Çула тухакан техника ялан пултăр юсавлă

Категория: Публикации Опубликовано: 27.03.2026, 11:33 Просмотров: 65

Экономика аталаннă май техника шучĕ округра нумайланса пырать. Ытларах чухне хăватлă, темиçе «хурçă ута» улăштарма, харăсах темиçе ĕç тума пултараканнисене туянаççĕ. Муниципалитетри техника паркĕнчи улшăнусемпе, çитменлĕхсемпе, малашлăхпа патшалăх техника надзорĕн округри инспекци начальникĕпе Сергей Сафьяновпа калаçрăмăр.

— Пирĕн округра хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти техникăна 2346 единица регистрациленĕ. Сăмах май, кăтарту Шăмăршă тăрăхĕнчен — 3, Комсомольски муниципалитетĕнчен 1,6 хут нумайрах.

2025 çулта çеç 62 единица çĕнĕ техника туяннă, вĕсен шутне тракторсемпе тырă выракан тата выльăх апачĕ хатĕрлекен комбайнсем кĕреççĕ. Патшалăх пулăшăвĕ, туяннă техникăн хакĕнчен 30-50 процентне субсидилени парка чылай çĕнетме май пачĕ.

— Сергей Геннадьевич, техника паркĕ çĕнелни савăнтарать, анчах тракторсене, кăкарса çÿрекен хатĕрсене вăхăтра шута тăратнисĕр пуçне патшалăх тĕрĕслевне те кăлармалла. Муниципалитетра ку ĕç еплерех пулса пырать?

— Техникăн патшалăх тĕрĕслевне тракторсем, çул-йĕр строительствинчи хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсем, кăкарса çÿремелли хатĕрсем çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх ан кăларччăр, çут çанталăка ан варалаччăр, регистрацие тăратманнисене палăртас тĕллевпе йĕркелетпĕр. Техника тĕрĕслевне çурхи ĕçсем, выльăх апачĕ хатĕрлеме пуçăнас, вырма умĕн йĕркелетпĕр. Графике округра тухса тăракан «Авангард» хаçатра, социаллă сетьсенче, муниципалитет сайтĕнче пичетлетпĕр. Çула, хире е ытти çĕре ĕçлеме кайнă чухне шанчăклă «хурçă ут» рулĕ умне ларсан лайăххине пурте пĕлетпĕр. Пурнăç — чи хаклă пурлăх, теççĕ. Çакна шута илсе кашни трактора, агрегата хатĕррисен ретне лартма тăрăшмалла.

Регистрациленĕ мĕн пур техникăран иртнĕ çул 1376-шне (58,7 процент) тĕрĕсленĕ (2024 çултинчен 7,7 процент нумайрах). Агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсем ку тĕлĕшпе яваплăха туяççĕ. Пĕлтĕр 70,6 проценчĕ (474 единица) хатĕррисен ретне тăнă. Уйрăмах «Батыревский» пĕрлешÿ», «Исток» çĕр ĕç фирми, «Красное Знамя» тата ытти хăш-пĕр хуçалăх техникăна тимлĕх çителĕклĕ уйăрать.

Уйрăм секторсенчи техникăна тĕрĕслев витĕр кăларнă чухне вара чăрмавсем пур. Çакă механизаторсем, трактор хуçисем ют регионсене ĕçлеме кайнипе, çавна май графикпе палăртнă кун тĕлне тракторсемпе прицепсене хатĕрлесе çитерейменнипе е юсаса тирпейленĕ пулсан та илсе тухайманнипе çыхăннă.

— Техникăна патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр палăртнă вăхăтра кăларайманнисем урăх кун сирĕнпе тĕл пулаяççĕ-и?

— Пултараççĕ. Техникăна тĕрĕслев витĕр кăларассине лайăхлатассипе çине тăрса ĕçлетпĕр. Тракторсемпе прицепсене хатĕррисен ретне лартайманнисемпе графике пăхмасăрах тĕл пулма тăрăшатпăр. Маларах шăнкăравласа калаçатпăр, хăш кун пымаллине палăртатпăр, вара çав кун каятпăр. Çавăн пекех малашне тыр-пул выракан, выльăх апачĕ хатĕрлекен комбайнсен юсавлăхне пăхнă чухне те уйрăм секторти «хурçă утсене» тĕрĕслĕпĕр.

Профилактика рейчĕсем йĕркелени те шута тăратман, патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларман техникăна, административлă штрафсене тÿлеменнисене тупса палăртма май парать. Çулленех «Снежный патруль», «Трактор», «Лайăх тракторист» мероприятисем, Хĕл Мучипе Çĕнĕ çул рейчĕ иртет. Комиссипе пĕтĕмлетÿсем, тивĕçлĕ йышăнусем тăватпăр.

— Техника çĕнелни кăмăллă, анчах пуррисене те упрама пĕлмелле.

— Тĕрĕсех калатăр. Çуркунне техникăна ĕçе еплерех хатĕрленине тĕрĕслетпĕр пулсан кĕркунне управа мĕнле лартнине хаклатпăр. Республикăра ятарласа конкурс та йĕркеленĕ. Пĕлтĕр унта республикăри агропромышленность комплексĕнчи 288 организаци — 165 ял хуçалăх предприятийĕпе 123 фермер хуçалăхĕ — хутшăнчĕ. Фермер хуçалăхĕсем хушшинче Анат Туçари Валерий Кузнецов çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Маларахри çулсенче те пирĕн округри ял хуçалăх предприятийĕсем техникăна чылай вăхăтлăха управа лартассине аван йĕркеленипе палăрнă.

Çураки çывхарнă май тракторсемпе кăкарса çÿремелли техникăна, çур акине тухма хатĕррине тĕрĕслеме пикентĕмĕр. (Тĕплĕнрех хаçатăн çитес номерĕнче).

— Сергей Геннадьевич, Интернет ĕмĕрĕ сирĕн ĕçре те чылай улшăну кĕртрĕ пуль?

— Самана таппинчен юлма юрамасть. Çĕнĕлĕхсене алла илсе пыратпăр. Трактор номерне илмелле е шута тăратмалла, е документсене улăштармалла — заявленисем патшалăх тивĕçтерĕвĕ урлă (госуслуги) йышăнатпăр. Çакă вăхăта перекетлеме, инспекцие килсе çÿрессине чакарма май парать. Малашне тата улшăнусем пулаççĕ. Хăш-пĕр тĕрĕслевсене дистанцилле майпа та ирттерме пуçлăпăр, электронлă документсемпе усă курăпăр.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика