Туçари вăтам шкулта Раççейри Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин, Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕсене уçнă май пĕлтерĕшлĕ мероприяти иртрĕ: "Пирĕн выпускниксем - Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем" стенд уçрĕç. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсемсĕр пуçне унта Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем - Чăваш Республикин Общество палатин членĕ Руслан Велиуллин подполковник, Виталий Нягин, Александр Щербаков, Петр Жуков - ачасен ашшĕ-амăшĕ пулчĕç.
Ăна уçнă май шкул директорĕ Петр Шашкин неонацизма хирĕç пирĕн пултаруллă ентешсем, нумаях пулмасть шкул коридорĕпе чупнăскерсем, парта хушшине ыттисемпе юнашар ларса вĕреннĕскерсем, лăпкă пурнăçа хỹтĕлекенсем, урăхла каласан чăн-чăн паттăрсем тăнине палăртрĕ. "Эпир вĕсемпе чăннипех те мухтанма тивĕçлĕ. Пĕрлĕхре чухне пире никам та çĕнтереймĕ",- терĕ вăл.
Çавăн пекех Чăваш Республикин Общество палатин членĕ Руслан Велиуллин подполковник, Туçа территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Алена Мальцева, муниципалитет округĕнчи ачасемпе çамрăксен "Пĕрремĕшсен юхăмĕ" пĕрлĕхĕн ĕçне йĕркелекен Зоя Михайлова специалист тата ыттисем тухса каларĕç. Çар операцине хутшăнакансем тыл ĕçченĕсем гуманитари пулăшăвĕ çитернине, хỹтĕлев сеткисем çыхнине, окоп çуртисем хатĕрленине, вĕренекенсем чуна ăшăтакан çырусем çырнине ырласа палăртрĕç.
Шкул ачисем патриотла сăвăсем вуларĕç, юрăсем юрларĕç. Вăрçăра, çар операцийĕнче пуç хунисене асăнса пĕр самант шăп тăчĕç.
Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитет. Çавна май майлă самантпа усă курса аслă классенче вĕренекенсемпе çар операцине хутшăнакансем Паттăрлăх урокĕ ирттерчĕç. Вĕренекенсем чăннипех те паттăрсем пирĕнпе юнашар пурăннине туйрĕç.
- Украина çеç тăмасть пирĕн çĕршыва хирĕç. Çапах та çĕнтерỹ пиртех пулать. Раççей нихăçан та ăна алăран вĕçертмен,- тет çирĕппĕн шантарса ывăлĕпе юнашар алла хĕç-пăшал тытса çар операцине хутшăнакан Александр Щербаков. Вăл Афганистанра та пулнă.
Шкул историйĕте пуян. Вăл кăçал 185 çул тултарать. Ырă йăла-йĕркене тытса пыма тăрăшаççĕ кунта. Стенд уçни те çакнах çирĕплетет. Çĕршыв хỹтĕлевçисене çĕнтерỹпе тăван ене таврăнасса куç пек кĕтеççĕ.
Надежда ОСИПОВА
Март 2025 |