Çыннăн пурнăçĕн пуçламăшĕ çеç мар, вĕçĕ те пур. Юлашки çула ăсатнă чухне те пĕлмелли нумай иккен. Кун пирки Виç ипостаçлĕ Таса Турра асăнса Туçара лартнă чиркỹ настоятелĕ Николай Марков протоиерей каласа пама килĕшрĕ.
- Православи тĕнĕпе çын вилсен чи малтанах мĕн тумалла-ха?
- Чунĕ тухнă çынна çуса, таса тум-тир тăхăнтартса вырттармалла. Тупăка хуриччен ĕмĕрлĕх çурта таса шывпа: "Ашшин, ывăлин, святой сывлăшин ячĕпе", - тесе каласа шал енчен те, тултан та сапмалла. Çавăн пекех ятарлă савăт çине хурса, хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса тупăкра ладан çунтарсан та аван, хуппине хупмалла. Тỹрех çурта е лампадка çутса псалтирь вулама пуçăнмалла, мĕншĕн тесен ку тĕнчерен уйрăлнă тăванăмăрăн чунĕпе юнашар ангелĕ те, усалĕ те тăрать, кашнийĕ хăйĕн патне илесшĕн. Кĕлĕпе эпир çывăх çыннăмăра çăлăнма пулăшатпăр.
Священник килнĕ çĕре (ялта чиркỹ пулсан унта илсе кайсан лайăхрах) юлашки çула ăсатма пынă кашни çын валли çурта, масар çинче асăнса çимелли апат-çимĕç хатĕрлесе хумалла. Пачăшкă кĕл тунă хыççăн кун çутипе кайса пытармалла. Вăхăта пăхмалла мар. Хăш-пĕр чухне 12 иртмесĕр тухма юрамасть тенине илтме пулать, ниме те пĕлтермест. Тупăк хыççăн калаçса пымалла мар, "Святой Турă, святой хăватлă, святой вилĕмсĕр çырлах пире", - тесе юрламалла. Мăнкун эрнинчен пуçласа Иисус Христос çỹле хăпарнă (Вознесение Господне) кунччен: "Христос вилĕмĕнчен чĕрĕлнĕ, вилĕмпе вилĕме çĕнтернĕ, вилесене чĕрĕлĕх панă", - тесе пымалла.
Эпир çывăх çыннăмăрсене пытарнă кун кĕл тума тăрăшатпăр, анчах хăш-пĕр чухне, лару-тăрăва кура ĕнтĕ, каçпа пыма тивет.
- Халăхра çын вилсен язычествăран юлнă йăла-йĕркепе паянчченех усă куракансем пур...
- Кун пек йăласем хăвăрт пĕтмеççĕ çав. Пĕринче çапла мана хирĕç мунча чулне урайĕнче кустарса тухаççĕ. Кусенчен: "Мĕн тăватăр?" - тесе ыйтрăм. Ĕçе пурнăçлакансем: "Усалсене хăвалатпăр", - теççĕ. Çакă та, урайне алăк патĕнчен çума пуçлани те тĕшмĕшлĕх. Асăннă чухне вилнĕ çынна масар çине кайса чĕнни те, ăсатса яни те, мăшăрсăр каймалла тени те православи тĕнĕпе çыхăнман. Вил тăпри патне кайса Лития вуласан тăванăмăра чăнах та çăмăллăх кỹме пултаратпăр.
- Тĕкĕрсене витни, супăнь, ал шăлли е сăмса тутри пани кирлех-ши?
- Çын вилсен унăн чунĕ виçĕ кун килĕнчех çỹрет, тĕкĕрсене çавăнпа хуплаççĕ. Килен-каян куçкĕскине хупламасан пĕрех хăйĕн çине пăхса илет, ку та килĕшỹллех мар. Сехете чарса хуракансем те пур, ку ытлашши. Юлашки çула ăсатма пыракансене япала вилнĕ çывăх çыннăмăра асăнса усă курма параççĕ. Вĕсене киле çитсен шифоньера е тумбочкăна чиксе хумалла мар, çийĕнчех хута ямалла. Пит-куçа супăнĕпе çунă, ал шăллипе типĕннĕ чухне: "Ку тĕнчерен куçса кайнă (ятне каламалла) чунне Турă пулăштăр", - темелле. Унччентерех çип салататчĕç, ăна 40 кунччен ĕçе кĕртмелле тесе калатчĕç. Вара унпа михĕсем саплатчĕç, çĕлетчĕç. Шел пулин те, çав çиппе вилнĕ тăванăмăрăн ятне асăнса усă курмалли пирки нумайăшĕ пĕлмен.
- Николай атте, вилнĕ çыннăн чунне çăлассишĕн мĕн тумалла-ши?
-Паçăрах каларăм ĕнтĕ, псалтирь вуламалла, чиркỹсене асăнтарма, просфор кастарма памалла. Çавăн пекех кĕлĕ çуртне çăнăх, сахăр песукĕ, тип çу, апат-çимĕç илсе килсе параççĕ, икон туянма пулăшакансем те пур. Кашни çыннăн хăйĕн ирĕкĕ, эпир никамран та ыйтмастпăр. Пая кĕнĕ çĕрте усă курма кагор та яраççĕ. Килтен илсе килсе апат кĕл тутарни, кайран ăна пурте пĕрле ку тĕнчерен кайнă тăванăмăра асăнса çини пулăшу кỹрет.
- Хăшĕ-пĕри 7, тепри 12 чиркĕве вилнĕ тăванăмăрсен ячĕпе кĕл тума памалла, теççĕ. 9, 20, 40 кунĕсене асăнтарнă чухне миçе кун пулнине шута илсе çавăн чухлĕ просфор яраççĕ.
– Православи тĕнĕнче 7 вăрттăнлăх (таинство), 12 апостол, çаксене шута илсе çавăн чухлĕ чиркỹсене кĕл тума памалла тесе калаççĕ. Чăнах та, мĕн чухлĕ ытларах асăнтарма паратпăр, çавăн чухлĕ лайăхрах, анчах шăп 7 е 12 чиркĕве памалла тенине пĕлтермест. Заказпа янă просфорсенчен пĕчĕк пайсем кăларнă чухне Турăран шăпах вилнĕ тăванăмăр чунне çăлма ыйтатпăр.
Çын вилсен виççĕмĕш (шăпах çак кун пытармалла), 9-мĕш, 20-мĕш, 40-мĕш кунне асăнаççĕ. Халăхра миçемĕш кунне асăннине шута илсе çавăн чухлĕ просфор кастарма тăрăшаççĕ. Миçе просфор ярасси кашни çыннăн хăйĕн ирĕкĕ. 40-мĕш кунне вара 38, 39, 40-мĕш кунĕсенче, суд пуличчен маларах асăнмалла.
- Халĕ çын вилсен венок хурасси йăлана кĕчĕ. Хăшĕ-пĕрин вил тăпри те курăнмасть.
- Венок хитре пуль-ха, анчах кайран ăна кăларса çеç пăрахаççĕ. Хисеплесе пĕрре пулсан та çитет, ыттисем вырăнне чиркỹре кĕл тутарсан çывăх çын чунĕшĕн усăллăрах. Чĕрĕ чечексем вил тăпри çине лартса ỹстерсен хитре. Халĕ тата тимĕр картасем пурте тытаççĕ. Вĕсене çумма-çуммăнах вырнаçтарнăран утса çỹреме те май çук. Тирпейлĕ çеç туса хурсан питĕ аван пулĕччĕ.
- Вилнĕ çыншăн эрех асăнса ĕçни, ăна масар çине илсе кайни пирки мĕн калатăр?
-Юлашки çулсенче масар çине эрех-сăра сахалăн илсе каяççĕ. Унччен чылайăшĕ аванах хĕрĕнкĕленетчĕç пулсан халĕ ун пеккисем шутлă çеç. Çăва çинче хаяр шĕвекпе иртĕнме юраманни пирки аса илтерсех тăратăп. Вилнĕ тăванăмăрсем çакна ырламаççĕ. Пирĕн ачасемшĕн тĕслĕх пулмалла. Асăнса ĕçесси те Турра юрăхлă ĕç мар.
Ку тĕнчерен куçнă çывăх çыннăмăрсем хăйсене пулăшса нимĕн те тăваймаççĕ. Çакна шута илсе пурăннă чухне Турра юрăхлă ĕçсем туса пурăнасчĕ тесе тăрăшмалла, вилнĕ тăванăмăрсен чунĕсене çăлăнма пулăшмалла.
Ольга ПАВЛОВА калаçнă.
Август 2026 |
