Муниципалитет округĕнче социаллă экономика аталанăвне пĕтĕмлетсе малашлăх тĕллевсене палăртрĕç. Ларăва республикăри çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков, предприятисен, учрежденисен, обществăлла организацисен ертÿçисем, АПК ветеранĕсем, ятарлă çар операцин паттăрĕсем хутшăнчĕç.
Тĕп доклада муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Равиль Ямалетдинов турĕ. Вăл округ аталанăвне тĕплĕн çутатрĕ, малашлăх ĕçне палăртрĕ.
Налук тупăшĕ те курăмлă. Çулталăкра вăл 242 миллион тенкĕ кĕнĕ. 2024 çулхинчен 75 миллион тенкĕ ытларах.
Ял хуçалăх продукцийĕтуса илесси 6541 миллион тенке çитнĕ. 4,1 процент ÿснĕ.
Патшалăх пулăшăвне пула (414,5 миллион тенкĕлĕх) аграри секторĕ ăнăçлă аталаннă. Çакă выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче палăрать. 10 пин тонна ытла аш-какай туса илнĕ. Е виçĕмçулхинчен 3,6 процент ытларах. Сĕт сăвассине 43 пин тоннăна çитернĕ.
Ял хуçалăх отраслĕнче 9 инвестици проектне 316 миллион ытла тенкĕлĕх ĕçе кĕртнĕ. Çакă тата 20 çынна ĕç вырăнĕллĕ пулма та май панă. 6 çын выльăх-чĕрлĕх патĕнче тата уй-хир продукцине çитĕнтерес, иккĕшĕ вĕсене тирпейлес, пĕри чăх-чĕп ÿстерес ĕçе кÿлĕннĕ.
Строительство отраслĕ те хăвăрт аталанать. 15,5 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Ку енĕпе муниципалитет округĕ республикăра саккăрмĕш вырăнта тăрать. Кăçал Патăрьелĕнчи Киров урамĕнче 32 хваттерлĕ тепĕр çурт çĕкленет. Ăна 2027 çулта хута яма палăртнă.
2025 çулта 9 километр автомобиль çулĕсене 85 миллион тенкĕлĕх юсанă. Кăçал çак ĕçе 57,5 миллион тенкĕ тăкаклама пăхнă.
Бюджета тупăш кĕртесси палăрмаллах ÿсни савăнтарать. Вăл 428 миллион тенкĕпе танлашнă. Маларахри çулхинчен 43 процент пысăкланнă. Ку енĕпе округ республикăра пĕрремĕш вырăн йышăнать.
Округра пурăнакансем Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Ниме — халăх бюджечĕ» пуçаруллă бюждета укçа-тенкĕ хывассипе кăтартуллă ĕçлеççĕ. 2025 çулта 44 проекта çул панă. Кăçал вара 192,2 миллион тенкĕлĕх 74 проекта пурнăçа кĕртме палăртаççĕ. Вĕсенчен 33-шĕ тĕллевлĕ — «Пирĕн çулсем» программăпа пулмалла.
Культура учрежденийĕсене модернизацилени ĕçе лайăхлатма пулăшать. Иртнĕ çул Татмăшра 28 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ клуб хута янă. Кзыл Камышрине (17,6 миллион тенкĕлĕх) тĕпрен, Пÿртлĕрине (3,1 миллион тенкĕлĕх) юсанă.
Сывлăх сыхлавĕ те аталануллă. Пĕлтĕр Кивĕ Катекре модульлĕ Фельдшерпа акушер пункчĕ хута янă. Вăрманхĕрри Шăхалĕнче, Çĕньялта тата Анат Туçара тĕпрен юсанă. Турханта тата Ыхра Çырминче врач амбулаторийĕсем çĕкленĕ. Упамсари тата Анат Туçари фельдшерпа акушер пункчĕсене газ кĕртмелле тунă.
«Çамрăксем тата ачасем» наци проектне пурнăçласа Турханти вăтам шкула тĕпрен юсанă. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул территорине тирпей-илем кĕртнĕ. Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкул тăррине тĕпрен юсанă.
2025 çулта çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленме вырăнти бюджетран 3,5 миллион тенкĕ усă курнă. Пĕтĕмĕшле шкулсене реконструкцилеме тата юсама 94,3 миллион тенкĕ тăкакланă. Пĕтĕмĕшле тăкак вара 889 миллион тенкĕпе танлашнă.
Кăçал та пур енĕпе те ĕçсене малалла тăсма пăхнă. Халăхăн пурнăç уловийĕсене лайăхлатасси малта тăрать. Округăн инфраструктурине çĕнетсе пырасси тĕпре.
2026 çулта 9 инвестици тата 4 инфраструктура проекчĕсене (3766,9 миллион тенкĕлĕх) ĕçе кĕртмелле. Çав шутра 230 пуç ĕне тата 200 пăру вырнаçмалăх витесем, аш-какай тирпейлемелли цех, талăкра 100 тонна сĕте ĕçе кĕртмелли завод, 400 пуç вырнаçмалăх 3 ĕне ферми, çулталăкра 30000 тонна хытă каяша сортласа тирпейлемелли комплекс, физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплекс, Патăрьелĕн хĕвел тухăç пайне шывпа тивĕçтересси, Ыхра Çырми ялĕн урамĕсене автомобиль çулĕсем тăвасси.
Муниципалитетсем хушшинчи тата регион шайĕнчи автомобиль çулĕсене тирпейлемелле. Калинино-Елчĕк-Патăрьел çула, тротуарсене пăхса тăмалла. Треньелĕнчи Кошкин, Кооперативнăй, Напольнăй урамĕсене (21,8 миллион тенкĕлĕх) тĕпрен юсамалла. Çĕньялти Ленин урамне (7 миллион тенкĕлĕх) сăн кĕртмелле.
«Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн, Чăваш Республикинчи халăхсен туслăхĕн çулталăкĕнче Патăрьел муниципалитет округĕ тата та ăнăçлă аталанасса шанас килет. Умра тăракан задачăсене эпир килĕштерсе, пĕр-пĕринпе канашласа ĕçлесен татса пама пултаратпăрах», — терĕ отчета пĕтĕмлетсе Равиль Фарахутдинович.
Лару вĕçĕнче чыслав пулчĕ. Ĕçри çитĕнÿсемшÿн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Республикăри «Росгосстрах» компанин Патăрьелĕнчи филиалĕн ертÿçине Алевтина Кузюковăна (сăн ÿкерчĕкре) Чăваш Республикин Хисеп хучĕпе, вырăнти самоуправлени аталанăвне тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн тата тăрăшуллă ĕçшĕн муниципалитет округĕн администрацийĕн çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен секторĕн заведующине Алевтина Медведевăна «За безупречную службу в органах местного самоуправления в Чувашской Республике» паллăпа, вăрман хуçалăхĕнчи нумай çулхи тăрăшуллă ĕçшĕн республикăри çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин Шăмăршă лесничествин Пăла участокĕн лесничине Анатолий Тихонова «Заслуженный лесовод Чувашской Республики» ята тивĕçнипе чысланă.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Август 2026 |
