Чăваш Ен чысне çĕклеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 01.02.2025, 17:07 Просмотров: 475

 Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командинче тăракан пирĕн муниципалитет округĕн кĕрешỹçисем федерацин Атăлçи тăрăхĕнче 16 çулчченхи хĕрсемпе каччăсем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешсе мала тухассишĕн Ульяновск хулинче иртнĕ ăмăртура лайăх кăтартусемпе палăрнă.

Унта 420 ăста спортсмен хутшăннă. Кашнийĕшĕ хăйĕн пултарулăхне кăтартса мала тухассишĕн талпăннă.

Патăрьел округĕнчи "Паттăр" спорт шкулĕн воспитанникĕ Арина Огурцова (тренер-преподавателĕ Ильфак Алеев) 50 килограмчченхи виçере иккĕмĕш вырăна тухса кĕмĕл медале тивĕçнĕ.

 Чăваш Ен команди вара пĕтĕмĕшле пĕрремĕш вырăна тухнă.

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика