Наркотик вилĕмпе тан! Ăна тутансан ăс-тăнран хавшан

Категория: Публикации Опубликовано: 25.07.2025, 13:28 Просмотров: 166

 Пирĕн пурнăçра чи пĕлтерĕшли сывлăх шутланать. Унран çын пурнăçĕ нумай килет. Тепĕр чухне кăмăл-туйăм улшăнасси те пулать. Наркотик тутанса пăхакансем тĕл пулаççĕ. Вĕсен вара пурнăç хаваслăхĕ сỹнме пултарать. Хăй те робота çаврăнать. Пуçĕ минреме пуçласан хăй çине алă хума пултарать. Е ытти кĕтмен инкек патне çитсе тухать.

Çыннăн ăс-тăнĕ япаласемпе тултарнă шкаф евĕрех. Кирлине тупас тесен пуçра нумай шырамалла. Наркотик тутанса пăхнисен вара пушшех те. Вируспа тулнă компьютер пек. Çавăнпа наркотика сивлеме пултармалла. Çитĕнекен ăрăвăн библиотекăсенче йĕркелекен "Наркотиксăр ачалăх" программăсенчен пăрăнмалла мар, "Вилĕме ăçта сутнине пĕлтер" акци халăха наркотикран хỹтĕленмелли мелсемпе паллаштарать.

Раççейре кунсерен наркотик тутанса курнă 80 çын вилет. Е вĕсенче пĕвер шыççи, ВИЧ инфекцийĕ палăрать.

 Çавăнпа та кашни çыннăн сывлăх - пуянлăх пулнине манмалла мар. Ăна упрамалла. Наркотика пĕр хутчен тутанса пăхни те сусăрлатма пултаратех.

Надежда ЗАЙЦЕВА, Патăрьелĕнчи врач амбулаторийĕн медицина сестри

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика