"Юнашар яланах шанчăклă юлташсем кирлĕ..."

Категория: Публикации Опубликовано: 22.02.2025, 18:41 Просмотров: 282

Вăхăтлăха çар тумне хывнă (Украинăри ятарлă çар операцийĕнчен отпуска килнĕ) Димитрий Ильметов (сăн ỹкерчĕкре) çак сăмахсене чун-чĕререн шăранса тухакан туйăмĕсемпе каларĕ. "Один в поле не воин теççĕ вырăссем. Çар операцийĕнче салтаксен пĕрлĕхĕ, çирĕп туслăхĕ, çапăçăва кĕрекен юлташсен шанчăклăхĕ, Тăван çĕршывшăн пурте пĕр çын пек кар тăни мĕнле пĕлтерĕшлĕ пулнине СВОра икĕ çул çурăра тĕпрен ăнлантăм. Тĕрĕссипе каласан, атте-анне çумĕнче йывăрлăх мĕн иккенне сисмен те пулĕ...",- çапла пуçларĕ калаçăва "Чăваш" позывнойпа çар операцине хутшăнакан ентешĕмĕр çарти тусĕсене хак парса.

Олег НИКОЛАЕВ:

- Пирĕн аттесемпе пиччесем, аннесемпе аппасем, ывӑлсемпе хӗрсем чӑн вырăс территорийĕсене ирĕке кăларса вăрçă хирĕнче ăнăçăва йӗркеллӗн малалла аталантараççĕ. Пирӗнтен кашниех хӑйӗн ӗҫӗсемпе, ӗҫ вырӑнӗнчи тивӗҫӗсене пысӑк ӑсталӑхпа пурнӑҫласа пырса, пирӗн салтаксене мӗн кирлипе туллин тивӗҫтерсе тӑма пулӑшса Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлессипе ҫыхӑннӑ сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнать. Ку ӗҫе эпир ҪӖНТЕРӖВЕ кӗтсе иличченех пурнӑҫласа пырӑпӑр. Пирӗн пин-пин ентеш Раҫҫейри мӗн пур халӑх ҫыннипе ҫума-ҫумӑн тӑрса шӑпах ҫак самантра ҫапӑҫу хирӗн тӗрлӗ лаптӑкӗнче алла хӗҫ-пӑшал тытса ҫапӑҫать. Пирӗнтен кашниех Ҫӗнтерӳ пирӗн енче пулассине ҫирӗппӗн шанать, мӗншӗн тесен ҫав шанӑҫ пирӗн хамӑрӑн нумай ӗмӗре тӑсӑлакан йӑла-йӗркене тӗпе хурса, мӑн асаттесене сума суса пурӑнас килни, пуласлӑха хамӑр тӗллевсемпе килӗшӳллӗн йӗркелени ҫинче никӗсленсе тӑрать.

2025 çулхи январĕн 31-мĕшĕнче Чăваш

Республикин Патшалăх

Хальхи вăхăтра Каншелпе Пăлаçи Атăк ялĕсенчен 19 çамрăк Тăван çĕршыва хỹтĕлесе Украинăри неонацистсене хирĕç кĕрешет. Вĕсенчен пĕри - Каншел каччи Димитрий Ильметов. Çак кунсенче çеç вăл 29 çул тултарнă.

 Çар операцине хутшăнакансенчен чылайăшĕ чăтăмлă, сăпайлă, хăйсем пирки статья çыртарма та кăмăлласах каймаççĕ. Хаçат тĕпелне йыхравланă салтакăмăр та çак ушкăнранах. "Тăван çĕршывшăн кар тăнă çарти юлташăмсен пурин те пĕр тĕллев - Çĕнтерỹпе киле таврăнасси. Анчах шăпа кашнийĕн ăрасна ...", - терĕ вăл сăпайлăн .

Амăшĕ, Наталия Алексеевна, аса илнĕ тăрăх, Димитрий кĕçĕн класра вĕреннĕ чухнех тĕреклĕ те çирĕп кăмăллă салтак пулма ĕмĕтленнĕ. Ун чухнех тỹрĕ чунлă пулнă, тĕрĕслĕхе юратнă. Шăпа вара чăнах та ăна çар тумне хывма та паман темелле. Чăн малтанах Патăрьелĕчи агропромышленность техникумĕнче анлă профиллĕ тракторист-машинист профессине алла илнĕ хыççăнах каччă салтака кайнă.

Çар тивĕçне чун-чĕререн пурнăçланă çамрăк гимнастеркине хывсан нумай та вăхăт иртмен Тольяттине контрактпа спецназ ушкăнне кайса малалла çар пурнăçне тăснă. Виçĕ çул унта пулнă хыççăн каллех Мурманскинчи арктика спецназĕнче тепĕр икĕ çул пулнă... Çар тумĕ, унăн йĕрки Димитрие чăн-чăн çирĕп кăмăллă йĕкĕт, çĕршывăн шанчăклă хỹтĕлевçи пулма вĕрентнĕ. Хăй ирĕкĕпе Тăван çĕршывăмăра хỹтĕлеме Украинăри ятарлă çар операцине кар тăнă Каншел каччи паян та ытти салтаксем пекех çар тивĕçне ятарлă подразделенинче тỹрĕ чунпа пурнăçлать. Разведкăра тăракан салтак маларах Луганск, халĕ Донецк енче нацистсене хирĕç çапăçать.

- Вăрçă çухатусăр пулмасть. Ку таранччен виçĕ командирпа ĕçлеме тиврĕ. Вĕсем пирĕншĕн атте-анне вырăнĕнче. Шел, пĕрне хамăр йышран çухатрăмăр. Çапăçусем, паллах, тĕрлĕрен пулаççĕ. Пĕринче 42 кун канмасăр ĕçлеме тиврĕ. Авдеевкăшăн çирĕп тăтăмăр. Шăпах унти çапăçушăн "Паттăрлăхшăн" медале тивĕçрĕм,-сăпайлăн çеç калаçрĕ салтак. "Çапăçура палăрнăшăн", Суворов медалĕсене те командовани çарти тивĕçне тỹрĕ чунпа пурнăçланăран наградăланă.

Димитрийпа унăн отпускĕ вĕçленсе пынă чухне тĕл пултăмăр. Ашшĕ-амăшĕнчен, тăван тăрăхран хавхалану илнĕ ентешĕмĕрĕн кăмăлĕ çĕкленỹллĕ. "Юлташсем мана кĕтеççĕ. Вĕсемпе кашни кун телефопа калаçса тăратăп пулин те эпĕ хама унта çитменнине туятăп" текен сăмахĕсем пирĕн хỹтĕлевçĕсем пурте пĕр-пĕриншĕн пысăк тĕрев, шанчăк пулнине тỹрреммĕнех систерчĕ.

 - Раççей салтакĕсем - пурте пирĕн ывăлсем. Паян кашни амăшĕ Украинăри ятарлă çар операцийĕнче тĕрĕслĕхшĕн çапăçакан салтаксемшĕн кĕл тăвать. Паллах, окопра, блиндажра, çапăçу хирĕнче атеистсем çук. Вĕсем кашнийĕшĕ хăйсем пĕлнĕ пек çỹлти Туррăмăра кĕл тăваççĕ. Тăтăшах чиркỹре ачасен сывлăхĕшĕн Турă çăкăрне кастарса тăнăран, пĕррехинче Димăран юнашар çапăçакан салтаксен ячĕсене ыйтрăм. Вĕсене те çăлăнăç, сывлăх пултăр терĕм. "Анне, эпир кунта тутарĕ те, вырăсĕ те, чăвашĕ те пĕр çемьери пек. Эсĕ чун-чĕререн кĕл ту çеç. Эпир ăна туятпăр",-терĕ ывăлăм. Хальхи вăхăтра пирĕн çывăх çыннăмăрсем Çĕнтерỹпе таврăнччăр тесе эпир те май пур таран тăрăшатпăр. Вĕсем атте-анне, тăван тăрăх ăшшине туйччăр тесе волонтерсем урлă гуманитари пулăшăвĕсем те ăсататпăр, хỹтĕлев сеткисем çыхатпăр, уйрăм кучченеçсем те çитеретпĕр. Çĕршывшăн çак йывăр вăхăтра пурте пĕрле, пĕр шухăшлă пулни кирлех. Кашни ашшĕ- амăшĕ хăйĕн ывăлне сывă та тĕрĕс-кĕтел кĕтсе илтĕр, - терĕ Димитрийăн амăшĕ.

 Сăмах май каласан, Наталия Ильметова Каншелĕнчи культорганизатор пулнă май, СВОна пулăшас, вĕсене хавхалантарас тĕлĕшпе пысăк ĕç туса пырать. Клубра çар операцине хутшăнакан салтаксен ячĕпе ятарлă стенд уçнă. Унта паттăрлăх кăтартса пуç хунă ентешсен ячĕпе те ятарлă кĕтес пур

 Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика