Тỹпере - дронсем. Кайăксем те ун чухлĕ вĕçмеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 10.08.2025, 18:45 Просмотров: 284

- 2000-мĕш çулсенче çуралнă каччăсем хăçан та пулсан вăрçа лекетпĕр тесе нихăшĕ те шухăшламан пулĕ. Эпĕ те çаплах. Анчах урамра арçын ачасемпе вăрçă вăййисем выляса ỹсрĕмĕр. Йывăç хăмаран пăшалсем туни те астăватăп-ха, - тет Туçара çуралса ỹснĕ, Украинăри ятарлă çар операцинче "Шаман" позывнойпа çỹрекен Филипп Бельдеков (сăн ỹкерчĕкре).

Вăрçа лекетпĕр тесе шухăшламан пулсан та тăхлан вутĕнче Филипп тăваттăмĕш çул çỹрет. 2016 çулхине Туçари вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн каччă Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумне пĕлỹ илме кайнă. Вăл хăйĕн пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ. Килтисем те ун шухăшĕпе килĕшнĕ. Ара, çемьери пĕртен-пĕр ывăл яла юлсан çăмăлрах пулĕ тенĕ. Çапла 2020 çулхине техникум хыççăн каччă яла таврăннă, "Исток" агрофирмăра мĕн вĕреннине çирĕплетнĕ. Салтака кайса килмесĕр хăйĕн ĕçне пуçарасшăн пулман. Анчах нумай чухне эпир тăвас тенипе пулмасть çав. 2020 çулхине салтака кайма ят тухнă. Шăпах çарта йĕкĕт хăйĕн шухăшне улăштарнă. Виçĕ уйăхранах унта юлма контракт çырнă. Мускав облаçĕнчи Кантемир ячĕллĕ 4-мĕш танк дивизине, радиоэлектроникăпа кĕрешекен чаçе лекнĕ. Çакă унăн ачаран пыракан ĕмĕтне улăштарма пулăшнă та.

Ятарлă çар операцийĕ пуçланас умĕн Филипп тăракан çар чаçне Воронежа куçарнă. Пĕр уйăха яхăн вĕренỹре пулнă хыççăн вĕсене Украина чиккине илсе кайнă. Шăпах çакăнта пĕрремĕш çапăçусене кĕтсе илнĕ.

 - Малтанах питех те хăрушăччĕ. Халиччен эпир кун пеккисене киносенче кăна курнă- çке. Афганпа Чечен вăрçисенче пулнисем калакаласа паратчĕç. Анчах пур пĕрех ăна хамăр куçпа курман. Кунта кашни кун çапăçу тактики улшăнса тăрать. Тăшман вăйсăр тесе шухăшламалла мар. Темиçе патшалăх пĕр чарăнми пулăшса пыракан çĕршыв ăçтан вăйсăр пултăр? Эпĕ радиоэлектроникăпа кĕрешекен чаçре службăра тăратăп. Малтанхи вăхăтра механик-водительте ĕçленĕ. 2022 çулхи февраль вĕçĕнче пирĕн чаçе Украина çĕрне илсе кĕчĕç. Эпир артиллеристсене пулăшса пыраттăмăр. Çыхăну пулман, мĕншĕн тесен вĕсене ятарласа чаратчĕç. Кирлĕ вăхăтра хамăрăннисем калаçнине çеç мар, ют чĕлхепе пупленине итлеме пулатчĕ. Пирĕн хушăра Харьковра çуралса ỹснĕ, халĕ Раççей енче çапăçакан салтак пурччĕ. Вăл украинсем калаçнине йăлтах ăнланатчĕ. Пĕррехинче çакскер станци (эпир хамăрăн аппаратурăна çапла калатпăр) умĕнче ларать. "Ачасем, украинсем пирĕн координатсене параççĕ. Часах артиллери ĕçлеме тытăнать", - терĕ çакскер. Эпир çийĕнчех командира пĕлтертĕмĕр. Çав вăхăтрах пуçтарăнса тухса кайрăмăр. Тĕрĕс мар кайнă иккен. Каялла таврăннă чух пăхатпăр та - пирĕн вырăнтан нимĕн те юлман, вăрман та çунать. Çапла ăнсăртран илтнĕ пĕр сăмах та нумай çын пурнăçне çăлса хăварма пултарать. Халĕ дронсен вăрçи пулнине пурте çирĕплетеççĕ. Тỹпере кайăксем те ун чухлĕ курăнмаççĕ. Кашни кун вĕçекен "кайăксене" таçтанах уйăрса илме хăнăхса çитнĕ.

Çăмăл мар кунта. Анчах та никам та, нихăçан та нăйкăшнине курман. Малта яланах ним пĕлменлĕх, кĕтменлĕх. Вăхăт-вăхăт штурм ушкăнĕпе малти линие те каятпăр. Унта вара икĕ эрнерен пуçласа çур çул таранччен тăни те пулнă.

Пĕррехинче тăватă кун пĕр чарăнми малалла кайрăмăр. Ун пек чухне кун шутне те, вăхăта та манса каятăн. Çавăн чухне чи кирли - ĕçмелли. Шыв çуккипе çири тарлă кĕпене те хывса пăрса ĕçме хатĕр пулатăн вĕт. Çапла çавăн пек малалла кайса çапăçăва кĕнĕ хыççăн пĕр вăрмана çитсе тухса машинăсене вырнаçтартăмăр. Эпир вĕсене юнашар лартмастпăр. Юлташ калать: "Мана темĕскер машина ларакан вырăн килĕшмест. Урăх çĕре куçарса лартам-ха", - терĕ. Урăх вырăна куçарчĕ çеç - техника малтан ларнă вырăна снаряд вĕçсе те çитрĕ, тем пысăкăш шăтăк пулса юлчĕ. Эпир ытларах пехотăна штурм вăхăтĕнче дронсенчен пулăшса пыратпăр. Сватово патĕнче пĕрремĕш штурма кĕтĕмĕр. Пирĕн пĕр çухату та пулмарĕ, украинсен 5 салтакĕ парăнчĕ, ыттисем тарчĕç. Кăштах канса илнĕ хыççăн каллех задание кайрăмăр. 7-8 çухрăма çуран утса кĕмелле пулчĕ. Çавăнти пек хăрушă çапăçу эп урăх курман. Кунта вара сывлăшран та, çĕр çинчен те, пирĕн енчен те, тăшман енчен те хăрушă тытăçусем пулчĕç. Полкран питĕ сахалăн каялла тухрĕç. Нумайăшĕ аманчĕ. Çавăн чухне снаряд ванчăкĕ ураран лекрĕ. Аманнă хыççăн икĕ талăк çапăçу хирĕнчен тухаймасăр выртрăм. Хамăр çыхкаласа янă суран шыçса кайрĕ. Командира та йывăр суранлатрĕç. Икĕкунтан çеç аманнисене хирти госпитале илсе çитерме пултарчĕç. Сурана тирпейлесе янă хыççăн Белгорода куçарчĕç, - тет Филипп.

Ятарлă çар операцине хутшăнакан миçе салтакпа курса калаçман-ши эпĕ! Пĕри те хăйсен паттăр ĕçĕсемпе мухтаннине илтмен. Филипп кăкăрĕ çинче те "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн", Жуков, "Ятарлă çар операцине хутшăннăшăн", ытти ведомство медалĕсем. "Манăн тивĕç кăна мар кунта, ушкăнри юлташсен те", - тет салтак сăпайлăн.

Кăçал Акатуйра округ пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ятарлă çар операцийĕ пуçланнă кунранпах çапăçакан вăрçă паттăрне чăваш халăхĕ ячĕпе Тав хучĕ парса чысларĕ.

Валентина ЯКОВЛЕВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика