Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа 3 çул ытла иртрĕ. Шăпах çавăн чухлĕ вăхăт Патăрьелĕнчи Юрийпе Юлия Тинюковсем йĕркеленĕ «Батыревский доброволец» волонтерсен ушкăнĕ салтаксем патне гуманитари пулăшăвĕпе çÿрет. Тĕрĕсрех каласан кил хуçи çар операцинчи Петр ывăлĕ чылай вăхăт сас-хура паманнипе 2022 çулхи апрелĕн 11-мĕшĕнче пĕрремĕш хут çула тухнă. Çавăнтанпа пин ытла çухрăма миçе хутчен парăнтарнă-ши?
Волонтерсем шута илсе пымаççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа çеç Юрий Петрович хăй пĕр шухăшлисемпе пĕрле 12 хутчен кайнă. Чи кирли, чи пахи вĕсемшĕн — çĕршыв хÿтĕлевçисене кирлĕ япаласене кĕске вăхăтра пухса илсе çитересси. Паллах, çак тапхăрта темле йывăрлăхпа та тĕл пулма тивнĕ. Алă усăннă, кăмăл хуçăлнă самантсем те пĕрре мар пулнă.
— Кашни çула тухасси шухăшлаттарать. Эпир вĕт ачасем патне фронтах кĕретпĕр. Вăрçă пуçланнă самантра дронсем те ун пекех вĕçместчĕç, паян вара хамăр республикăна та çитрĕç. Пĕр-икĕ хутчен дронсенчен асăрханма тиврĕ, перкелешĕве те лекрĕмĕр. Юнашарах пеме пуçласан ачасем: «Петрович, лар!» — тесе кăшкăраççĕ, хăранипе манăн вăхăтлăха куç курми пулчĕ. Машина алăкĕн ручкине шыратăп-шыратăп — тупаймастăп, — тет Юрий Петрович.
«Батыревский доброволец» волонтерĕсем Донецкпа Покров енчи штурмлакан 15 тата 30-мĕш бригадăсем патне ытларах çÿреççĕ. Çула май ытти çĕре те кĕрсе тухаççĕ. Салтаксене кирлĕ япаласемпе тивĕçтернисĕр пуçне май пур таран ĕçлесе те пулăшма тăрăшаççĕ. Иртнĕ çул çÿревре 11 кун çавăнта тăнă. Малтан пурăннă блиндажсене салтаксемпе пĕрле çĕрпе тан тунă. Сăмах май, çĕннисене чавнă çĕре те пĕрре мар хутшăннă.
— Канаш округĕнче службăра тăнă Роман атте, тăватă ача ашшĕ, хăй ирĕкĕпе вăрçа хутшăнать. Вăл ятарласа салтаксем валли кĕл тумалли вырăн та тунă. Операци умĕн салтаксем шăпах çавăнта кĕрсе тухаççĕ. Унти пĕр Турăша эпир патăмăр. Малтанхи вăхăтра Белгород енне те кайнă. Унта Канаш округĕнче çуралса ÿснĕ арçынпа паллашнăччĕ. Шăпах вăл пире 1870 çулсен пуçламăшĕнче тунă Турăш парнеленĕччĕ. Вăрмар округĕнчи пĕр пачăшкă салтаксем валли мотоцикл илсе килсе парсан унпа пĕрле ăна та парса ятăмăр. Вăл салтаксене хÿтĕлетĕр терĕмĕр, — тет Юрий Петрович.
Ентешсем Йĕпреç, Элĕк, Шупашкар, Канаш, Сĕнтĕрвăрри округĕсенчи волонтерсемпе тачă çыхăнура ĕçлеççĕ. Çавна май хăвăртрах çитермелли посылкăсене вĕсем урлă та парса яраççĕ.
— Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа тĕнчере ырă кăмăллă çынсем нумайраххине ытларах та ытларах ĕненетĕп. Округ пуçлăхĕнчен пулăшу та ыйтма тивнĕ, нихăçан та хирĕçлемен. Рудольф Васильевич Селиванов канашлурине пăхмасăр çула тухмалли маршрут хучĕ çине пĕрре мар алă пусса янă. Николай Пузайкин, Алексей Гордеев, Александр Трифонов, Марат Шайхуллов, Вениамин Остроумов индивидуаллă предпринимательсем салтаксен ыйтăвĕсене тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Тутар Сăкăтĕнчи Ильяс Мухутдинов предприниматель çĕршыв хÿтĕлевçисене кукăльсем, çăкăрсем парса ярать. Вĕсем вĕт пире кăна мар, ытти ушкăнсене те пулăшаççĕ. «Красное Знамя» хуçалăх ертÿçи Петр Никифоровăн, Патăрьелĕнчи тĕп больницăн тĕп врачĕ Николай Тинюковăн ырă кăмăллăхĕсем иксĕлми.
Аслă Чементи Надежда Кошелева учительница, Турханти Анатолий Кольцов тухтăр пирки те асăнмасăр иртме çук. Надежда Васильевна ертсе пыракан ушкăн хăçантанпа пĕр чарăнмасăр хÿтĕлев сеткисем çыхать! Вĕсем вара салтаксене мĕн тери кирлине нумайăшĕ ăнланмасть те пулĕ.
Анатолий Валентинович тăрăшнипе нумай пулмасть Турхан территори пайĕнче пурăнакансем çĕр улми пухрĕç. Маларах милĕксем хатĕрлерĕç. Кашни ялтах çакăн пек пуçаруллă çынсем пулсан мĕнле лайăх пулĕччĕ... Тĕрĕссипе, эпир илсе пыракан апат-çимĕçрен чылайăшне салтаксем хăйсем те туянаççĕ. Çулталăкне икĕ хутчен çеç икĕ эрнелĕхе отпуска килсе каякан çĕршыв хÿтĕлевçисем тăван кил ăшшишĕн еплерех тунсăхланине пĕр вĕсем çеç пĕлеççĕ. Çывăх çыннисем е ырă кăмăллă халăх панă кучченеç вĕсемшĕн темрен те паха. Ытти регионсенчен техника нумай илсе пыраççĕ, — терĕкалаçу тăсăлнă май Юрий Тинюков. Мăшăрĕн сăмахне малалла Юлия Петровна тăсрĕ:
— Ытларах пĕрисем хастар. Акă, Татмăшри Анна Максимова ялан укçа куçарать. Пенсийĕ те нумай мар пуль, пĕрех пай кăларать. Ырă туни çĕре ÿкмест, каялла çаврăнса çитет, теççĕ. Салтаксене пулăшакансен те çапла пултăрччĕ.
Волонтерсем салтаксем ыйтнă япаласене хатĕрлесе çитернĕ хыççăн çула 4-5ĕн тухаççĕ. Пĕрре — инçе, тепре темле лару-тăру та сиксе тухма пултарать. Хĕллехи вăхăтра 38 сехет кайнă тĕслĕх те пулнă. Юрий Петровичпа ытларах чухне Александр Шаймин, Алексей Савдеров, Александр Горбунов, Сергей Тарасов, Владимир Ершов юнашар. Мăшăрĕн пĕр тăванĕсем те каяççĕ.
— Пĕринче çапла машинăн кустăрми çурăлчĕ. Ăна кăларма тата лайăххине вырнаçтарса лартма домкрат кирлĕччĕ. КамАЗ чарăнчĕ те мĕн пулнипе интересленчĕ. Пĕр сăмахсăрах ятарлă хатĕре пачĕ. Калаçнă май çак водитель салтакра чухне вĕри точкăра пулнине пĕлтĕм. Эпĕ хам та Чечен вăрçине хутшăннă. Мĕн калас килет: республикăри волонтерсен ушкăнĕсене ертсе пыракансем хушшинче те вăрçă нуши-тертне курнисем аванах, — терĕ салтак ашшĕ.
Юрий Тинюкова кăçал Мускаври Писательсен союзĕ çар корреспонденчĕ пулнине çирĕплетекен удостоверени панă. Çакă ентеше маларахри линисене кĕме те май парать.
— Манран постра тăракансем: «Хăрамастăр та-и?» — тесе ыйтаççĕ. «Хăратăп, анчах унта манăн ывăл», — тетĕп те пĕр сăмахсăрах малалла кайма ирĕк параççĕ, — тет Юрий Петрович. Сăмах май, Раççейĕн тĕп хулинчи Писательсен союзĕн членĕсем те «Батыревский доброволец» ушкăнра пур. Вĕсем шăпах унти сăн ÿкерчĕксемпе, видеосемпе усă кураççĕ.
Паян Тинюковсен çар операцийĕнче ыратусене çăмăллатма Лев мăнукĕ пур. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан Петя ывăлĕ иртнĕ çул мăшăрланнă. Кăçал вара йыш хутшăннă. Юрий Петровичпа Юлия Петровнăшăн çакă чи пысăк савăнăç.
Тинюковсен çуллахи верандинче Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем парнеленĕ япаласем, ырă ĕçĕсемшĕн тĕрлĕ чаçрен панă Тав хучĕсем нумай. Форма çинче хăш çар чаçĕнче пулнине кăтартакан эмблемăсем речĕпех çакăнса тăраççĕ. Пĕчĕк музей теме те пулать кунти экспонатсемпе паллашнă май. Вĕсем кил хуçисемшĕн питĕ хаклă, кашнийĕн историйĕ чунĕсене çывăх.
— Пурнăç ялан пĕр тикĕс шумасть. Çул та, халăхран ыйтасси те ывăнтарать. Çынсем тĕрлĕ сас-хура кăларнине илтсен: «Урăх каймастăп», — тесе шухăшланисем те пулнă. Çав вăхăтрах пире ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем кĕтнине, тĕл пулсан вĕсем еплерех хавхаланнине аса илетĕн те — çĕнĕрен вăй кĕрет, — тет волонтерсен ушкăнĕн ертÿçи Юрий Тинюков.
Ольга ПАВЛОВА
Август 2026 |
