Шăрăх çанталăк çын сывлăхĕ çине витĕм кỹме пултарать. Çакăн пек чухне аслă çулхисемпе ачасем чирлес хăрушлăх пур. Инкек ан пултăр тесен хĕвел çине питех тухмалла мар. Йывăр ĕçсене пуçăнма тăхтаса тăмалла. Пỹлĕмсене уçса уçăлтармалла. Урама тухнă чухне çутăрах тĕслĕ ỹте сывлаттаракан кĕпе тăхăнмалла. Мăй тĕлĕнчи уçă пулни лайăх. Пуçа шĕлепке тăхăнмалла е тутăр çыхмалла. Сунчăкпа куçлăх пулсан та юрать.
Сахалрах калориллĕ апат çиме тăрăшмалла. Вăл ытла çуллă ан пултăр. Какая пулăпа е тинĕс продукчĕсемпе улăштарсан та лайăх. Тĕтĕмленĕ, ăшаланă, хăвăрт пăсăлма пултаракан апатсене çиме тăхтаса тăмалла.
Шăрăх вăхăтра апачĕ те ытлах анмасть. Çавăнпа та ирхине е каçхине çини вырăнлă. Апата гигиена тата технологи тĕлĕшĕнчен тĕрĕс хатĕрлеме тăрăшмалла.
Шĕвек япала нумай ĕçмелле: чей, минерал шывĕ, морс, йỹçĕхнĕ сĕтрен хатĕрленĕскерсем, типĕтнĕ çырларан тунăскерсем, витаминлă хутăшсем. Газ хутăшлĕ шĕвексене сивлемелле. Ытлашши пылак та ĕçме ан тăрăшăр. Алкоголь шĕвекĕсене пачах хирĕçлемелле.
Лайăх çуса тасатнă пахча çимĕçпе улма-çырла çимелле.
Автомашинăпа шăрăхра инçе çула тухма тăхтамалла. Сулхăнрах çанталăка суйласа илмелле.
Лавккана кайма та ирхи е каçхи уçăрах вăхăт меллĕрех.
Ачасене 11-16 сехетсенче сулхăнрах вырăнта выляттарма тăрăшăр. Вĕсене çăвăнтарни е йĕпе алшăллипе сăтăрни вырăнлă. Кун пек чухне ỹт температурине кирлĕ шайра тытса тăма пулать.
Пуç çаврăнать, вăй чакать, кăмăл пăтранать, хашлаттарса сывлаттарать пулсан медицина пулăшăвĕ кирлĕ.
Надежда ЗАЙЦЕВА, Патăрьелĕнчи врач амбулаторийĕнчи медицина сестри
Август 2026 |
