Вĕсем çынна эмелпе çеç мар, ырă кăмăлпа, ăшă сăмахпа та сиплеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 28.11.2025, 11:01 Просмотров: 78

Патăрьелĕнчи тĕп больница çумĕнчи кăнтăрлахи стационарăн физиотерапи уйрăмне сипленме çÿрекенсем (халăхра ăна «Çăлкуç» профилактори тесех пĕлеççĕ) пĕрремĕш-иккĕмĕш кунхинех хăйсен сывлăхĕ лайăхланнине туйма пуçлаççĕ. Тĕлĕнмелле... Анчах мĕншĕн-ши? Мĕншĕн тесен çамрăк та пултаруллă, хăйĕн ĕçне чун-чĕререн парăнса пурнăçлакан тухтăр Алсу Ахмедеева (пĕрремĕш ретре — варринче) ертсе пыракан медицина ĕçченĕсем профилакторие килекен çынсем алăк уратинчен ярса пуссанах ырă кăмăлĕпе, тараватлăхĕпе сиплевĕн «пĕрремĕш процедурине» пикенеççĕ. Çавăнпах поликлиникăн физиотерапи уйрăмĕнче çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче сывлăха çирĕплетекенсем те яланах чунра çуркуннехи хĕвелĕн ăшă пайăркине, унăн техĕмне туяççĕ. Чирлĕ е сусăр çыншăн çакăнтан пахи мĕн пур-ши? Вăл чăнах та эмелпе танах.

— Саккăрмĕш кун паян эпир Рафик мăшăрăмпа кунта сипленетпĕр. Эрне куç хупнă пек çеç иртсе кайрĕ. Ирсерен çывăх тăван патне хăнана кайнă евĕр хавхаланса çула пуçтарăнатпăр. Профилакторинчи аура, сиплев процедурисем пурте килĕшÿллĕ, вырăнлă. Медицина сестрисем пĕринчен тепри ăшпиллĕ,— кăмăлтан каласа парать Кзыл Камышран профилакторие çÿрекен Эльмира Халиндарова пенсионерка.

Çакăн пек кăмăллă тав сăмахĕсене физиотерапи уйрăмĕнче тăрăшакансем тăтăшах илтеççĕ. Кирек мĕнле пулсан та кашни уйăхрах сиплев учрежденинчен 40рен кая мар çын сывлăхне тĕреклетсе тухать. Вĕсене сипленме, сывлăхне çирĕплетме услови çителĕклĕ: хăтлă, ăшă, çутă, таса, кирлĕ медицина оборудованийĕсемпе тивĕçтернĕ... Процедурисем те санаторинчен пĕрре те кая мар: врач çырса панипе укол тăваççĕ, система лартаççĕ, озонотерапи, электрофарез, мегнитотерапи, парафин, массаж пур.

Сиплев учрежденине халăх хушшинче хисеп çĕнсе илме пулăшакансем — кунта хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан ĕçченсем. Гельнара Емекова медицина сестри хĕрĕх çула яхăн сывлăх хуралăх сферинче тăрăшать. Профилакторинче те вăтăр çул ытла вăй хурать ĕç ветеранĕ. Физиотерапи кабинетĕнчи Диля Налибе те 1992 çултанпа юратнă профессийĕпе тăрăшать. Паян вĕсем çак пÿлĕмре Ираида Такташкина медицина сестрипе килĕштерсе ĕçлеççĕ. Вăл та сывлăх хуралĕн ветеранĕ, унăн ĕç стажĕ хĕрĕх çула яхăн! Фирдевез Намакаева аслă медсестра, Татьяна Ляллина массажистка, чи çамрăк медицина сестри Анна Алешева та коллективра çеç мар, пациентсемшĕн те хисеплĕ, кăмăллă ĕçченсем.

— Ĕçре хамăра питĕ телейлĕ, кăмăллă туятпăр. Çакă, паллах, чăн малтанах пирĕн поликлиника ертÿçинчен, Николай Тинюковран, нумай килет. Вăл пире яланах ĕçлеме хавхалантарать, пациентсене сипленме кирлĕ услови туса парассишĕн тăрăшать. Пофилактори коллективне ертсе пыракан тухтăртан та пире çав тери ăнчĕ. Алсу Минихайдяровна тăтăшах хăйĕн професси ăсталăхне ÿстерсе пыракан пултаруллă тухтăр пулни пире те хамăрăн ĕçе тÿрĕ чунпа пурнăçлама хистет,— сăпайлăн çеç пĕр шухăшлăн пĕлтерчĕç кунта ĕçлекенсем.

Вулакана пĕлме

- Патăрьелĕнчи техника юсакан предприяти çумĕнче ял хуçалăх ĕçченĕсене сиплеме 1987 çулта профилактори уçнă.

- 1991 çулта кунне 50 çынна йышăнма пултаракан икĕ хутлă сиплев учрежденйĕ хута кайнă.

- 1995 çултан «Çăлкуç» сывлăх сыхлавĕн системине куçнă. 1996 çултанпа ЧР сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика