Хăнăхнă йăла, ырă-и, япăх-и, вăл пирĕн кăмăл-сипетĕн уйрăлми пайĕпулса тăрать. Сиенлисен шутне вара, чи малтанах, пирус туртнине, наркотикпа усă курнине кĕртмелле. Туртни сывлăхшăн мĕншĕн сиенлĕ-ха? Табак çуннă чух 50 тĕрлĕ активлă наркăмăш пулса тăрать. Пĕр пирусра çав япаласем питех нумай мар пулин те çакна асра тытмалла: пирус сиенĕсасартăк вĕлерсе пăрахмасть, вăл майĕпен кăшлать. Кунне 10-40 пирус туртакан çулталăкра 14500 штук пуçтарать. Çын организмĕшĕн хăрушшисем çаксем: концерогенлă сăмала, никотин, углевод хутăшĕ (сĕрĕм), кислота тата сĕлтĕ радикалĕсем. Тĕтĕмĕнче радиоактивлă элемент — полони те пур. Пĕтĕмĕшле сиенĕ вара автомашина газĕпе танлаштарсан 4,5 хут пысăк.
Пирус туртнипе çыхăннă инкек-синкекĕн шучĕ çук. Хăрушă мар чирсем шутланакан ларингит, бронхит, стоматит витĕмĕпе ÿпке, тĕрлĕ органăн шыççисем пытанаççĕ. Никотин сурчăкра ирĕлет, ÿт-пÿ тăрăх саланать. Çакă вара хырăмлăх шыççи гастрит, полит патне илсе пырать. Туртнине пула юн тымарĕ пĕрĕнни аталанать, утнă чух ура хырăмĕ ыратма тытăнать. Тымар пĕрĕннипе гангрена пуçланать.
Ытти органсене те табак сĕрĕмĕ витĕм кÿрет. Туртакансенчен хăшĕ-пĕри сывă та тĕреклĕ курăнать. Инкек вĕсене мар, теприне пырса çапасса шанса пурăнаççĕ ун пеккисем. Табаксăр пурăнайманни укçа-тенкĕ тăкакĕ те. Юлашки вăхăтра хĕрсем те чикарккă мăкăрлантарма пăхаççĕ. Пирус сиенĕ çинчен пĕлсе тăрсах çынсем туртаççĕ. Мĕншĕн? Айванла йăла çапла тума хистет. Унран хăтăлма вара кăмăл çирĕплĕхĕ кăна кирлĕ.
Надежда НАДИНА, муниципалитет округĕнчи тĕп больницăри нарколог тухтăр
Август 2026 |
