Афган вăрçи асĕнчен тухмасть

Категория: Публикации Опубликовано: 13.02.2026, 09:38 Просмотров: 137

Ывăл çуралсан мĕн ĕлĕкренех салтака юрăхлă пултăр тенĕ. Туçари Василий Романовичпа Агреппина Тихоновна та Алевтин ывăлĕ çут тĕнчене килсен çаплах пилленĕ-тĕр, анчах вĕсем вăл вăхăтра йăха тăсаканăн Афган вăрçи вучĕ витĕр тухма тивессе шухăшлама та пултарайман.

Алевтин Мулюков Афганистанра службăра пулнине ашшĕпе амăшĕ те, пĕр тăванĕсем те пĕлмен. Çыруне пурте Таджикистанри адреспа çырнă. Тăван тăрăха Алевтин Васильевич 1985 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче каялла çитнĕ. Тепĕр тăватă çултан, 1989 çулхине, шăпах çак кун Афганистанран Совет салтакĕсене илсе тухнă.

Алевтин Васильевич, ялта ăна пурте Алик тесе чĕнеççĕ, 1964 çулхи сентябрĕн 19-мĕшĕнче çуралнă. Çемьере уллтăн пĕр тăван. Туçари вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн, 1982 çулхи кĕркунне ăна çар хĕсметне тăма ят тухнă. Йăла-йĕркепе ашшĕпе амăшĕ, çывăх тăванĕсем сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе таврăнма суннă.

Сывлăх енчен тĕреклĕ каччăна чикĕ хураллама шаннă. Вĕрентÿ Таджикистанри Куляб хула çывăхĕнчи хула евĕрлĕ «Москоский» поселокра иртнĕ. Çакăнта Алевтин Васильевич БТРпа (бронетранспортер) çÿреме вĕреннĕ. Тăватă уйăхран Афганистана илсе кайнă.

— Афганистан, унти лару-тăру пирки пĕлнĕ. Ялтан манран маларах Геннадий Салмин пулнă. Шел пулин те, вăл пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлнă. Вĕрентÿ вăхăтĕнче пирĕн пата пульăсем шăтарса пĕтернĕ, çÿреме юрăхсăра тухнă автомашинăсене илсе килетчĕç. Таджикистанран машинăсем колоннăпа апат-çимĕç, снарядсем, кăмрăк, вутă тата ытти япаласем тиесе каятчĕç. Душмансем вĕсем çине вăйлă тапăнатчĕç. Эпир сыхлаттăмăр, — тесе пуçларĕ калаçăвне Алевтин Васильевич. Туçа каччи хамăр ентешпех, Патăрьелĕнчи Сергей Раськинпа пĕрле службăра тăнă, пурри-çуккине пĕрле пайланă.

Шкул саккинчен тин çеç тăнă, 18-19 çулти çамрăксене ют тăрăх ăшшăн кĕтсе илмен.

— Вертолет çинчен ансанах унти çĕртен тĕлĕнтĕм. Вăл тăпра та, хăйăр та, тăм та мар. Чылай çул михĕре выртнă цемент тейĕн ăна. Чавма пуçласан питĕхытă, çумăр хыççăн çемçе цемент пекех вĕçет. Шыв пур çĕрте те çук, çавăнпа ăна 7-8 çухрăма кайса илсе килме тиветчĕ. Душмансем совет салтакĕсем пырасса кĕтсе тăратчĕç, çавăнпа шыв турттарса килекен машинăна виçĕ БТР сыхлама каятчĕ. Ту хысакĕсемпе килекен шыва илме аннă чухне иккĕшĕ çÿлтен сыхлатчĕ, тепри пĕрле пулнă. Шыва наркăмăшланă, ăна ĕçсе пирĕн ачасем вилнĕ тĕслĕхсем те пулнă. Пирĕн патăрта мар, юнашарти салтаксен ушкăнĕсенче, — терĕ ĕнерхи афганец.

Салтак пурнăçĕ нихăçан та çăмăл пулман, Афганистанра пушшех те. Çамрăк каччăсем блиндажра пурăннă. Çывăрма выртсан та алăран пăшалĕсене яман. Талăкăн хăш вăхăтĕнче те çапăçăва кĕме хатĕр тăнă. Хĕрлĕ ракета ярсанах пурте тăхăнса тумланнă та тăшмансемпе çапăçма тухса кайнă.

— Разведчиксем питĕ лайăх ĕçлетчĕç, вĕсен информацийĕпе эпир душмансене тĕп тунă. Пĕринче çапла душмансемпе куçа-куçăн тăма тиврĕ. 7 БТРпа кайнă эпир, 20 ытларах салтак. Вĕсем пиртен темиçе хут нумайрах. «Шурави, сарбоз, сдавайтесь. Танки будем сжигать», — теççĕ пире. Пурнăçпа вилĕм хушшинче пулнине те ăнланатпăр. Техникăра та бензин сахал. Юрать вертолетсем килсе çунтармалли-сĕрмелли материал парса хăварчĕç. Пĕрисем персе тăнă вăхăтра теприсем БТРсене заправка турăмăр. Çавăн чухне пирĕн йытта вĕлерчĕç, — куçĕ умне иртнĕ вăхăта кăларнă май пĕлтерчĕ Алевтин Мулюков. Вăл малтан наводчик пулнă, пулеметран пенĕ. Каярах БТРпа çÿреме пуçланă.

Хăш-пĕр чухне операцисем 2-3 уйăха та тăсăлнă. Çак тапхăрта шывпа çăвăнайманран каччăсем чылай чухне пыйтланнă. Ытти çĕрте службăра тăракансем салтак тумĕн çухи çине шурă пÿс çĕленĕ пулсан, кунта юн ĕçенсене çав вырăнтан тата резинкăсем тĕлĕнчен çĕçĕпе хыра-хыра пăрахнă. Япаласем таса пулччăр тесе шурă тĕслисене хлоркăллă шывпа çуса тасатнă, вăл та пулăшайманнипе çунтарса янă.

Хуть камшăн çывăх çынна çухатасси чи йывăрри. Алевтин Васильевич час-часах пĕрле службăра тăнисене, çапăçу вăхăтĕнчи çухатусене аса илет.

— Душмансем пире пеме пуçларĕç те эпир вĕсене хирĕç минометран тĕллеме пикентĕмĕр. Мана командир БТРа каялла чакарма, тăшманран хÿтĕленмелле тума ыйтрĕ. Эпĕ хушнине пурнăçлама пикентĕм, çав вăхăтра миномет сирпĕнчĕ. Техникăран тухрăм та — чун хăраса кайрĕ. Комбатăн пичĕ çурри çук, теприн — алли, виççĕмĕшĕн ури татăлнă, тăваттăмĕшĕ снаряд ванчăкĕсем ăшĕнче, Вăрнар ачин шăлĕсем тухса ÿкнĕ... Сывă юлнă ытти салтаксемпе вĕсене тÿрех пулăшу пама пуçларăмăр. Эпир çапла ĕçленĕ вăхăтра тăшман татах пеме пуçларĕ. Юнашар пĕрле çÿрекен хохол ачине: «Лещенко, давай к бою!» — терĕм те хăвăртрах БТР çине ларса пеме пуçларăмăр. Унтан вертолетсем пире пулăшма, аманнисене, вилнисене илсе кайма çитрĕç. Ун чухне малтан тăваттăшĕ, кайран иккĕшĕ ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕç. 16ăн аманнăччĕ, — терĕ арçын каласа панă май ассăн сывласа.

Салтакран таврăнсан Алевтин Мулюков хăйĕн пурнăçне милици (халĕ полици) ĕçĕпе çыхăнтарнă. Кунта та унăн Чечен Республикинчи хирĕç-тăрăва лăплантарнă çĕре хутшăнма тивнĕ. Туçа хĕрĕпе мăшăрланнă. Ольга Геннадьевнăпа икĕ хĕр те пĕр ывăл çуратса ÿстернĕ.

Афганистанран таврăнни Алевтин Васильевичăн кăçал 41 çул çитет, анчах унти вăрçă час-часах тĕлĕкĕнче курăнать.

— Пире те çăмăл пулман, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата йывăртарах. Вĕсене сывлăхпа, çĕнтерÿпе таврăнма çеç сунатăп, — терĕ ĕнерхи салтак калаçăва пĕтĕмлетсе.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика