Санăн ятупа, Çĕнтерỹçĕ салтак

Категория: Публикации Опубликовано: 08.02.2025, 11:30 Просмотров: 434

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе кăçал 80 çул çитет. Юхмапа Пăла тăрăхĕ уява кĕтсе илме хатĕрленмешкĕн пуçларĕ те ĕнтĕ. Çак кунсенче Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пынипе йĕркелỹ комитечĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ.

Унăн ĕçне ял территори пайĕсен начальникĕсем, округ администрацийĕн структрура подразделенийĕсен, культура, вĕрентỹ, спорт, сывлăх сыхлавĕн, библиотека, халăха социаллă хỹтлĕхпе тивĕçтерекен пай, "Авангард" хаçат тата ытти организаци ертỹçисем хутшăнчĕç. Кашниех уява хатĕрленсе пыракан ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Чăнах та питĕ нумай мероприяти иртмелле. Вĕсене кашни сферăрах йĕркелĕç. Тĕрĕссипе каласан пуçланнă та ĕнтĕ. Çавăн пекех Патăрьелĕнче вăрçă ачисене асăнса палăк та çĕкленĕ. Паллах, ялсенчи палăксене те тимлĕх уйăрмаллах. Урамсемпе стелăсене те тирпей-илем кỹртмелле...

 Паянхи кун Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин икĕ ветеранĕ çеç сывă юлнă пирĕн хушăмăрта. Çавăн пекех тыл ĕçченĕсемпе вăрçă участникĕсен тăлăх арăмĕсене те хисеп тумалла. Пĕтĕмĕшле юбилей медальне 160 çын тивĕçĕ. Чыслав пуçланнă та ĕнтĕ.

Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов шучĕпе, Аслă Çĕнтерỹ юбилейĕн мероприятийĕсем халăхра мăнаçлăх туйăмĕсем çуратчăр тесен çỹллĕ шайра хатĕрленмелле. Вăл иккĕленмест: Юхмапа Пăла тăрăхĕ ку енĕпе чи лайăххисен шутĕнче пулĕ. Вĕсене лайăх йĕркелени вара чăннипех те питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Александр ИВАНОВ

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика