Тури Туçари Мулюковсен пысăк савăнăç - йĕкĕреш çуралнă

Категория: Публикации Опубликовано: 08.02.2025, 11:28 Просмотров: 522

 ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ Мăшăрлану керменĕшĕн 2025 çулхи Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш уйăхĕ ырă пулăмпа çырăнса юлчĕ. Кăçалхи январьте пирĕн тăрăхра çуралнă 20 ачана регистрацилесе свидетельствăсем панă. Вĕсенчен ытларахăшĕ арçын ачасем. Тăван çĕршывăн хỹтĕлевçисен çулталăкĕнче пулас паттăрсем нумайтарах çурални пушшех савăнтарать. Акă, Çемье çулталăкĕнче çемье çавăрнă Тури Туçари Александрпа Ольга Мулюковсемшĕн Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин çулталăкĕ те яланлăхах асра юлĕ. Иртнĕ эрнере Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе тимлекен çумĕ Светлана Чернова çамрăк мăшăра йĕкĕреш ывăл çуралнă ятпа саламланă. Ашшĕпе амăшĕ чун тĕпренчĕкĕсене Матвей тата Макар ятсем çыртарнă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика