Иртнĕ çул Патăрьелĕнче ачасемпе çамрăксем валли ушкăнпа тата уйрăмшарăн тренировкăсем тумашкăн бокс секцийĕ уçăлчĕ. Ăна республикăри бокс федерацийĕ йĕркелерĕ.
Агропромышленность техникумĕн спорт залĕнче тренировкăсем ирттерме питех те меллĕ. Алексей Черновпа Александр Сергеев тренерсен ку енĕпе ăсталăхĕ пысăк.
Çак кунсенче Шупашкарта Чăваш Республикинче мала тухассишĕн 2007-2008 çулсенче çуралнă ачасем хушшинче ăмăрту иртрĕ. Унта 81 килограмлă виçепе Шăнкăртамри Данис Мифтахутдинов пĕрремĕш, 54 килогрампа Вильдан Юнусов иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Пуçламăш çитĕнỹсем савăнтараççĕ.
Март 2025 |