Муниципалитет округĕнчи хуçалăхсенче кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене кашни гектартан 36-шар центнер, çĕрулмине 370-шер центнер пухса кĕртнĕ. Кăтартусем пĕлтĕрхинчен самай пысăкрах. Юхма енпе Пăлаçи хастарĕсем республика шайĕнче тырпул, севок, çĕрулми çитĕнтерес ĕçре те малтисен ретĕнче.
Ашшĕсемпе юнашар — ачисем
Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансен муниципалитет округĕнче ирттернĕ уявĕнче ĕçре тăрăшуллисене ятран асăнса чысларĕç. Мĕн савăнтарать-ха?
Аслисен йышне çамрăксем хутшăнса пыни. Паян «Красное Знамя» ял хуçалăх предприятийĕнче Петр Николаевичпа Николай Петрович Никифоровсем, «Кормара» Иван Петровичпа Александр Иванович Владимировсем, фермер хуçалăхĕсенче Валерий Леонидовичпа Леонид Валерьевич Кузнецовсем, Евгений Михайловичпа Анастасия Евгеньевна Мартышкинсем тата ыттисем те ят-сум çĕнсе илме ĕлкĕрчĕç, вĕсене тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.
Гектартан — 600 центнер ытла çĕрулми!
Ку хутĕнче эпир Çĕнĕ Ахпÿртри Евгений Мартышкин фермер хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарасшăн. Çĕр ĕçченĕ 25 çул ытла пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, пахча-çимĕç, севок, çĕрулми çитĕнтерессипе ĕçлет. Муниципалитет округĕн çитĕнĕвĕнче Çĕнĕ Ахпÿртри Евгений Мартышкин фермер хуçалăхĕн тÿпи те пысăк.
Евгений Михайлович 135 гектар тыр-пул, 20 гектар çĕрулми, 20 гектар севок акса-лартса ÿстернĕ. Тухăçĕсем вара муниципалитет округĕнчи, республика шайĕнчи вăтам кăтартусенчен те пысăкрах. Акă çĕрулмине çеç илер. Кашни гектартан 600 центнер ытла пухса кĕртнĕ кунта!
Çитĕнÿ ĕçлеме ÿркенменнипе, çĕрĕç технологине пăхăннипе пулать ĕнтĕ. Паха вăрлăха никĕсе хуни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Хуçалăхра вăрлăхсене упрама та шанчăклă складсем пур. Ял хуçалăх техникине çĕнетсех тăраççĕ. Тăпра кăпкалатакан агрегатсем, тракторсемпе комбайнсем — ку чухнехисем. Пурлăхпа техника рессурсĕсене тирпейлĕ усă курас, çĕрĕç пулăхлăхне упраса хăварас тĕлĕшпе тракторсемпе комбайнсене ГЛОНАСС системине вырнаçтарнă.
Агрохими тĕпчевĕсене пилĕк çулта пĕрре йĕркелеççĕ.
Фермерăн «сылтăм алли» — Настя хĕрĕ
Анастасия Мартышкина фермер хуçалăхĕн маркетологĕ шутланать. Фермер хуçалăхĕ аталантăр тесе сахал мар тăрăшать. Çĕнĕлĕхсемпе паллашсах тăрать. 2022 çул вĕçĕнче Краснодарта «ЮГАГРО» ялхуçалăх куравĕ иртнĕччĕ. Унта Анастасия Евгеньевна та хутшăннăччĕ. Çакăн хыççăн вĕсем хуçалăхри техника çине автопилот лартнăччĕ.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти лапамра ял тата пĕчĕк хуласенчи вĕрентÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ пухакансене професси суйласа илме пулăшас тĕллевпе республика форумĕ иртнĕччĕ. Унта Çĕрпÿри агропромышленность техникумĕн Патăрьел уйрăмĕнчи студенчĕсем, вăтам тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенче пĕлÿ пухакансем, ашшĕ-амăшĕ, шкул директорĕсен воспитани енĕпе ĕçлекен канашçисем, ял хуçалăх предприятийĕсен ĕçченĕсем хутшăннăччĕ. Форум тĕллевĕ çитĕнекен ăрăва вырăнтах кăмăла каякан профессие суйласа илме пулăшса кирлĕ пĕлÿ илнĕ хыççăн каялла çуралнă кĕтесе тавăрасси пулнăччĕ. Унта çамрăксемпе шăпах калаçăва Çĕнĕ Ахпÿртри Евгений Мартышкин фермер хуçалăхĕн ĕçне явăçса пыракан Анастасия та хутшăннăччĕ. Ялта çуралса ÿссе çитĕннĕскер тăван ен мĕнпе илĕртнине уççăн палăртнăччĕ. Вĕсем çитĕнтерекен продукци тĕнче тăрăх саланнине те пытарманччĕ. Çĕр ĕçĕнче çуллахи вăхăтра кану кунĕсемсĕр тăрăшни кĕрхи пÿлмене тултарнине пĕлтернĕччĕ. Пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илнине палăртнăччĕ.
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта агрокласра вĕренекенсемпе тĕл пулма та вăхăт тупать Анастасия Евгеньевна (сăн ÿкерчĕкре).
1997 çулта çуралса ÿснĕ чиперкке чăннипех те ашшĕн çывăх пулăшуçи. Вăл машинăпа та, тракторпа та çÿрет. Ытти ĕçрен те ÿркенсе тăмасть. Хут ĕçĕпе те ларма вăхăт тупать. Фермер хуçалăхĕ ăнăçлă аталанса самана таппипе пынинче унăн тÿпи пысăках.
Техникăна килĕштересси ачаранах пулнă Настьăн. Маларах ашшĕпе пĕрле ларнă вăл руль умне. Каярах — хăй тĕллĕн. Хиртен севок турттарнă чухне ĕç алли сахал мар кирлĕ-çке. ГАЗ-53 автомашинăпа та вăл 12 çултах çÿреме хăнăхнă.
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн вăл Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетне вĕренме кĕнĕ. Хастар хĕре унта та асăрханă. «Спорт волонтерĕсем» юхăма ертсе пыма шаннă.
Çулла студентсем спорта юратакансем валли тĕрлĕ проект хатĕрлесе «Волга» форума хутшăннă. Икĕ тапхăрпа иртнĕ мероприяти. Пĕрремĕшĕнче Настьăн проекчĕ мала тухнă. Çав çулах кĕркунне (2017) Раççей Президенчĕн Грантне çĕнсе илессишĕн иртнĕ конкурсра ушкăнпа проект тăратса çĕнтернĕ.
Маттур та тăрăшуллă хĕр 2017, 2021 çулсенче ЧР Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнĕ. Университетран вăл Хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. «Чи лайăх 100» выпускник йышне кĕнĕ.
Ĕçрен ÿркенмеççĕ Мартышкинсем
«Ялти çырма-çатрара шыв çурса ан кайтăр тесе тирпей-илем кĕртеççĕ. 2022 çулта Ленин урамне тирпейлеме çемье бюджетĕнчен 2 миллион тенкĕ укçа пачĕç. Пуриншĕн те кăтартуллă çакă. Мир урамне, тăкăрлăка çул хăпартма пулăшрĕç. Ялти шăтăк-путăк çулсене те юсаса тăраççĕ. Субботниксенчен пĕрре те пăрăнса юлмаççĕ. Масар картине, ун патне илсе пыракан çула юсама та вĕсемех пулăшрĕç. Техники çÿп-çап турттарма та, урамсенчи хыт-хурана çулма та яланах хатĕр.
Пуçарулăх бюджетне укçа хывма чи малтан пуçăнакансем те вĕсемех. Ял халăхĕн хисепĕ пысăк Евгений Михайлович патне. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна созывран созыва муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ пулма суйлаççĕ те»,— тет Çĕнĕ Ахпÿрт территори пайĕн специалист-эксперчĕ Вера Бородова.
Çĕр юрпа витĕнчĕ пулсан та фермер хуçалăхĕнче ĕç шавĕ чарăнмасть. Хальхи вăхăтра вĕсем малашне те пахча-çимĕç тухăçне чакарас мар тесе шăвармалли установкăна çĕнетсе пуянлатаççĕ.
ХАКЛАВ:
Антонина КУЗНЕЦОВА, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ:
— Евгений Мартышкин фермер хуçалăхĕн ертÿçи, округ депутачĕ яланах шкулпа тачă çыхăну тытать. Вăл управлени канашĕн председателĕ те. Унпа кирек хăш ыйтăва та татса пама пулать. Вĕренекенсене Пĕлÿ кунĕнче, юлашки шăнкăравра парнесем парса савăнтарать. Çулленех Çĕнĕ çула та çитĕнекен ăрупа пĕрле кĕтсе илме тăрăшать.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Август 2026 |
