Ыттисемшĕн тĕслĕхлĕ çемье

Категория: Публикации Опубликовано: 19.12.2025, 09:51 Просмотров: 101

Кивĕ Ахпÿртри Рыбкинсен çемйин историйĕ çур ĕмĕр каялла, икĕ юратакан чĕре пĕр чăмăра пĕрлешме шутласан çырăнма пуçланă. 50 çул ытла Николай Васильевичпа Елена Алексеевна пĕр сукмакпа алла-аллăн утаççĕ, йывăр самантсенче пĕр-пĕрне тĕрев парса, ырлăхпа-савăнăçа пайласа пыраççĕ. Вĕсем капмар çурт лартнă, йывăçне те пĕрре мар лартса ÿстернĕ, ăрăва малалла тăсакансене пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Юбилей вăл пĕтĕмлетÿ тумалли вăхăт. Рыбкинсем пирки пурнăçа ахаль пурăнса ирттермен тесе çирĕплетсех калама пулать. Вĕсем нумайăшĕшĕн тĕслĕх пулса тăракан çирĕп, юратакан çемье.

Иккĕшĕ те çак ялтах çуралса ÿснĕ. Аслă урамра пурăннăран шкула пĕр çулпах утнă. Çамрăк чухне пĕр çемье тĕвĕлессе шутлама та пултарайман. Вылянă, кулнă, шÿтленĕ, каçхи улаха тухнă. Çуллахи каникул вăхăтĕнче амăшĕсене колхоз ĕçĕсенче пулăшнă, пайсем тунă, çумланă. Йышлă çемьере ÿссе çитĕннĕ иккĕшĕ те. Рыбкинсен арçын ачисем, Гавриловсен (хĕр чухнехи хушамачĕ) хĕрачисем ытларах пулнă. Икĕ çемйи те тирпейлĕхпе, ĕçченлĕхпе, тăрăшулăхпа палăрса тăнă. Ял çинче сумлă ята тивĕçнĕ. Хастарлăхĕсене пулах çуртсем те лартнă, хуралтисене çĕнетнĕ, выльăх-чĕрлĕх усранă.

Çитĕнсе пынăçем ывăл-хĕрĕ çемье çавăрма шут тытсан пĕрне те хирĕçлемен. Николай Васильевичпа Елена Алексеевнăна ашшĕ-амăшĕ икĕ енчен те вăрман пек пуян, уй пек аслă, ача-пăчаллă пулма пил панă. Йăха тăсакансем икĕ çемьере те аслисем пулнă. Вĕсене тĕп килтен уйрăлса тухма тивнĕ.

Ун чухне çурт лартма çĕнĕ вырăн тупма кансĕр пулнă. Кашни çемьерех ултă-çичĕ ача çитĕннĕ. Рыбкинсем вара Ленăн аслашшĕпе пĕр тăван Маюк аппăшĕ патне тĕпленме шут тытнă. Пĕчченех пурăнать. Çывăх çын. Ача-пăча ÿстернĕ чухне çăмăллăх кÿрет. Вăл вăхăтра хальхи пек ача сачĕсем пулман-çке.

4 ача çитĕнтернĕ мăшăр. Ачисем çемьеленсе 7 мăнук парнеленĕ. Аслă мăнукĕ «мăн асатте», «мăн асанне» ята та тивĕçтернĕ. Хăйсен ăрăвĕн тăсăмĕсем çине пăхса ларнă май Николай Васильевичпа Елена Алексеевнан чĕрисем мăнаçлăхпа тулаççĕ, куçĕсем савăнăçпа ялкăшаççĕ.

Ачисене ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ вĕсем. Амăшĕ колхозра ĕçленĕрен сухан-севок пайĕсене илнĕ. Çу каçиччен йăрансенчи çумкурăка тасатнă ывăл-хĕрĕ. Ÿссе пынăçемĕн вĕренÿ çулĕ пуçлансан та иккĕмĕш сменăна севок сортировкине çÿренĕ.

Николай Васильевич вара машинăпа çÿренĕ. Выльăх-чĕрлĕх фермисенчи тислĕке кăларакан, шыв поилкисене юсакан бригадăна турттарнă. Вăл вăхăтра «Гвардеец» колхоз 8 яла пĕрлештерсе тăнă. Ытларахăшĕнче йышлă выльăх-чĕрлĕх усранă. Коля хăй те сварщике хăнăхнă. Юсав бригадипе пĕрле ĕçленĕ.

Хуçалăхра дежурнăй машинăпа та çÿренĕ. Ытти водительсене, центрта ĕçлекенсене (Туçана) ирпе ĕçе, каçхине килĕсене турттарнă.

Мăшăр каярахпа хăйсене тивĕçекен çĕр участокĕсенче севок ÿстерессипе, унăн вăрлăхне туса илессипе те ĕçленĕ. Кишĕр вăрлăхне хатĕрленĕ. Халĕ те пăрахмаççĕ ăна. Ĕçлессине вара Таня хĕрĕн çемйи хăй çине илнĕ.

Иртеççĕ кунсем, шăваççĕ çулсем. Уявсенче, юбилейсенче кăшăлах пуçтарăнаççĕ тĕп киле ăрăва малалла тăсакансем.

Вулакана пĕлме:

Ĕнер ЗАГС органĕн работникĕсен професси уявĕ пулнă. Çемьесене мăшăрлантаракан, çавăн пекех ытти ĕçпе те тимлекен органа 1917 çулхи декабрĕн 18-мĕшĕнче туса хунă. Унччен маларах граждансене регистрацилессипе чиркÿ ĕçленĕ.

Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика