Пурнăç тĕшши — юратнă ĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 28.11.2025, 11:20 Просмотров: 67

Килĕшекен ĕçре чун киленĕçне тупнă çын хăйне ĕмĕр тăршшĕпех телейлĕ туять. Пурнăçра мĕнле професси суйласа илни, çак ĕçе юратни, йышпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку тĕлĕшпе Турханта çуралса ÿснĕ Григорий Осипов чăнласах та телейлĕ.

Асли Дима хăй шăпине çар ĕçĕпе çыхăнтарнă. Рязаньти çар училищинче 5 çул вĕреннĕ чух алла хĕç-пăшал тытса çĕршыва хÿтĕлеме тивесси пирки шутламан та пулĕ. Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпах Луганск, Запорожье тăрăхĕнче службăра тăрать майор, рота командирĕ. Вăл «За заслуги перед Отечеством» орден медальне, «За боевые отличия», «За укрепление боевого содружества», СВО медалĕсене тивĕçнĕ.

8 класс вĕренсе тухнă хыççăнах вăл колхоз ферминче ĕçлеме пуçланă, мĕншĕн тесен килти хуçалăха та тытса пыма тивнĕ. Çемьере 3 ача пулнă май, амăшне йывăр килнĕ. Ашшĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ пирки арçын ĕçĕсем Гриша çине тиеннĕ. Килте те выльăх-чĕрлĕх патĕнче куллен пулнăран шкул хыççăнах фермăна кайма шутланă вăл.

Шел пулин те, 1968 çулта амăшĕ те пурнăçран уйрăлнă. Кун пирки Григорий Степанович çапла каласа парать: «Ун чухне ирхине 5 сехетрех лаша илме кайнăччĕ. Эпĕ килнĕ çĕре анне, чирлĕскер, вилнĕ. Ватă кукамай пурччĕ, ун патне тăтăшах кайса çÿреттĕм. Ăна та пăхмалла. 84 çула çитсен, анне вилнĕ хыççăн 3 çултан, вăл та пурнăçран уйрăлчĕ. Аннерен юлнă ĕнене хамах усрарăм. Вăл пире тăрантараканĕ пулнă.

Вăхăт çитсен салтака кайма ят тухрĕ. Йăмăк 18 çул тултарман пирки мана илмерĕç. Тепре те повестка пачĕç. Германие службăна каймаллаччĕ. Виççĕмĕшĕнче вара хамах военкомата кайрăм. Пĕр çулхисемпех салтака каяс килет-çке».

Тольятти хулинче службăра пулнă Г. Осипов. Рота командирне уйăрса лартнă ăна. Аслисем каланине вăхăтра тата тивĕçлипе туса пынă, çавăнпа салтаксем хушшинче лайăххисен шутĕнче пулнă вăл. Çар строительствинче службăра пулни ăна укçа-тенкĕ енчен пулăшнă: салтакран килсен пурнăçа йĕркелесе ямалла, пÿрт-çурта тирпейлемелле...

Декабрь уйăхĕнче киле таврăннă; Çамрăксем пĕрле клуба пуçтарăннă ун чух. Пĕррехинче унта вăл пĕр хĕре куç хывнă. Çĕньялтан иккен. Турханти сусăрсен интернатĕнче ĕçлет. Вăл каç шăпах унта вăй хуракансем ушкăнпа кино курма аннă пулнă. Çавăн чухне паллашнă вăл пулас мăшăрĕпе — Лизăпа.

Калаçăва Лиза мăшăрĕ те хутшăнать:

— Пĕрре курсах килĕшрĕ пуль çав мана та тин салтакран килнĕ патвар яш каччă. Пĕрер уйăх ытларах çÿресен, февральте, пĕрлешрĕмĕр. Паллашсанах вăл çапла пĕлтерчĕ: «Мана хуçалăх тытакан хĕрарăм кирлĕ»,— терĕ.

Кун кунлама мар, ĕмĕр ĕмĕрлеме

авланнă...

1974 çулта çемье çавăртăмăр. Икĕ çул пушă ларнă çуртра нимех те çук: пĕр ухват-турчăка та, такана та. Гриша тăванĕсем — Пирожковсем — тÿшек пырса пачĕç. Теприсем пысăк хуранпа, шетникпе тивĕçтерчĕç.

Çамрăк çемье çапла çĕнĕ пурнăç пуçланă. Туй кунхине Гриша лашапа вăрмана вутă тиеме кайнă (çĕнĕ çын килнĕ çĕре вутти çителĕклĕ пултăр тенĕ-ши ĕнтĕ). Хĕллехи кун кĕске, тепре лаша çулне кĕрт хÿнĕ. Гриша путса ларнă, асапланса пĕтнĕ.

«Эпĕ килте кĕтсе ларатăп. Мана паян илме килмеççĕ те пулĕ тесе йĕретĕп Çурçĕрте хĕр илме пычĕç»,— тет Лиза.

Василиса Ильинична валли те (ялтилле Лиза аппа) шăпа пылпа кулач хатĕрлесе хуман. 1966 çулта Çĕньялти шкулта 8 класс вĕреннĕ хыççăн ĕне фермине чĕннĕ. Кĕркунне юлташ хĕрĕ Шупашкара кайма ÿкĕте кĕртнĕ. Хулара пир-авăр комбинатне вырнаçнă (ун чухне ял хĕрĕсем пиншерĕн унта ĕç тупнă). Çип арлакан фабрикăра 5 çул ĕçленĕ. Ку тапхăр пирки те Лиза аппа тунсăхлăн аса илет:

— Сасартăк анне чирлесе ÿкрĕ. Аслă аппа кÿршĕ района качча кайнă. Ун хыççăнхи — эпĕ. Кĕçĕннисене — икĕ йăмăкпа икĕ шăллăма пăхмалла. Пĕри 6 çулта çеç. Вара яла таврăнма тиврĕ. Турхан ялĕнчи сусăрсен интернатне выльăх пăхма кĕтĕм. Кирек мĕнле çанталăкра та 3-4 çухрăма вырнаçнăскере çуран утнă. Хирпе утнă чух хĕрачапча хăранă та пуль...

Кăшт вăхăт иртсен санитарка пулса ĕçлеме куçнă Василиса Ильинична. 30 çул хушшинче темиçе ертÿçĕпе те ĕçленĕ. Хисеп хучĕсемпе Тав сăмахĕсем те чылай. «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» ята та икĕ хутчен тивĕçнĕ. Хăйĕн ĕçĕ çинчен çапла каласа парать:

— Кая юлса ĕçе çитсе курман, япăх ĕçлетĕн тенине те илтмен. Урайсене сăрламан пирки хăйăрпа сăтăрса çăваттăмăр ун чух. Сусăрсемпе те пĕр чĕлхе тупнă. Вĕсем ахаль те йывăр шăпаллă çынсем-çке. Пурне те шеллес килетчĕ: ваттин хăйĕн нуши, çамрăккисем те тĕрлĕ чирпе асапланаççĕ.

Ĕçчен çын аллинче

ĕç вĕрет

1974 çулхи ноябрьте йĕкĕреш ачасем — Витяпа Толя çуралчĕç. Маларах амăшĕн хушамачĕпе çÿренĕ Гриша ачисем çуралсан тин Осипов пулса тăчĕ.

Вăл вăхăтра Григорий Степанович «Россия» колхозра конюх пулса ĕçленĕ. Çамрăк мăшăр майĕпен çурт-хуралтăсене çĕнетме шутланă. Вăкăрсем самăртнă çĕрте укçи аванрах пулать тесе унта ĕçлеме куçнă та 20 çула яхăн пĕр улшăнми вăй хунă. Ачаранах выльăх-чĕрлĕхе хăнăхнăскер, ĕçе тĕплĕн, юратса пурнăçланă. Вăкăрсем талăкра килограмм ытла ÿт хушса пынă, çавна май Г.Осипов темиçе хут та «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» ята тивĕçнĕ. Пĕчĕккĕн йывăçран лупаспа пÿрт туса лартнă.

— 80 пуç вăкăра йăлтах алă вĕççĕн пăхнă: апатне те лашапа турттарнă, тислĕкне те алăпа тиесе тухса купаланă, 100 килограмлă михĕсене çăмăллăнах йăтса лав çине хураттăм — вăй пулнă çав ун чух,— аса илет çав çулсене Гриша тете. — Ун чухнехи колхоз председателĕ Александр Пешков мухтаса çеç тăратчĕ мана. Ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнне хуратчĕ. «Районти чи лайăх выльăх самăртакан» ятпа Хисеп хăми çинче пулма тивĕçрĕм.

Пенси çулне çитиччен 10 çул ытла сысна самăртнă çĕрте ĕçленĕ. Кунта та малтисен ретĕнче пулнă.

«Ĕçне кура — хисепĕ»,— теççĕ халăхра. Мăшăрĕпе иккĕшĕ те ĕçре чыс-хисеп илнĕскерсем, пус çумне пус хушса 1985 çулта кирпĕч çурт лартнă, йĕри-тавра хуралтăсене те кирпĕчрен купалама вăй çитернĕ. Пĕрин хыççăн тепри ачисем çуралнă: Саша, Лиля...

Ăрăва малалла тăсакансем ÿссе пынăçемĕн фермăна ашшĕ патне чупнă. Утă-улăм тиесе турттарма пулăшнă, тислĕкне хырса панă. Çуллахи каникул вăхăтĕнче сысна кĕтĕвĕ кĕтме çÿренĕ. Ывăлĕсем виççĕшĕ те яла тĕпленнĕ. Толя ашшĕ-амăшĕпе пурăнать, вĕсемшĕн пур ĕçре те тĕрев вăл.

Витьăпа Саша тăван килтен уйрăлса тухса, çемье çавăрса хăйсем кермен пек çуртсем лартнă.

— Пĕчĕккĕллех укçа мĕнле пулнине пĕлсе ÿсрĕç ачасем,— тет амăшĕ вĕсем çинчен сăмах хускатсан. — Ĕçлесе тунă укçана тытма та пĕлмелле, тĕлли-паллисĕр салатса пĕтернипе пурнăç пулмасть вăл. Мухтав Турра, ачасем ял çинче ят ямарĕç. Осиповсен ратни ятне чыслăн тытса пыраççĕ.

Витя ывăлĕ ура çинче çирĕп тăрать. Лена мăшăрĕпе хресчен фермер хуçалăхĕ йĕркелерĕç. Кивĕ трактор вырăнне çĕнĕ техника туянаççĕ, вите хăпартаççĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама патшалăх енчен пулăшни те самаях çăмăллăх кÿрет. Хальхи вăхăтра 30 ĕне сăваççĕ. Вăкăрсем те пур. Сысна çăвăрлаттарса çурисене сутаççĕ. Çулталăк тĕршшĕпе çемйипех фермăра тăрăшаççĕ. Аслă ывăлĕ Станислав хулара ШĔМ системинче ĕçлет. Кĕçĕнни Степан вара техникумра вĕренет. Шкул вăхăтĕнчех ĕнине те сунă, трактор тÿрлетнĕ чухне те яланах ашшĕ-амăшĕпе юнашар пулнă. Ялта кирлĕ профессисене алла илсе аслисен ĕçне малалла тăсасшăн. Хăйĕн вăрттăн ĕмĕчĕпе сыр завочĕ лартасшăн-ха вăл. Ĕçчен çемьере малашлăх пур-ха, апла...

Ксюша хĕрĕ врач пулма хатĕрленет. Хальлĕхе медицина институтĕнче вĕренет .Сашăпа Иринăн та 3 ывăл. Вадим Шупашкарти медицина училищинче фельдшер дипломне илнĕ хыççăн Раççей çарĕнче службăра пулса таврăнчĕ, çывăх вăхăтра ĕçе вырнаçма хатĕрленет.

Максим строительство техникумĕнче пĕлÿ пухать. Чăн-чăн арçын профессийĕсене — сварщик, платник, токарь — алла илсе çĕршывшăн та , кил-йышшăн та усăллă çын пуласшăн.

Лиля хĕрĕн ачисем шкулта вĕренеççĕ. Антон инфофрматика енĕпе малалла каясшăн. Катьăна медицина килĕшет.

Кил-çуртĕнче

ырăлăх хуçаланать

«Ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕсем пурнăçланччăр — ачасен те, мăнуксен те. Кашнин çинчен савăнса каласа парать Василиса Ильинична. — Халĕ тулăх пурнăçпа пурăнатпăр. Ĕçлекен çын выçă вилмест, патшалăх енчен те пулăшу пур. Лартнă тĕллеве пурнăçлама сывлăх пултăр. Вăрçи час чарăнтăр. Дима пек çамрăксем, ун юлташĕсем, алла хĕç-пăшал тытнисем ырă-сывă килĕсене таврăнччăр, çемье çавăрччăр, ача-пăча çуратса ÿстерччĕр. Вĕсем пирĕн малашлăх-çке...»

«Ĕçчен çын аллинче ĕç вĕрет»,— тенĕ ваттисем. Осиповсен çемйи çинчен каланă пекех туйăнать çак каларăш. Саккăрмĕш теçеткене çывхараççĕ пулин те Григорий Степановичпа Василиса Ильинична выльăх-чĕрлĕх те усраççĕ, хуçалăхне те çĕнетеççĕ, тем тĕрлĕ пахча-çимĕç те çитĕнтереççĕ... Ачисемпе мăнукĕсене вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Пушă вăхăтра алă ĕçĕ те тума ĕлкĕрет Лиза аппа. Пÿртре мĕн тĕрлĕ кăна тĕрĕ çук: вырăн таврашсем, уйрăм пейзажсем, чăваш кĕписемпе саппунĕсем... Чĕнтĕр йĕппипе çыхнă салфеткăсем, сак сармисем. Урайĕнче те килте çыхнă палассем... Илемлĕ, хăтлă, чун-чĕрешĕн çывăх, ăшă...

«Пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе пурăнса пĕлтĕр ылтăн туй та турăмăр. Сивĕ куçпа пăхман пĕрре те. Пÿртре кăмака яшкипе тутлă кукăль шăрши сăмсана кăтăкланă, сак тулли ача сасси чуна йăпатнă... Эпĕ каçхи сменăра чух Гриша ачасене хăйех çитерсе çывăрттарнă. Çакă пулать те ĕнтĕ вăл пурнăç тĕшши — çемье телейĕ»,— мăшăрĕ çине ăшшăн пăхать пăрчăкан пек правур та ĕçчен Василиса Ильинична.

Мария МАДЮКОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика