Раççейре 1998 çултанпа Анне кунне уявлассине пуçарса янă. Ăна РФ Президенчĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарникунĕнче паллă тума йышăннă. Анне кунĕпе халăх юратакан мартăн 8-мĕшĕнчи уявăн пысăк уйрăмлăхĕ пур. Малтанхи — тĕнчери Хĕрарăмсен уявĕ. Анне кунĕнче вара чи çывăх çынсене тата çире пуррисене çеç чыслатпăр.
Пĕртен-пĕр сап-сарă хĕвел тÿпере,
Пĕртен-пĕр юратнă анне чĕрере.
Этемшĕн хĕвелсĕр çут кун пулас çук,
Анне пулмасан маншăн пурнăç та çук.
Юхма МИШШИ
Вырăс çĕршывĕ чăн малтанхи ĕмĕрсенчех Христос тĕнне йышăнсан Турă амăшне юратса хисеплени халăхăн чун-чĕрине тарăннăн кĕрсе вырнаçса юлнă. 12 аслă уявран Турă амăшĕ Мария çуралнине эпир сентябрĕн 21-мĕшĕнче палăртатпăр.
Кепе сăнарĕ вăл хĕрарăм турă. Çĕр çинче мĕн пуррин хăйлавçи, Турăсен амăшĕ.
Анне — Кепе, ăна кÿрентерме юрамасть. Кирек камшăн та, кирек мĕнле çыншăн та аннерен хакли çук. Ахальтен мар авалхи халап-юмахсенче чи малтанах хĕрарăма, этеме пурнăç паракан çынна асăнаççĕ. «Пурăннă карчăкпа старик...». Карчăк яланах малта.
Чăваш паттăрĕсем инçе çула каяс умĕн амăшĕнчен пил ыйтнă. Çывăх çынни ăс пани, ырă сунни вĕсене паттăр ĕçсем тума, тăшмансене çĕнтерме вăй-хал панă.
Тăрăн ялĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 205 арçын тухса кайнă. Вĕсенчен 110-шĕ çĕршыва сыхласа пуçне хунă. Чи çамрăкки вара Владимир Петров пулнă. Владимир Никифорович 17 çул çеç пурăнайнă.
Кÿршĕ Таçук аппан мăшăрĕпе икĕ ывăлĕ те хыпарсăр çухалнă. Мĕн чухлĕ куççуль тăкман-ши пирĕн аннесемпе асаннесем вĕсемшĕн!
Ялти хĕрарăмсенчен çиччĕшĕ тĕрлĕ çул орденсемпе медальсене тивĕç пулнă. Вĕсен шутĕнче Дерякова Екатерина. Вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă, шкул директорĕ, колхоз ертÿçи пулнă.1951 çулта Хисеп палли ордена тивĕçнĕ.
Аннесем яланах хисепре. Вĕсем кирлĕ пулсан вута та кĕреççĕ. Çывăх çыннăмăрсем çинчен нумай сăвă çырнă, юрă хывнă. Хисеплер вĕсене, аннесен умĕнче пуç таяр.
Василий ПЕТРОВ, Тăрăн ялĕ
Август 2026 |
