Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов: «Ырлăх та, пурлăх та пĕрлехи вăйран килет»

Категория: Публикации Опубликовано: 26.12.2025, 09:08 Просмотров: 155

Интервью

Çĕршывăн истори страницине тепĕр çулталăк çырăнса юличчен шутлă кунсем çеç. Паян пĕрлехи вăйпа тунă çитĕнÿсене пĕтĕмлетмелли, умма лартнă тĕллевсене çивĕчлетмелли, ĕç паттăрĕсене, муниципалитет округĕн экономикине пуянлатассишĕн ырми-канми тăрăшакан хастарсене ятран асăнмалли меллĕ самант. Мĕнле

кăмăл-туйăмпа, еплерех хавхаланупа, ĕмĕт-тĕллевпе кĕтсе илетпĕр эпир çывхарса килекен Лаша

çулталăкне? Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Васильевич Селивановпа Çĕнĕ 2026 çул умĕн йĕркеленĕ калаçура шăпах çак тата ытти ыйту тавра калаçу пуçартăмăр.

— Рудольф Васильевич, ыранхи кун мĕнле пуласси паянхи ырă ĕçсенчен, лайăх кăтартусенчен килет. Ял хуçалăх отраслĕ муниципалитет округĕнче тĕп экономика секторĕ пулнă май, чăн малтанах аграрниксем çулталăка мĕнле вĕçлени пирки палăртса хăварăр-ха.

— Кăçалхи çанталăк ял хуçалăх ĕçченĕсен чăтăмлăхне чылай чухнехиллех самай тĕрĕслерĕ пулин те, пĕрчĕллĕ, пропашной культурăсен, пахча-çимĕçĕн тухăçĕ начар мар пулчĕ. Кĕлетсем те, амбарсем те, управсем те куç тулли. Ял хуçалăх предприятийĕсем гектартан 36 центнер (пĕлтĕр 29,4) пĕрчĕллĕ культура çапса илнĕ, 55 пин (пĕлтĕр 46 пин) тонна тырă кĕртнĕ. «Исток», «Батыревский», «Красное знамя», «Куснар», «Корма», «Труд» ял хуçалăх предприятийĕсен, «Авангард» пĕрлешĕвĕн «Батыревский бекон» филиалĕн, К. Салихов, А. Петров, С. Халитова фермер хуçалăхĕсен тухăçĕсем уйрăмах чи пысăк кăтарту пулнине палăртмалла. 2025 çулта никĕсе хывнă вăрлăхăн 30 проценчĕ — элита сорт. Çакă, паллах, хуçалăхсенчи тырпул никĕсне витĕм кÿрекен тĕп факторсенчен пĕри. Малашне те çакна тĕпе хурса ĕçлĕпĕр.

2019 — 2025 çулсенче патшалăх пулăшăвĕн программипе пирĕн муниципалитет округĕнчи хуçалăхсенче 309 çĕнĕ трактор, пĕрчĕллĕ культурăсене тирпейлекен 22, пахча-çимĕçе пуçтаракан 9 комбайн, 800е яхăн прицепсемпе ытти оборудованисем туяннă. Патăрьел муниципалитет округĕ машинăпа трактор паркне çĕнетес тĕлĕшпе республикăра лидерсен йышĕнче. Çакă, паллах, чăн малтанах уй-хир ĕçĕсене вăхăтра, çухатусăр тата пахалăхлă пурнăçлама май парать.

Çĕрулми те хăйĕн тухăçĕпе савăнтарчĕ, «иккĕмĕш çăкăра» гектартан 370 центнер (пĕлтĕр 290) пуçтарса кĕртнĕ. Çĕнĕ Ахпÿртри Евгений Мартышкин фермер хуçалăхĕнче вăл 600 центнер ытла та пулнă.

Выльăх-чĕрĕх пăхакансем те çулталăка лайăх кăтартусемпе вĕçлерĕç. Вĕсен умĕнче те пуç таймалăх пур. Патăрьел муниципалитет округĕ сĕт туса илессипе Чăваш Республикинче — иккĕмĕш, аш-какайпа виççĕмĕш вырăнсенче. Кашни ĕнерен сĕт суса илессипе кăтарту иртнĕ çулхинчен пысăкрах. «Батыревский» тата «Исток» хуçалăхсем сăвăма 10000 килограма çитерме пултарчĕç.

— Юлашки çулсенче муниципалитет округĕнче аш-какайран, сĕтрен, пахча-çимĕçрен продукци туса кăларакан, тирпейлекен цехсем, кооперативсем хута кайни, çак тĕллевпе инвестици проекчĕсене пурнăçлани, хушма ĕç вырăнĕсем уçăлни ял çыннине савăнтарать, паллах. Акă, сăмахран иртсе пыракан çулталăкра та ял хуçалăх отраслĕнче 3 инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ... Кун пирки мĕнле пĕтĕмлетÿ тума пулать?

— Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн тĕп тĕллевĕ — бюджета пуянлатмалли, тупăша ÿстермелли мелсемпе, майсемпе туллин усă курасси, ял халăхĕн пурнăç условине пур енлĕн хăтлăлатасси. Кăçал çеç 108 миллион тенкĕлĕх виçĕ инвестици проектне пурнăçа кĕртсе «Агросоюз» кооперативра аш-какай тирпейлекен, «Батыревский» пĕрлешÿре 200 пуç шултра мăйракаллă выльăх самăртакан витене, «Авангард» пĕрлешÿри «Батыревский беконра» тепĕр объекта хута янă, 30 ытла çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçăлнă. Хальхи вăхăтра 22 инвестици (2 миллиард тенкĕлĕх) проекчĕ пурнăçа кĕрсе пырать. Вăл тепĕр 240 çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçассипе çыхăннă.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх те ăнăçлă аталанать, округ бюджетне пуянлатма пулăшать.

Округра 6 кооперативпа 6 фермер хуçалăхĕ продукци туса кăларассипе тимлеççĕ. Вĕсем кăларакан таварсен ассортименчĕ пуян: 100 тĕрлĕ хатĕр продукци тата аш-какайран çурмафабрикат, 17 тĕрлĕ сĕт продукцийĕ, 18 тĕрлĕ сыр, «Чебо» маркăпа тухакан 12 тĕрлĕ чипсы. Ялсенчи цехсенчи производствăран тухакан продукцисене Патăрьел муниципалитет округĕнче çеç мар, хамăр республикăра, ют регионсенче те кăмăлтан туянаççĕ.

Ĕçне кура тупăшĕ те, хавхаланăвĕ те. Çĕнĕ технолигисене алла илсе пыни, ĕç тухăçлăхне ÿстерни куç умĕнче. 2025 çулта ял хуçалăх отраслĕнче тăрăшакан ĕçченсен вăтам ĕç укçи 22 процент ÿс-ни (42281 тенкĕ) те çакнах çирĕплетет. Пĕлтĕр вăл 34621 тенкĕ пулнă.

Пĕрлехи вăйпа тунă çитĕнÿсене, ăнăçусене пăхмасăр округ администрацийĕн тĕп тĕллевĕ малашне те инвестицисене тĕп капитала явăçтарасси, халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатасси пулĕ.

— Çулталăк пуçламăшĕнче Патăрьел муниципалитет округĕнче иртнĕ правительство кунĕнче Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Патăрьелсем пур енĕпе те лайăх аталанса пыракан муниципалитет округĕсенчен пĕри пулнине палăртрĕ. Çакна çулсеренех тĕрлĕрен программăпа социаллă объектсем хута кайнипе те, инвестицисене пуянлатса пынипе те, халăх бюджечĕпе пурнăçланса пыракан ĕçсемпе тата ыттипе те çирĕплетме пулать. Кăçал та муниципалитет округĕнчи «строительство платформисенче» ĕç шавĕ чарăнмарĕ темелле...

— Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пирĕн пĕрлехи ĕçе хаклани, правительство пире пулăшса пыни малашнехи тĕллевсене çирĕппĕн пурнăçа кĕртме хавхалантарать. Патăрьел муниципалитет округĕнче 2030 çулччен 3,5 миллиард тенкĕлĕх 17 инвестици проектне, туризм, строительство тата ЖКХ, транспортпа çул-йĕр, потребительсен рынокĕ тата çăмăллăхсен сфери, сывлăх сыхлавĕ, вĕрентÿ, культура, спорт, социаллă сфера, экологи ыйтăвĕсемпе 107 инфратытăм проектне пурнăçа кĕртме палăртнă. Тĕллевсем пысăк та, сулмаклă та. Ял халăхĕн пурнăç хăтлăхĕшĕн çулсеренех тăрăшатпăр, округра шкулсене çĕнететпĕр, ача сачĕсем, врач амбулаторийĕсем, ФАПсем, клубсем, çулсем тăватпăр, обществăлла вырăнсене хăтлăлататпăр тата ытти те. Акă, кăçал çеç «Вăрăм тата хастр пурнăç» наци проекчĕпе Кивĕ Катекре çĕнĕ ФАП ĕçлеме пикенчĕ. Паян Чăваш Ишекре ФАП, Ыхра Çырмипе Турханта çĕнĕ врач амбулаторийĕсем уçăлчĕç, хăйсен пĕрремĕш пациенчĕсене йышăнчĕç.

Чăваш Республикин «Культура» наци программипе культура çурчĕсем тăвас тата вĕсене юсас ĕç те çулсеренех ăнăçлă пулса пырать. Нумай пулмасть Татмăшра кучухнехи хăтлă клуб хута кайрĕ. Турханти, Нăрваш Шăхалĕнчи, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулсем кăçалхи Пĕлÿ кунне тĕпрен юсанă хăтлă шкулсенче кĕтсе илчĕç. Социаллă объектсене юсассипе те сахал мар ĕç пурнăçласа пыратпăр.

— Муниципалитет округĕнчи кашни территори пайне тенĕ пекех хăтлă çул çыхăнтарать. Ялти урамсемпе тăкăрлăксем те тирпейленсе пыраççĕ...

— Çапла, ял хăтлăхне чăн малтанах пуянлатаканнни — пахалăхлă та хăтлă çул-йĕр. Муниципалитет округĕнче ку тĕлĕшпе çулсеренех калăпăшлă ĕçсем пурнăçласа пыратпăр. «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă çул-йĕр» республикăри, муниципаллă программăсемпе, çавăн пекех халăх бюджечĕн программипе Ыхра Çырминче, Кĕçĕн Патăрьелĕнче, Çĕнĕ Ахпÿртре, Турханта, Çĕньялта, Патăрьелĕнчи Мир урамĕнче тата ытти ялсенче те çулсене юсанă, çĕнетнĕ. Сăмах май каласан, халăх пуçарăвĕпе пурнăçланă 44 проектран 25-шĕ вырăнти çулсене юсассипе, хăтлăлатассипе çыхăннă. Çитес çул та «Ниме — халăх бюджечĕ» программăпа 70 ытла проекта пурнăçа кĕртмелле. Ытти çулсенчи пекех подрядчиксен ытларах çулсене тирпейлес ыйтупа тимлеме тивĕ. Унсăр пуçне палăксене юсасси, çăлсене тасатасси, ытти инфратытăма çĕнетесси тата ытти те кĕреççĕ.

2025 çулта Патăрьелсене чылай çул пăшăрхантаракан ыйтăва — каяш шыва реконструкцилессине татса патăмăр. Объект 2026 çулхи иккĕмĕш кварталта хута каять. Çавăн пекех ялсене таса шыв илсе килессипе те кăçал чылай ĕç тунă. Ку тĕлĕшпе Çĕнĕ çулта малалла тăрăшса ĕçлĕпĕр.

— Тавах, Рудольф Васильевич калаçушăн. Çĕнĕ çулта та пĕрлехи вăйпа халăхшăн парахатарлă ĕçсем тума ăнăçу та сывлăх сунатăп.

— Çапла пултăр!

Альбина ЕГОРОВА калаçнă

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика