Çемйипех неонацистсене хирĕç кĕрешеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 20.02.2026, 13:50 Просмотров: 137

Анне чĕри ачасемшĕн çунать

Тикешре пурăнакан Федосия Мельникован икĕ ывăлĕ те Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннăран тăваттăмĕш çул вăл канăçлăх мĕнне пĕлмест. Каçпа ыйхăран вăранса каять те аллине телефон тытать, ачисенчен хыпар килнине пăхать. Вĕсем сетьре пулсан тÿрех сообщени çырать. «Пурте лайăх, сывлăхпа тăратăп», — тенине курсанах лăпланать. Анне чĕри... Хурçăран та çирĕпрех, мамăкран та çемçерех, хĕвелтен те çутăрах, çавăнпах чăтать...

Сергейпе Андрей Мельниковсем ятарлă çар операцине 2022 çултанпа хутшăнаççĕ. Иккĕшĕ те мобилизаципе кайнă, пĕри — Ульяновскинчен, тепри Патăрьел округĕнчен. Иртнĕ çул вара Сергей контракт çырнă. Хальхи вăхăтра вăл çарта старшина званипе, унăн ушкăнĕнче 60 ытла салтак.

— Мобилизаци пуçлансан Андрея повестка панă, ăна октябрĕн 17-мĕшĕнче ăсатрăмăр. Шăллĕн Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнмаллине пĕлнĕ хыççăн Сергей хăй ирĕкĕпе повестка кайса илнĕ. «Шăллăм вăрçа каять те эпĕ тăрса юлаймастăп», — терĕ. Октябрĕн 21-мĕшĕнче вăл çула тухрĕ, — терĕ Федосия Егоровна.

1966 çулта кун çути курнă хĕрарăм упăшкинчен ир тăлăха юлнăран икĕ ывăлне пĕччен тенĕ пек ура çине тăратнă. Малтан Ульяновскинчи Новый Городра пурăннă, строительте, поездсем çинче проводницăра ĕçленĕ. Амăшĕ пĕр вĕçĕм: «Феня, эп вилсен ку çурт санăн пулать, ан пăрах», — тенине асра тытса çывăх çынни çут тĕнчерен уйрăлсан яла куçса килнĕ. Хальхи вăхăтра вăл «Батыръ» цехра ĕçлет, сыснан ăш-чик органĕсене пайласа контейнерсене тултарать. Пушă вăхăт тупăнсанах Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли шăрттан, рулет хатĕрлесе парса ярать. Ăна çак кăткăс ĕçе пурнăçлама Тăрăнти Зина Краснова, Мария Кузнецова, Зоя Ялукова пулăшаççĕ.

— Малтан эпĕ Вăрмарти волонтерсемпе çыхăну тытаттăм. Вĕсем ачасем валли çимеллисем, тăхăнмаллисем илсе кайса паратчĕç. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ «СВОи Батыревский район» волонтерсемпе килĕштерсе ĕçлетпĕр. Вĕсем урлă 6-8 шăрттан та парса яратăп. Халĕманăн ача нумай, кашни салтакшăн чун ыратать. Андрей Герольдович Румянцевпа пĕрле каякансене чарăнусенче пĕрер кучченеç парса хăварма ыйтатăп. Килти апата кăштах та пулсан çисе курччăр, вĕсем эпир кĕтнине, пăрахманнине пĕлччĕр тетĕп.

Какайпа вара хам вăй хуракан «Батыръ» цех тивĕçтерет. Василий Алексеев ертÿçĕпе унăн çумĕ Павел Яруков ывăлсем отпуска килнине пĕлсенех какай параççĕ, шăрттан валли те хирĕçлемеççĕ. Уншăн вĕсене тав сăмахĕ калас килет. Пурте пĕр шухăшлă пулмасан тăшмана çĕнтерме йывăр, — терĕ Федосия Егоровна вăхăтлăх отпуска канма килнĕ Андрей ывăлĕ çине ăшшăн пăхса. Январьте Сергей отпускра пулнăччĕ. Пĕр тăвансем, шел пулин те, тĕл пулайман. Çулталăк ытла ĕнтĕ вĕсем пĕр-пĕрне курманни. Телефонпа çеç çыхăнса калаçаççĕ.

Çĕнтерÿшĕн

пăшал аллине

тытнă

Андрей Мельников Запорожьери чăваш полкĕнче неонацистсене хирĕç кĕрешет. 1991 çулта çуралнăскер Ульяновскинчи олимп резервĕсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Пĕлÿ çуртĕнче физкультура урокĕсене те ертсе пыма пултарнă, анчах пурнăçне строительствăпа çыхăнтарнă. Куккăшĕпе пĕрле вăй хунă. Çарта Таджикистанра, Душанбере пулнă. Çав вăхăтра тата тепĕр хут салтак аттине тăхăнма пултарасси пирки шухăшлама та пултарайман, анчах Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçлансан мобилизаципе повестка парсан хирĕçлесе тăман. Çĕршыва хÿтĕлесси арçыннăн тивĕçĕ иккенне пĕлнĕ.

— Вăрçăра та стройка ĕçĕсене пĕлни вырăнлă пулчĕ. Блиндажсене хамăрах тăватпăр. Взводран 20-25 çухрăмра çĕр айĕнче мунча турăмăр. Малти лининче пулнă хыççăн унта кайса çăвăнса килетпĕр. Тумтире те çуса типĕтмелле, çавăнпа хамăр укçапа автомат машина туянтăмăр. Май пур таран хăтлăх тума тăрăшатпăр. Патшалăх тăхăнмаллине те, çимеллине те парать, анчах ялан пĕр апатпа çеç тăрас, таса мар, çĕтĕк япаласемпе çÿрес килмест. Конфет-печенине те, сĕт-çуне те тутанасшăн, вĕсене тылри лавккана кайса илетпĕр, — терĕ Андрей Мельников.

Тĕрĕссипе, ятарлă çар операцине хутшăнакансен шалăвĕн çурри, тен, ытларах та, çавăнтах пĕтсе пырать. «Пĕрле» фонд тата ытти волонтерсем илсе пыракан пулăшусем пирĕн пата çитеççĕ, вĕсемшĕн кашнийĕ савăнать, анчах вăл пĕрех çителĕксĕр. Салтаксен пĕр вырăнтан теприне куçма тивет, ун пек чухне çĕнĕ блиндаж тумалла. Тăшманран хÿтĕленмелли, пурăнмалли условисем пулччăр тесен тăкакланмах тивет.

— Малти линире час-часах пулатпăр. Пĕрисем кĕреççĕ, теприсем тухаççĕ. Унта кайнă чухне хамăра мĕн кирлисене, çимеллисене пĕрле илетпĕр. Апат пĕтсен илсе пырса параççĕ. Позицинче беспилотниксене сыхлатпăр. Пирĕн вĕсене ирттерсе ямалла мар. Юлашки вăхăтра FP-дронсем, дронсем, «баба ягасем» питĕнумай вĕçеççĕ, кайăксем те ун чухлĕ çук пуль. Питĕасăрхануллă пулмалла. Пурте Турă хÿтлĕхĕнче çÿретпĕр. Задание кайнă чухне сăх сăхатпăр та малалла утатпăр. Пирĕн блиндажра та Турăш пур. Ятарлă çар операцине кайнă чухне анне панă пĕчĕк икон вара яланах çумра, ăна хамран ниçта та хăварман. Взводра юлташсем те питĕ лайăх, пурте пĕр-пĕрне тĕрев паратпăр. Хамăр округран та нумайăн.

Манăн пире пулăшакансене, апат-çимĕç, тум-тир тата ытти япала парса яракансене пурне те пысăк тав сăмахĕ калас килет. Килтен илсе килнĕ кучченеçсемшĕн питĕ савăнатпăр, — терĕ Андрей Владимирович амăшĕ çине ăшшăн пăхса. Сăмах май, пĕлтĕр Федосия Егоровна ывăлĕ валли аккумуляторлă велосипед парса янă.

Ачисем миçере пулсан та амăшĕн чунĕ вĕсемшĕнех çунать. Пысăк чунлă хĕрарăм ывăлĕсене май пур таран пулăшма тăрăшать. Нумай пулмасть асли тăракан чаçре лабораторие сирпĕтнĕ. Мĕн пурри йăлт çунса кайнă.

— Çĕнĕ çул умĕн кăна-ха минтерсем, одеалсем, простыньсемпе пододеяльниксем тата ыттине те Сергей патне çитернĕччĕ. Халĕ çĕнĕрен парса яма хатĕрлерĕм. Çитес вăхăтра «СВОи Батыревский район» волонтерĕсем шăпах вăл тăракан вырăна каяççĕ, — терĕ Феодосия Егоровна пухнă япалисене кăтартнă май.

Ăшшăн уйрăлтăмăр Андрейпе тата унăн амăшĕпе.

— Вăрçă вĕçленсен эпĕ сире унти пурнăçпа тĕплĕнрех паллаштарма пултаратăп, анчах халь мар, — терĕ Жуков медальне тата «Ятарлă çар операцийĕн участникĕ» ята тивĕçнĕ салтак. Çапла пултăрччĕ! Пирĕншĕн чи кирли — эсир тăван тăрăха сывă, çĕнтерÿпе таврăнни.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика