Тĕнчери çемье кунĕнче Патăрьелĕнчи Мăшăрлану керменĕнче сумлă мероприяти иртрĕ. Кунта 50, 25 тата 5 çул килĕшỹпе пурăнакан Прохоровсене, Черновсене, Купкеновсене чысларĕç.
Юбилярсене муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă тата çул-йĕр хуçалăх пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, Патăрьел, Сăкăт, Шăнкăртам территори пайĕсен ертỹçисем Николай Андреев, Вероника Кузнецова, Ильнар Абейдуллин, тăванĕсем, çывăх çыннисем саламларĕç. Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх çуртĕнчи Наталия Лаврентьева ертсе пыракан çамрăк артисчĕсем, Сăкăт халăх хорĕн, ялти культура çурчĕ çумĕнчи ансамбль юрăçисем уяв илемне кĕртрĕç.
Прохоровсем - Сăкăтран. Федор Петровичпа Эльвира Васильевна ылтăн туйне паллă турĕç. Çур ĕмĕр пĕрле пурăнни вăл пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе, юратса пурнăçа çирĕп тытса пынине çирĕплетет. Юбилярсем хăйсенчен килнине пурне те тунă: çурт çĕкленĕ, ача-пăча çуратса ỹстернĕ, йывăç лартнă.
Федор Петрович çак ялтанах. Педагог. Ĕçе вăл Татмăшри, Еншикри 8 çул вĕренмелли шкулсенчен пуçланă.
Эльвира Васильевна вара Çĕньял хĕрĕ. Педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Сăкăтра ачасене математикăпа пĕлỹ пама пуçланă. Çак вăхăта Федор Петрович та тăван яла таврăнса ачасене математикăпах вĕрентме пикеннĕ. Паллашнă, пĕр-пĕрне килĕштернĕ çамрăксем çемье çавăрнă. Иккĕшĕ те тава тивĕçлĕ ĕçшĕн "Раççей Федерацийĕн вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ. Мухтав хучĕсем те çителĕклех вĕсен.
3 ача çуратса ỹстернĕ Прохоровсем. Пурне те аслă пĕлỹ панă. Светлана Шупашкарта шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлет. Ашшĕ-амăшне икĕ мăнукпа савăнтарать.
Станислав ывăлĕ сбербанк системинче нумай ĕçленĕ. Каллех тĕп хулара çемйипе пурăнать. Халĕ "АТМ Альянс" пĕрлешĕве куçнă. 3 ача çитĕнтереççĕ.
Инесса та Шупашкартах. Экономистра ĕçлет. 4 ача амăшĕ вăл.
Канмалли кунсенче, уявсенче тĕп киле пуçтарăнаççĕ пурте. Кунти тавралăх илĕртет вĕсене. Çурт ачасен шавĕпе тулать.
Игорь Васильевичпа Антонина Валерьевна Черновсем Патăрьелĕнче тĕпленнĕ. Вĕсем - чĕрĕк ĕмĕр пĕрле. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем вĕреннĕ вăхăтра общежити умĕнче тĕл пулнă. Çамрăкскерсем пĕрле çемье çавăрса пурнăçăн анлă çулĕ çине юнашар тăрасса ун чухне ĕмĕтленме те пултарайман.Тĕл пулусем, уçăлса çỹрени, вĕренỹ семестрĕсене хыçа хăварса пыни вăхăт иртнине систермен. Юратуллă икĕ çамрăк алла диплом илнĕ хыççăн туй кĕрлеттернĕ.
Игорь Васильевич электротехника факультетĕнчен вĕренсе тухнă. "Чувашэнерго" пĕрлешĕвĕн кунти филиалĕнче мастер пулса ĕçлет. Антонина Васильевна 30 çула яхăн - сиплев системинче. Коронавирус вăхăтĕнче кунне-çĕрне пĕлмесĕр пациентсен сывлăхĕшĕн кĕрешме тивнĕ. Паянхи кун та тухтăра пуç тайса тав тăваççĕ. "Чă-ваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ" хисеплĕ ята тивĕçни те çакнах çирĕплетет. Унсăр пуçне мăшăрĕпе иккĕшĕн те Хисеп хучĕсем сахал мар.
Черновсем хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Евгений медицина ĕçченĕсен династине малалла тăсать. Врач-терапевт пулса Патăрьелĕнчи тĕп больницăра ĕçлет. Ольга вара шкулта вĕренет.
Чĕрĕк ĕмĕрте сахал мар лайăххи пулнă. Пĕр-пĕрне хисеплесси, ăнланасси, ăшăлăх малта тăнă. Амăшĕ - çурт ăшшине упракан, ашшĕ - хỹтлĕх тата шанăç паракан. "Пурне те пĕрле тумалла, атте-аннене хисеплемелле, вĕсен ырă ĕçне малалла тăсса пымалла",- тет Игорь Васильевич. Ĕçĕсем кăткăс пулсан та, юлташсемпе, пĕрле вăй хуракансемпе çывăх пулсан та çемье ăшшине тивĕçлипе тытса пыраççĕ вĕсем.
Шăнкăртамри Купкеновсем йывăç туйне - мăшăрланнăранпа 5 çул çитнине паллă тăваççĕ. Вăхăчĕ нумаях мар пулсан та вăл вăрăм та телейлĕ пурнăçпа пурăнма шанăç парать. Вĕсене пурнăç çулĕнче телей сунас килет, алла-аллăн тытăнса çемье йăвинче ăшăлăхпа юратăва упраса пурăнма сĕнес килет.
Фенил Фаридовичпа Лилия Миргасовнан ăрăва малалла тăсаканĕсем пур. Килĕштернĕ ĕçĕсем те. Лилия Миргасовна сиплев ĕçĕнче вăй хурать. Мăшăрĕ - предприниматель.
Уява йыхравланă кашни çемье ыттисемшĕн тĕслĕхлĕ. Çирĕп юрату, пĕр-пĕрне ăнланни, хисеплени, канашласа ĕçлени малта тăрать пурин те. Малашне те çак енсем ылтăн çĕрĕ евĕр вĕçсĕр-хĕрсĕр пулччăрах.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Август 2026 |
