Çар çынни пулма ачаранах ĕмĕтленнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 19.12.2025, 09:56 Просмотров: 116

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул выпускникĕ Павел Музяков пирки пĕрре мар илтнĕ, ăна куçăмсăр майпа волонтерсен «СВОи Батыревский» ушкăнĕ урлă палланă тесен те юрать. Каччă Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнать. Шăпах асăннă ушкăнпа тачă çыхăну тытать. «Маэстро» чĕнÿпе çÿрекен çамрăк отпуска килнине пĕлсен тĕл пулас шухăш çуралчĕ. Вăхăчĕ хĕсĕкреххине пăхмасăр вăл редакцине килчĕ. Кабинета ăшă кулăпа кĕчĕ те сăпайлăн çеç хăйĕнпе паллаштарчĕ. Чăн-чăн паттăрсем çапларах çав, кăкăр çапса кăшкăрса çÿремеççĕ, мухтанмаççĕ...

— Шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслă пулнă, «Зарница», «Орленок» çарпа патриот вăййисене хутшăннă. Автомат салатса пуçтарма, чупма питĕ килĕшетчĕ. Çак туртăма манра вăл вăхăтра пĕлÿ çуртĕнче ĕçленĕ Виктор Львович Антипов çуратнă. Мĕнле кăна ăмăртăва хутшăнтармастчĕ-ши? Çавăнпах пуль çар ĕçне суйласа илес шухăш вăранчĕ, 11 класра вара çирĕпленчĕ. Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариатне кайса мĕнле çар училищисем пуррипе кăсăклантăм. Танксем яланах килĕшнĕрен Хусанти танк училищине документсене патăм, — тет Павел Музяков (сăн ÿкерчĕксенче).

Тутарстан тĕп хулинче вырнаçнă вĕрентÿ учрежденине кĕме çăмăл пулман. Малтанах яшăн спортри пиçĕлĕхне тĕрĕсленĕ, абитуриент чухне палаткăсенче пурăнса çар çыннин пурнăçне хăнăхтарнă. Нумайăшĕ йывăрлăха чăтайманнипе пăрахса кайнă. Патăрьел каччи вара хăйĕн тĕллевне пурнăçланă. Рейтингра малтисен шутĕнче пулнăран ăна вĕренме илнĕ. Çамрăк боец курсĕ витĕр тухнă хыççăн Тăван çĕршыва юратма, ăна сыхлама яланах хатĕр пулнине пĕлтерсе присяга йышăннă. Тăватă çул казармăра пурăнса çар ĕçне хăнăхнă. Юлашки курсра вĕреннĕ чухне курсантсене полигонта раципе усă курма, тĕрĕс калаçма вĕрентнĕ, хăйсене валли чĕнÿ суйлама хушнă. Юрă-кĕвве чунтан кăмăллакан каччă нумай шухăшламан, «маэстро» позывной илнĕ.

Училищĕре иккĕмĕш курсра ăс пухнă вăхăтрах пулас çар çыннисене контракт çыртараççĕ, çавăнпа алла диплом илнĕ хыççăн унта е кунта ĕçлеме каятăп темелли çук. Салтак пурнăçне суйласа илнисем кăна питĕ лайăх ăнланаççĕ. 2023 çулхи апрель вĕçĕнче Павел Музяков вĕренсе пĕтерет. Пĕр уйăх отпускра пулнă хыççăн, июнь пуçламăшĕнче çамрăк лейтенант Ростов облаçĕнчи çар чаçне çитет. Кунта икĕ уйăх пулать.

— Малтанах нарядсене çÿрерĕмĕр, кайран БРЭМ (бронированная ремонтная эвакуационная машина) сыхларăмăр. Çакăн хыççăн танк училищинче вĕренсе тухнисене пухрĕç те çывăх вăхăтра Украинăри ятарлă çар операцине каймаллине пĕлтерчĕç. Хамăра кирлĕ пулма пултаракан япаласене туянтăмăр. Августăн 2-мĕшĕнче Донецк облаçне çитрĕм, — терĕ Павел Евгеньевич.

Çакăнтан пуçланнă та пирĕн геройăн неонацистсене хирĕç кĕрешесси. Шел пулин те, тăшман «кучченеçĕн» тутине те туйнă. Октябрьте çар заданине пурнăçланă чухне «колокольчик» (снаряд çурăлнă хыççăн унăн ванчăкĕсем тата пĕчĕк снаряд пулса айккинелле вĕçеççĕ, лексенех сирпĕнеççĕ) çине пуснă. Ентешĕн сылтăм уринчи пысăк пÿрни йăлтах, унăн çумĕнчи çурри татăлнă, чĕркуççи айĕнче шăтăк пулнă. Юнашар пынă юлташĕн те ури йывăр сусăрланнă. Паша госпитальте, больницăра чылай вăхăт сипленнĕ. Çурри татăлнă пÿрни ÿт илменрен ăна та хирургсем татнă.

Йывăрлăхсене пăхмасăр каччă утма вĕреннĕ, каллех строя тăнă. Батальон командирĕпе тачă çыхăнса ĕçлеме пуçăннă. «Мужество» ордена тивĕçнĕ, аслă лейтенант звание илнĕ Павел Музякова танк взвочĕн командирĕ пулма шаннă.

— Малти линие кайнă чухне танк çул уçса пырать, ун хыççăн — БМП (боевая машина пехоты). Тăшман камикадзисем, фипи-дронĕсем шăпах танка йĕрлеççĕ. Кашни механик-водитель маршрута питĕ лайăх пĕлет. Çавăн пекех батальон командирĕ техника çийĕн вĕçекен мавик урлă йăнăш çĕре каясран йĕрлесе тăрать. Пурте пĕр çын пек пулса ĕçлетпĕр, — тет 24 çулти каччă.

Паша гуманитари пулăшăвĕсем салтаксене тăшмана малалла тĕп тума хавхалантарнине пĕлтерчĕ. Хăйсене тĕрев панăшăн тав сăмахĕ каларĕ. Вăл тăракан çар чаçне округри волонтерсен «СВОи Батыревский» ушкăн çÿрет. Ентеш шăпах вĕсем урлă халăхран хăйне валли РЭБ (радиоэлектронная борьба) туянса пама ыйтнăччĕ. Ăна тылра пурăнакансем «Батыревоsos» ушкăн хастарĕсем илме пулăшрĕç. Çавăн пекех мотоцикл, матрассем, дронсенчен хÿтĕлекен термоодеялсем, хунарсем, телефонсене зарядка паракан повербанксем, кучченеçсем тата ыттисем те ентеш патне çитнĕ.

Вăрçăра çухатусăр пулмасть. Паша хăйĕн чи çывăх, çар училищинче чухнех пурри-çуккине пĕрле пайланă икĕ юлташĕпе яланлăхах сыв пуллашнă. Вĕсем задание кайсан куçĕсене хупнă. Хăй те темиçе хутчен те вилĕмрен хăтăлса юлнă.

— Техникăпа пынă чухне пĕрре мар хулран такам тытнă пек туйăннă е çурăм тăрăх сивĕ чупса кайнă тĕслĕхсем пулнă, çаврăнса пăхатăн та — хыçран дрон хăвалать. Хăвăртрах йывăçсем патнелле е ытти хÿтлĕхе каятăн. Темле вăй сыхланăн, упранăн туйăнать. Кун пирки эпĕ çеç мар, ыттисем те калаççĕ. Православи тĕнне ĕненнĕрен хĕрессĕр, 90 псалом çырнă пиçиххисĕр çÿреместĕп.

Ятарлă çар операцинче чи йывăрри — вилнĕ салтаксене малти лининчен илсе тухасси. Дронсем питĕ вăйлă сыхлаççĕ. Каçхи 6 сехет иртсен вĕсем питĕ нумайăн вĕçеççĕ. Халĕ эпир кашнине — дрона, камикадзене, баба-ягана, самолет евĕррисене — сасранах уйăратпăр, — терĕ Паша.

Патăрьел каччи темле çăмăл мар лару-тăрура пулнă пулсан та, вĕсем пирки пĕр сăмах та каламарĕ. Çĕршыва сыхласси унăн тĕп тивĕçĕ пулнине вара темиçе хутчен те палăртрĕ. Чăн-чăн патриота неонацистсене хăвăртрах тĕп туса çĕнтерÿпе тăван тăрăха тĕрĕс-тĕкел таврăнма сунатпăр. Телейĕ вара яланах унпа юнашар çÿретĕрччĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика