„Каялла çаврăнса пăхмасăр ĕçле, ĕçле те ĕçле“, – çапла пил панă ăна амăшĕ туйра. Хĕрĕ çĕнĕ çĕрте, ют çемьере мĕнле тăрăшуллă та ĕçчен пулнине паянхи кунчченех курса савăнмаллаччĕ, мăнукĕсемпе йăпанса пурăнмаллаччĕ. Вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Хĕрĕ вара, чăнах та, Чăваш Ишек ялне килнĕренпе алран пĕр кун та ĕç ямасть. Алина тесе чĕнеççĕ ăна ялта, хут çинче вара Алевтина Алексеевна. Туй сасси те хăлхаран кайман, çапах ялти пурнăç, уçă сывлăш килĕшнĕрен çемье çавăрса тĕпленнĕренпе чĕрĕк ĕмĕр те иртрĕ.
„Çирĕп хĕр, çепĕç арăм, ĕçчен кин, лайăх анне пулма тăрăшрăм яланах. Халь тата мухтава тивĕçлĕ хуняма та, юратнă кукамай та пуласчĕ-ха,“ _ тет хăй пирки шÿтлесе те чăнласа.
Тăватă хĕрпе пĕр ывăл умлăн-хыçлăн парнелерĕ вăл мăшăрне. Шел, кĕтнĕ ывăлĕ Саша сусăр çуралать. Хăй тĕллĕн ирĕккĕн те çăмăллăн утма питĕ кансĕр ăна, ытларах инвалид коляски çинче ларма тивет. Настя хĕрĕ çемьеленнĕ, хăйĕн çемйипе Шупашкар хулинче тĕпленнĕ. Милена Шупашкарта техникумра вĕренет. Эвелинёпа Эльвира йĕкĕреш хĕрсем тăххăрмĕш класра вĕренеççĕ. Чипер, ĕçчен хĕрсем çитĕнеççĕ. Мĕн чухлĕ вăй-хăват, тимлĕх кирлĕ пилĕк ачана ура çине тăратма. Ăна нумай ачаллă çемье лайăх ăнланать.
Хĕрарăм ĕçĕ куçа курăнмасть, алла вара кĕрет, теççĕ. Чăнах та çапла. Кун каçипе мĕн тĕрлĕ ĕç туса ĕлкĕрет ÿркенмен ял хĕрарăмĕ. Лавккара та ĕçлеме чĕнеççĕ, почтăра та вăй хурать, кил.рен хаçат-журнал, пенси укçи валеçет. Машина çине ларать те çитес çĕре вĕçтерсе те çитет. Ашшĕ патне Комсомольски тăрăхне Выçлие кайсах тăрать.
Çут çанталăк ыйхăран вăраничченех ĕçе пуçăнаççĕ Сорокинсем. Выльăх-чĕрлĕхне йышлă усраççĕ, чăххи-чĕппи, хур-кăвакалĕ картиш тулли. Сурăхĕсем çулсерен йăхне ÿстереççĕ. Икшер-ви=шер ĕне усраççĕ, сĕтне сутса услам тума та, хăйсене çиме юр-варĕ те çитет. Тыни-вăкăрне те çитĕнтереççĕ. Теплицăра, пахчари йăрансем çинче темĕн тĕрлĕ пахча-çимĕç çитĕнет, çĕр лаптăкне пачах та сая ямаççĕ. Чечек пахчинче тем тĕрлĕ чечек куçа илĕртет. Кавăнĕ, кабачки арпусĕ яланах ăнса пулать...
Сергей Иванович мăшăрĕ – ал-ĕç ăсти. Чăн-чăн платник, сварщик, строитель... Мĕн чухлĕ мунча, хапха, хуралтă, çурт ăсталаман-ши? Пĕрин патĕнче ĕç пĕтерет те теприн патĕнче кÿлĕнет. Килĕнчи çурт-таврашне те çĕнетсех, хăтлăх кĕртсех тăрать кил хуçи. Патшалăх нумай ачаллă çемьене çурт та лартса панă. Икĕ çурта та типтерлĕн тытса тăраççĕ.
Хăна-вĕрле те татăлма пĕлмест Сорокинсен килĕнчен.Чĕннĕ хăна та халиччен килменни пулман. Мĕнле хисеп тумăн вара ăшă кил хуçине, енчен те тарават йышăнать пулсан хăнасене. Сĕтелĕ вара яланах хăй ăсталанă, техĕмлĕ те сĕтеклĕ апат-çимĕçпе йăтăнса ларать. Мĕн кăна пĕçерме пĕлмест-ши? Шăрттанĕ, кукăлĕ-пÿремечĕ, ăшаланă хур-кăвакалĕ, шÿрпе тата тем тепĕр...
Тĕрĕ тĕрлесси кил хуçи хĕрарăмĕшĕн – чун канăçĕ. Çак ăсталăха вăл амăшĕнчен пĕчĕкренех вĕреннĕ. Мĕн кăнаç тĕрлемен пулĕ амăшĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ çипрен чечексем вырнаçтарать, пурте килĕшÿллĕ, çав тери илемлĕ пулса тухаççĕ. Тĕрĕ-эрешлĕ çивиттисем, минтерсем „чечеке ларнă“, çулталăк улшăннине пăхмасăр илемĕпе килентереççĕ, савăнăç туйăмĕ çуратаççĕ, хăйсен асамлăхĕпе, пуян тĕссемпе, хăйне евĕрлĕхĕпе тыткăнлаççĕ. Эвелинăпа Эльвира хĕрĕсемпе çулсерен тĕрĕ кунĕнче ирттерекен конкурс-фестивальсене хутшăнаççĕ. Илемлĕ тĕрленĕ минтерсем, сумкка, салтак тутрисем, алшăллисем малти вырăна йышăннă. Кăçал та кăмăлпах хутшăнчĕç.
Килне май кинĕ тенешкел, пёянамăшĕ те тĕрĕ ăсти пулнă. Пĕр-пĕринпе канашласа, пĕр-пĕрин ĕçĕсемпе тăтăшах киленнĕ. Сорокинсен пурин те чăваш кĕпи пур. Вĕсене пурне те пёянамăшĕ, Лидия Петровна тĕрлесе панă. Тĕрĕпе илемлетекенĕ вара кинĕ. Шел, унăн та пурнăçĕ кĕске пулчĕ, иртнĕ çул пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.
„Пурăннă чухне пуррине хакламалла, лайăххине хапсăнса çумрине çухатасран асăрханмалла“,- çирĕплетет çемье ăшшин управçи. Ялти пур ĕçе те хастар хутшăнаççĕ Сорокинсем.
Светлана Кулакова
Август 2026 |
