Ыхра Çырминчи вăтам шкула пĕлÿ пухма 153 ача çÿрет. Вĕсене Треньел, Чăваш Ишек ялĕсенчен икĕ автобус турттарать. 11 класра 6, тăххăрмĕшĕнче 16 ача пĕлÿ пухать. Эпир çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлÿ пама тăрăшатпăр. Каччăсемпе хĕрсене пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илме пулăшасси — пирĕн тивĕç.
Педагогсем хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлтан туса пыраççĕ. Çакна иртнĕ вĕренÿ çулĕ хыççăн алла аттестат илнĕ выпускниксем бюджет мелĕпе аслă шкулсемпе техникумсене çул тытни те уççăн çирĕплетет. Кашнийĕ пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсенче тивĕçлĕ балл пухма пултарни хĕпĕртеттерет. Тĕп предметсемпе пĕлÿ паракан Каролина Уткина (вырăс чĕлхипе литература), Энже Камалетдинова, Надежда Харитонова (математикăпа), Фарида Валиуллина, (физикăпа), Альфия Сабирзянова (историпе) вĕрентекенсем тата ыттисем чăннипех те тăрăшуллă.
Уроксем хыççăн вĕренекенсене кирлĕ консультацисем параççĕ. Çавна май пирĕн шкулти пĕр ача та репетитор патне тÿлевлĕ çÿремест.
Кадрсем çителĕклĕ пирĕн. 11-шĕ аслă, 12-шĕ — пĕрремĕш категориллĕ. Квалификацие ÿстерсе пыракансем те пур, тĕрлĕрен курссенче пулаççĕ.
Иртнĕ çул Энже Камалетдинова муниципалитет тапхăрĕнчи «Чи лайăх класнăй-класнăй» конкурсра çĕнтерчĕ. Регион шайĕнче 18 педагогран малти пиллĕкĕшĕн йышне кĕрсе финалист пулчĕ. Тутар чĕлхипе литературине вĕрентекен Гульнара Тазетдинова Пĕтĕм Раççейри конкурсра палăрчĕ.
Ачасене те олмпиадăсемпе конкурссене хутшăнма явăçтараççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче муниципалитет шайĕнчи тупăшура 7 çĕнтерÿçĕ, 9 призер пулчĕ. Регион шайĕнче шкул чысне хÿтĕлеме пултарнисене те палăртмалла. Тутар чĕлхипе тата литературипе иртнĕ çул пĕр çĕнтерÿçĕ, икĕ призер пулчĕç. Кăçал та иккĕн призера тухрĕç. Чăваш чĕлхипе тата литературипе те пĕр ача çĕнтернĕччĕ. Рузиле Хамдеева Хусанта иртнĕ «Ак калфак» конкурсра мала тухнă тата ытти те.
Шкулта театр кружокĕ ăнăçлă ĕçлет. Альфия Сабирзянова историк ертсе пырать ăна. Вĕренекенсем тĕрлĕ спектакльпе халăх умне тухаççĕ, хăйсемех сценарийĕсене те хатĕрлеççĕ.
Спорта кăмăллаççĕ ачасем. Ялта И.Вахитов хăйĕн пуçарулăхĕпе ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине йĕркеленĕ. Унта çамрăк спортсменсем йышлăн çÿреççĕ. Ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ.
Анастасия Красновăпа Софья Раськина алă вăй виçессипе шкулта вĕреннĕ вăхăтрах спорт мастерĕн кандидатне çитме пултарни те пирĕншĕн мăнаçлăх.
Ачасен ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнура коллектив. Кашни чĕрĕкрех пухусем иртеççĕ. Пур класăн та телефон çинчи ушкăнĕ пур.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарăвĕпе йĕркеленĕ «Шкул туризмĕ» проекта анлăн хутшăнатпăр. Фериде Валиуллина класс ертÿçипе саккăрмĕшсем Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пулчĕç. Çул çÿреве вĕсем пиллĕкмĕш класра пĕлÿ пухнă чухнех тухма пикеннĕ. Чăваш Енри кашни музеях çитсе курнă тесен те йăнăш пулмĕ.
Вĕренекенсене çарпа патриотла воспитани парасси те кун йĕркинчех. Украинăри ятарлă çар операцийĕвалли гуманитари пулăшăвĕ пухассине кашнийĕ кăмăлтан хутшăнать.
Пысăк ĕç стажĕллĕ педагогсем йышлă коллективра, Вĕсем ыттисене кирлĕ сĕнÿсем парса пулăшаççĕ. Хамăрăн ĕмĕт-тĕллеве малтанхи йĕркесенчех палăртрăм. Çамрăкла вĕренни чул çинче, теççĕ. Ачасене çакна тĕпе хурса пĕлÿ паратпăр та.
Дамир БУРЧАКЛЫ, шкул директорĕ
Август 2026 |
