Çурхи ăшă кунсем çитсе пынă май, пушар хăрушлăхĕ те ỹссех пырать. Вутпа асăрханманни, ăна тимлĕхсĕр хăварни, чикарккă тĕпне сỹнтермесĕр пăрахни пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать. Типнĕ курăка е çỹп-çапа çунтарни çут çанталăка, ял хуçалăхне, çавăн пекех çынсен сывлăхĕпе пурнăçне те чылай сиен кỹрет. Унсăр пуçне тăпра пулăхлăхне те чакарать, унăн ỹсĕмне вăйсăрлатать.
Хальхи вăхăтра çынсем пахчасене, урамсене, çурт таврашĕсене тирпейлесе тасатаççĕ, пĕлтĕрхи типнĕ курăка, çулçăсене, çỹп-çапа пуçтараççĕ. Паллах, субботниксем йĕркелени ырă та кирлĕ ĕç. Çапах та вĕсене пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмасăр çунтарни, асăрханусăр хăтланни пăтăрмахпа та вĕçленме пултарать. Уйрăмах çиллĕ çанталăкра вут-çулăм питĕ хăвăрт алхасса кил-çурта та, хуралтăсене те, вăрмана тата ыттине те хыпса илме пултарать.
Патăрьел муниципалитет округĕнчи пушар надзорĕпе профилактика ĕç-хĕлĕн уйрăмĕ пурне те пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнма ыйтать. Чăн малтанах йывăçсем, тĕмсем, çурт таврашĕнче типĕ курăка ан çунтарăр; çỹп-çапа е кăвайта çуннине сăнасах тăрăр; ачасене шăрпăкпа выляма е курăка чĕртме ирĕк ан парăр; вут-çулăм сарăласран хуçалăх территорийĕсене çỹп-çаппа типĕ курăкран тасатăр; çунакан шăрпăка е пирус тĕпне типĕ курăк çине ан пăрахăр; вăрмана кайсан хĕвел пайăркинчен вут-çулăм хыпса илме пултаракан кĕленче савăтсем е бутылкăсем пăрахса ан хăварăр.
Пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнман граждансене (ятарлă режим пуçланиччен) 5-15 пин тенкĕ, должноçрисене 20-30 пин тенкĕ, юридика пĕлтерĕшлисене 300-400 пин тенкĕ, пушара пăхăнмалли ятарлă режим вăя кĕнĕ хыççăн (апрелĕн 1-че вăя кĕрет) вара граждансене 10-20, должноçрисене 30-60, юридика сăпатĕнчи çынсене 400-800 пин тенкĕ таран штраф параççĕ. Енчен те пушар пысăк тăкакпа е çынннăн пурнăçĕпе те çыхăннă пулсан айăпли ячĕпе уголовлă ĕç пуçараççĕ.
Хисеплĕ вулаканăмăрсем, енчен те вут-çулăмпа çыхăннă инкеке асăрхасан çийĕнчех "01", "101", "112" номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр.
Андрей ТУКМАКОВ, Патăрьелĕнчи пушар надзорĕн начальникĕ.
Август 2026 |
