕршыва пĕр çын пек кар тăрса пулăшнă.
Улттăн пĕр тăван пулнă вĕсем. Шел, пĕр ачи çуралсан нумаях пурăнайман. Пĕр варта выртнă пилĕк тĕпренчĕкрен паян виçĕ аппăшĕ пĕр-пĕрне хавхалантарса пурăнаççĕ: 91 çулхи Нурдания хулара, 82ри Гелине тăван ялтах çемйисемпе тĕпленнĕ. Кĕçĕннине вăл тепĕр чухне шÿтлесе «хĕрĕм» тесе чĕнет. Мĕншĕн тесен йывăр вăхăтра ăна хăйĕн кăкăр сĕчĕпе ÿстернĕ-мĕн.
100 çулхи юратнă та хисеплĕ амăшне, эпийкăна юбилейпе саламлама ачисемпе пĕрлех чи-чи çывăх çыннисем, аякри-çывăхри тăванĕсем пуçтарăнчĕç. Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов Минигель Абдулкадировнăна сумлă юбилей ячĕпе саламласа Раççей Президенчĕн, миуниципалитет округĕн пуçлăхĕн саламлă открыткине парнеленĕ май малашне те ырлăхпа та сывлăхпа киленсе пурăнма сунчĕ, пурнăçри хастарлăхшăн, ырми-канми ĕçшĕн чун-чĕререн тав турĕ.
Юбилей хавхалануллă та хаваслă лару-тăрура иртрĕ. Ырă сунăмсем, кăмăллă аса илÿсем пайтах пулчĕç. Акă мĕнле ăшшăн хак пачĕ амăшне Гельсирень хĕрĕ:
— Аннен чăтăмлăхĕнчен, ырă кăмăлĕнчен паянхи кун та тĕлĕнетпĕр. Вăл 19 çулта аттепе çемье çавăрнă, 50 çул хуньамăшпе пĕрле пурăнчĕ. Асанне кăмăллах марччĕ, усалччĕ темелле-ши? Эпир яланах анне ĕçрен таврăнасса куç пек кĕтеттĕмĕр, тÿрех ун çумне йăпшăнаттăмăр. Унăн пурнăçĕнче канăçлăх сахал пулчĕ. Атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен аманса таврăннă хыççăн юлашкинчен урине таттармалла пулчĕ. Аннен ватă асаннепе аттене те пăхса вĕлерме тиврĕ. Ывăлĕпе хĕрĕ пурнăçран çамрăкла уйрăлни те ăна чылай хавшатрĕ. Пирĕншĕн тăрăшса вăл ялан чупса çÿресе ĕçлетчĕ, ялан ура çинчеччĕ:эпир ăна каçпа хăçан çывăрма выртнине те, ирпе миçере тăнине те сисмен, пĕлместпĕр. Ялан хуçалăхра тăрмашнă, пире тăрантарас, ура çине тăратас тесе тăрăшнă. Паян эпир хамăр та темиçе хутчен асанне-кукамай пулнă. Çапах анне пирĕншĕн унчченхи пекех пăшăрханать, пире пурне те ăшшăн çупăрласа пил парать. Ун умĕнче эпир пурте çĕре çити пуç çапса тав тăватпăр...
Хальхи вăхăтра хисеплĕ ватă Вазых ывăлĕпе тата Гелчире кинĕпе пурăнать. Пурнăçĕн кашни кунĕшĕн вĕсене тав тăвать. Пĕчĕк ачана тимлĕх уйăрнă пек пăхаççĕ вĕсем юратнă амăшне. Минигель аппан паянхи кун пĕртен-пĕр пысăк ĕмĕт — ятарлă çар операцийĕнчи Марс мăнукне сывă та тĕреклĕ кĕтсе илесси. Çакăншăн вăл ирхине те, каçхине те кĕл тăвать.
Альбина Егорова
Май 2026 |
