Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçма мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслес тĕлĕшпе ятарлă хушу кăларнă, комисси членĕсене çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн яваплă çынсем вырăнсенче пулчĕç.
Чи малтанах вĕсем акционерсен хупă «Батыревский» пĕрлешĕвне çитрĕç. Кунти выльăх-чĕрлĕх отраслĕн ĕçченĕсен çитĕнĕвĕсем савăнтараççĕ. Кăçалхи январь-август уйăхĕсенче 91,603 тонна аш-какай, 2797 тонна сĕт туса илнĕ. Кăтартусем иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен пысăкрах. Кашни ĕнерен 6643 килограмшар сĕт сунă. Выльăхсем талăкра 798 грамм ÿт хушса пынă. Вĕсен йышĕ те ÿснĕ. Хĕл каçма çителĕклĕ апат хатĕрленĕ.
Витесене шуратнă, анчах дезинфекци туса ĕлкĕреймен. Çак ĕçе çывăх вăхăтра пурнăçлама сĕнчĕ комисси.
Выльăх самăртакан çĕнĕ вите те хатĕр. Унта çамрăк пăрусене кĕртнĕ те ĕнтĕ.
Тутар Тимешĕнчи Камиль Салихов (сăн ÿкерчĕк-
ре сулахайри) хресчен фермер хуçалăхĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тăваттăмĕш çул ĕçлет. Кăтартăвĕсем савăнмаллипех савăнтараççĕ. Йышлă лаша, сурăх, самăртмалли шултра мăйракаллă выльăх усраççĕ. Вĕсене 16 çын пăхать. Ĕçе механизацилени чылай çăмăллăх кÿрет. Выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрленĕ. Суданка курăкне виçĕ хутчен çулса илнĕ.
Татмăшри Эльвира Солдатова хресчен фермер хуçалăхĕнче хĕле хатĕрленмелли ĕçсем пыратчĕç. Выльăхсене уçăлма кăлармалли картана çĕнĕрен тытнă. Шăвăçĕсене сăрлама пикеннĕ. Витене çуса шуратаççĕ.
— Малтанах фермер ĕçне пĕчĕк çеç витерен пуçăнтăмăр. Унти 4-5 ĕне те йышлă пекчĕ. Халĕвитесене аслăлатнă. Апат çителĕклĕ. Нумай çул ÿсе-
кен курăка виçĕ хутчен çулса илтĕмĕр. Тырă пур. Çак кунсенче кукурузăна вырма тухатпăр. Хамăртан çÿллĕ ÿсрĕ. Çулçисем симĕсех,— паллаштарать хăйсен ĕçĕпе Эльвира Юрьевна.
Дмитрий Головин хресчен фермер хуçалăхĕнче те тирпейлĕ. Выльăх йышне ÿстерме ĕмĕтленет. Ĕнесене уçăлма кăлармалли карта пысăк. Пăрусене шăварассине механизацилеймен-ха. Вĕсене алă вĕççĕн йăтса витреренех ĕçтереççĕ.
Кивĕ Катекри Андрей Йель пĕчченех тăрмашать выльăхсем патĕнче. Ĕçлесе ĕлкĕрме кансĕртерех. Выльăхсене уçăлма кăлармалли лаптăкра хÿтлĕх тума пуçăннă. Тислĕкĕ те пуçтарăнса кайнă. Ăна уяр çанталăкра хырса тухасшăн.
Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Александр Шаймин хресчен фермер хуçалăхĕнче пĕр витинче çитĕнсе пыракан пăрусем тăраççĕ. Вĕсене йăхтарса пынă май урăх çĕре куçараççĕ. Кунта ютран килсе ĕçлеççĕ. Тÿлевĕпе кăмăллă. Пурăнмалли условисем çителĕклĕ пулнине палăртаççĕ.
«Исток» çĕр ĕç фирмин выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвĕ пирки япăххине калама çук. Шăпах силос хуратчĕç. Кунне 600-700 тонна таптаттарма пултарнине палăртрĕç механизаторсем. Кунта 6 техника ĕçлет.
Апачĕ ытлă-çитлĕ, пахалăхлă пулнăран ÿт хушаслăх та лайăх, сĕт сăвăмĕ те савăнтарать. Ĕнесенчен пăру илессипе те кăтартуллă хуçалăхра.
Решит Санзяпов фермер хуçалăхĕн иртнĕ çул та выльăх валли апачĕ ытлă-çитлĕ пулнăччĕ. Кăçал та çавах. Выльăх-чĕрлĕх витисем хĕле хатĕр: юсанă, тасатнă, тирпейленĕ.
— Кăçал мĕн савăнтарать пире: унчченрех ютран килсе выльăхсене пăхатчĕç. Халĕ хамăр территори пайĕнче пурăнакансемех ĕçлеççĕ. Вĕсене тивĕçлĕ тÿлев хавхалантарать,— тет хуçалăх ертÿçи Решит Шейхуллович.
Ĕç ăнăçлăхĕ пурне те савăнтарать. Хăш-пĕр çĕрте тĕл пулнă çитменлĕхсене çывăх вăхăтра пĕтерме палăртса хăварчĕ комисси.
Рейд бригади:
Петр ЕФИМОВ, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе
кĕрешекен районти станци начальникĕ;
Зоя ТЕЛЕГИНА, администрацин экономика, ял хуçалăх, инвестици ĕç-хĕл пайĕн ертсе пыракан
специалист-эксперчĕ;
Альбина АСТРАХАНЦЕВА, «Авангард» хаçатăн пай редакторĕ.
Август 2026 |
