«Аслă хĕрача та манăн сукмаках такăрлатать, хам пекех медицина сестри, Патăрьелĕнчи тĕп больницăра ĕçлет...»
Ачалăх иртрĕ хаваслă
1967 çулхине Патăрьел тăрăхĕнчи Кĕçĕн Чемен ялĕнче çуралнă Тамара Платонована (сăн ÿкерчĕкре) итлесе ларнă май куç шывланчĕ. Хăш-пĕр çынна шăпа тĕрĕслет тейĕн, нумай нушалантарать. Пĕрисем инкек-синкеке чăтаймасăр хуçăлаççĕ, теприсем вара вутра шăратнă пек çирĕпленсе тухаççĕ. Тамара Ивановнăна шăпах иккĕмĕшсен шутне кĕртнĕ пулăттăм.
Моисеевсен пысăк çемйинче çуралнă вăл. Ултă ачаран пиллĕкмĕш пулса çитĕннĕ. Ачалăхне аса илме ыйтсан вăл тÿ-рех çапла пуçларĕ:
— Килте манран аслăрах аппа та, тетесем те, кĕçĕн шăллăм пулнă пулсан та эпĕ çемьере чи пĕчĕккиччĕ. Çавăншăн ачалăхра мĕн чухлĕ кулянман-ши? Пĕчĕкрех чухне килте урай çумалла пулсан мана яланах кравать айне кĕртсе ярса çутаратчĕç. Çапах та нумайăн пулсан та туслă ÿснĕ эпир. Аттепе анне яланах ĕçре пулнă. Çуллахи вăхăтра эпир ачисем тĕрлĕрен пай анисем çинче ÿснĕ. Атте пирĕн ĕмĕрĕпех плотникре ĕçленĕ. Хĕле кĕрсен вăрман касма каятчĕ. Астăватăп, ун чухне эпĕ пĕчĕккĕ-ха. Аттене вăрмантан тракторпа турттарса килчĕç. Ун çине йывăç ÿкнĕ пулнă. Хăй чĕп-чĕр юн. Анне кăшкăрса макăрни куç умĕнче. Çапла атте килтех çĕр каçрĕ. Тепĕр кунхине анне лаша кÿлсе Арапуç больницине илсе кайрĕ. Халь шутлатăп та, тÿрех больницăна леçме май пулман-шим вара? Атте больницăра чылай выртрĕ, анчах çавăн хыççăн сусăр пулса юлчĕ. Пирĕн хамăр ялта шкул пулман. Эпир 8 класс таранччен Шăхач шкулне çÿреттĕмĕр.
1984 çулхине Аслă Чеменри вăтам шкултан вĕренсе тухрăм. Виçĕ юлташ хĕр ачи Свердловск хулинчи медицина училищине кайма шутларăмăр. Унта больницăра ĕçлесех вĕренме пулать иккен. Çапла 1984 çулхине нихçан та аякка тухса курман хĕрсем Свердловска çитрĕмĕр. Экзаменсене панă хыççăн эпĕ кĕрейрĕм, иккĕшĕ çук. Вĕсем вара тÿрех каялла пăрахса килчĕç. Эпĕ мĕнле пĕччен тăрса юлнă унта, халĕ те тĕлĕнетĕп. Çапла чиперех вĕренсе пĕтертĕм. 1986 çулхине алла диплом илнĕскер яла таврăнтăм. Патăрьел больницин инфекци уйрăмне ĕçе вырнаçрăм.
Мăшăрпа-çке пурнăç хитре
«Шăтăк шăрçа нихăçан та çĕр çинче выртмасть», — теççĕ халăхра. Йăлтăртатакан шăрçана та часах туянаççĕ. Çапла Тамара Моисеева 1987 çулхине Кĕçĕн Патăрьел каччипе пĕрлешнĕ. Хăйсем епле мăшăрланни çинчен кула-кулах каласа пачĕ вăл.
— Эпĕ пулас мăшăра, (йывăр тăпри çăмăл пултăр) тĕрĕссипе, нихçан та курман тесен те юрать. Ун чухне февралĕн 14-мĕшĕччĕ. Шăп çав кун манăн иккĕмĕш сыпăкри аппа качча каять. Туя каймалла. Ку вăхăт тĕлне манăн аслă аппа качча кайнăччĕ, Патăрьелĕнче пурăнатчĕç. Туя пĕрле кайма тесе вĕсем патне пытăм. Унта икĕ каччă лараççĕ. Вĕсем те туя каяççĕ. Аппа мана çавсемпе пĕрле ларса кай, тет. Анчах пĕр каччин килне кĕрсе тумланса тухмалла иккен. Аппан çывăх пĕлекен çыннисем те, эпĕ ним шутламасăрах вĕсемпе ларса тухрăм. Килĕ умне çитрĕç. Машина ăшĕнче шăнса лариччен хăйсемпе пĕрле кĕме ыйтрĕç. Эп ним шухăшсăрах кĕтĕм çаксемпе. Пÿрте кĕрсен çеç хăйсем мана качча кăларса кĕнине пĕлтерчĕç. Чăнах та, килĕнче никам та çук. Кунта кăшкăрса йĕрсен те ман хута кĕрекен çук. Килĕшем пекки турăм ĕнтĕ. Тульккăш туй пуличчен урăх ку çурта килсе кĕместĕп терĕм. Вĕсем те килĕшрĕç. Эпĕ туйра пулманнипе тăвансем мана шырама килчĕç, тупрĕç. Туй пуличчен эпĕ вĕсен ялне килсе курман. Анчах туй кунĕнче мана пачах урăх çурта илсе кĕчĕç. Малтан илсе кĕнĕ çурт аппăшĕсен пулнă иккен. Вĕсем хĕр вăрласа кĕрессине пĕлсе пурте тухса кайнă. Çапла Кĕçĕн Патăрьел кинĕ пулса тăтăм.
Пурнăç сукмакĕ такăр мар
— 1988 çулхине хĕр ача çуралчĕ, калаçăва малалла тăсрĕ Тамара Ивановна. — Кил-çурт пирĕн пит чаплах марччĕ. Çавсене пĕчĕккĕн çĕнетме тытăнтăмăр. 1-3 çул хушшинче йĕри-тавра çĕнĕрен хуралтăсем çавăртăмăр. Унтан пÿрте çĕнетрĕмĕр. Йăлт туса пĕтернĕччĕ. Пурăн та пурăн савăнса. Анчах 1994 çулхине август уйăхĕн пĕр каçхине тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайрăмăр. Хамăр айăппа пулсан ÿкĕнмелле пулатчĕ. Çук, ку пушар çын айăпĕпе тухрĕ. Çапах та çак инкеке те пĕчĕккĕн парăнтартăмăр. Йывăр пулчĕ, çапах та ура çине тăтăмăр. 1990 çулта тепре йывăр çын пултăм. Ун чухне инфекци уйрăмĕнчех ĕçлеттĕм. Юлашки уйăхĕсене çÿренĕ вăхăтра гепатитпа чирлекенсен шучĕ ÿссе кайрĕ. Больницăра питĕ нумайăн выртатчĕç. Мана та çав чир çакланчĕ. Çавăнпа манăн вăхăт çитмесĕрех çуратма тиврĕ. Çăмăлланма питĕ йывăрпа çăмăллантăм. 45 кун хушши инфекцинче выртрăм. Ывăл ачана ача çуратмалли çуртрах хăварчĕç. Миçе хĕрарăмăн кăкăрне ĕмĕртмен-ши ăна çав вăхăтра? Хам больницăра выртнă вăхăтра усал шыçăпа пăятам вилсе кайрĕ. Пытарма та пĕр кунлăха больницăран кăларса илчĕç. Кайран та хама чаплах туймастăм. Пĕрре çапла верандăра ача ĕмĕртсе выртатăп. Пирĕн çавăнта мачча çине хăпармалли шăтăк пурччĕ. Çав шăтăкран арçын сасси илтĕнчĕ. «Çакăнса вилесси чи çăмăл вилĕм, çакăн», — тет çак мана. Малтан тăнламарăм-ха. Унтан çине-çинех çав сăмаха илтме тытăнтăм. Хăранипе хам çума ачана çирĕпрех пăчăртаса тытрăм. Пурпĕрех çав сасса илтетĕп. Хăранипе ачапа пĕрлех пÿрте чупса кĕтĕм. Килтисене каласа патăм. Манăн пăянам питĕ кăмăллă хĕрарăм, нихăçан та пирĕнпе сасă хăпартса калаçса та курман вăл. Çав тери Турра ĕненетчĕ. Çийĕнчех чиркĕве кайрĕ. Ман çума ларса кĕлĕсем вулатчĕ. Ман çине хĕрес хывмасăр ниçта та кăларса ямастчĕ. Пĕчĕккĕн çав сасă манран хăпрĕ. Пăянама Чĕкеç тесе чĕнетчĕç. Хут çинче Татьяна ятлă пулнă вăл. Унăн инсульт пулнă Наçтук аппăшĕ пурччĕ. Çавна хамăр пата илсе килтĕмĕр. Вырăнпах выртатчĕ те, эпĕ медсестра пулнăран ăна пăхма кăштах çăмăлрахчĕ. Çапла ăна 11 çул пăхрăмăр. Унтан хамăн тăван анне усал шыçăпа чирлерĕ, вырăнпа выртакан пулчĕ. Ĕç хыççăн киле те кĕрсе тăмастăм, тÿрех Кĕçĕн Чемене каяттăм. Мана пăянам та, упăшка та пĕр сăмах та каламан. Икĕ ачана тирпейлесе шкула та янă-çке. Вĕсем хирĕç пулсан каяйман та пулăттăм. Çав вăхăтра тăван атте чирлесе ÿкрĕ, вăл та вырăнпах выртакан пулчĕ. Питĕ нумай нушаланчĕ. Атте сывалаймарĕ, анне çав усал чире парăнтарчĕ. Атте вилсен аннене хамăр пата илсе килтĕмĕр. Унтан хамăн нушаланма тиврĕ. Хулана кайсан ачалăха аса илсе конькипе пăр çине ярăнма кайрăмăр. Юлашкинчен унта ÿксеалла хуçрăм. Вăл тÿрленчĕ кăна – чĕркуççине операци турĕç. Вăл та ним те марччĕ-ха. 2010 çулта ăшран тромб касса илчĕç. Чи хăрушши 2017 çулхине аптрани пулчĕ. Малтан аппендицит тесе операци турĕç. Анчах чир пурпĕрех тамалмарĕ. Йывăрлансах çитрĕм. Реанимацинче 7 кун тăна кĕмесĕр выртнă. Килтисене япăха хатĕрленме хушнă. Юлашкинчен Шупашкара илсе çитерчĕç. Унта тепре тĕрĕсленĕ хыççăн шăк хăмпинче чулсем тупнă. Татах операци сĕтелли çине кĕрсе выртрăм...Ковид вăхăчĕ пуçлансан 2020 çулта упăшкана çухатрăм. Ку вара чăн-чăн пысăк çухату пулчĕ. Хам йывăр чирсемпе асапланнă чухне те ун чухлĕ хуйхăрман пулĕ. Тăван аннене атте вилсен хамăр пата илсе килнĕччĕ. Вăл та 2023 çулта çут тĕнчерен уйрăлчĕ. Пирĕн анне яланах питĕ çирĕп пулнă. Эпир çамрăк чухнех: «Эпĕ 96 çула çитиччен пурăнатăп-ха», — тетчĕ. 96 çулхи çуралнă кунне паллă тунă чухне çавна аса илтертĕмĕр. «Тата пурăнас шухăшусем пур-и?» — тесе шÿтлесе ыйтрăмăр. Ларчĕ-ларчĕ. «Шутласа пăхатăп-ха»,— терĕ. Паллах, 97 çула çитеймерĕ, çĕре кĕчĕ.
Ырă туни çĕре ÿкмест
Аслă хĕрача çемьеллĕ, ман пекех Патăрьел больницинче сестра пулса ĕçлет, династие малалла тăсать. Ывăл ача хăй ĕç уçнă, çемйипе Шупашкарта пурăнаççĕ. Мăнуксем пур. Çавсемпе йăпанса пурăнатăп. 1994-2017 çулсенче реанимацинче медсестра пулса ĕçленĕ эпĕ. Çак уйрăма мĕнле чирлисене илсе килнине эсир хăвăрах пĕлетĕр. Тăнсăр, вилĕмпе пурнăç хушшинче тăракан çын каярах хăй урипе утса тухса кайнине курсан чун мĕнле савăнмĕ. Анчах чирлекелесе тăнă хыççăн больницăри судмедэксперт ушкăнне куçрăм. Унта 8 çул ĕçленĕ хыççăн 2025 çулхине, медицина сферинче 42 çул ĕçленĕ хыççăн, тивĕçлĕ канăва тухрăм. Тĕрĕссипе, медицина ĕçченĕсем вĕсем нихăçан та ĕçлеме пăрахмаççĕ. Мана паянхи кун та ялта кам та пулин чирлесен е укол тумалла пулсан чĕнсе илеççĕ. Эпĕ хам ĕмĕр тăрăшшĕнче ялти ваттисене те, чирлĕ çынсене те пăхнă. Хамăр касри пĕр арçын астмăпа чирлĕччĕ. Унăн час-часах приступсем пулатчĕç. Ăна та чылай çул пăхса пурăнтăм. Çĕрле те тĕк çĕрле, ирхине тĕк ирхине ун патне чĕнетчĕç. Йытти хапха умне мана илме килетчĕ тата кайран киле çити ăсатса яратчĕ. Тата çуллахи вăхăтра вĕлле хурчĕ сăхса аллерги пулнă çынсене миçе хутчен çăлса хăварман-ши эпĕ? Халĕ сĕм пĕччен тăрса юлсан Турăран пĕр япала çеç ыйтрăм. «Мана кама та пулин пăхмалли çын тупса пар», — теттĕм. Мухтав Турра, вăл мĕн ыйтнине яланах парать. Халĕ тепĕр чирлĕ хĕрарăма пулăшатăп. Эпĕ тăрăшни усса пытăрах», — пăшăрханса каласа пачĕ Тамара Платонова хăй çинчен.
Валентина ЯКОВЛЕВА
Август 2026 |
