Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа самаях вăхăт иртрĕ. Малтанах неонацистсене хирĕç тăма ытларах çамрăксем тухса кайрĕç. Ун чухне 60 çул патнелле капашакан Анат Туçари Геннадий Кузнецова трактор рульне автоматпа улăштарасса шутлама та пултарайман. Сывлăх енчен тĕреклĕ, патвар хул-çурăмлă ар вара чăтса тăрайман. «Çĕршыв йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ пулсан мĕншĕн манăн тылра çеç лармалла?» — шухăшланă хăйпе-хăй. Никама систермесĕр çар комиссариатне кайса контракт çырнă. Маттур, чăнах та. Чăн-чăн патриот.
Иккĕмĕш хут кĕске вăхăтлăх отпуска килчĕ Геннадий Федорович. Иртнинче хĕрÿ утçи пыратчĕ. Кил хуçалăхĕнче йышлă выльăх-чĕрлĕх тытнăран мăшăрне самаях пулăшма тивнĕччĕ. Халĕ апла мар. Кĕрхи ĕçсене веçех вĕçленĕ. Калаçса ларма та, тус-юлташпа курнăçма та вăхăт тупма май пулнă. Хăй вĕренсе тухнă Туçари вăтам шкулта та тĕл пулу йĕркеленĕ. Çитĕнекен ăрăва çĕршывăн хастар патриочĕсем пулса çитĕнме сĕннĕ. Юлташлăха, пĕр-пĕрне пулăшассине, çынлăха çухатмалла маррине мала хума палăртнă. Тăрăшса вĕренни те, физкультурăпа туслă пулни те çамрăксене малашлăхра кирлĕ. Пурнăçра кирек епле лару-тăрăва та лекме пултаратăн-çке.
Хăйпе пĕрле салтакăн пĕр кунхи апатне — «сухой паекне» — илсе килнĕ. Тĕл пулу пурин кăмăлне те кайнă. Нумай ыйтăва хуравланă салтак. Пурте пĕрле Даниел Нягин паттăр парти патĕнче те пулнă, чĕрĕ чечек хунă.
Ачасем хăнана пушă алăпа яман. Гуманитари пулăшăвĕпе пĕрлех çырăвĕсене те панă.
Альбина ИВАНОВА
Август 2026 |
