Сывлăхĕсене çирĕплетрĕç, тавра курăмĕсене анлăлатрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 09.07.2024, 20:10 Просмотров: 227

Турханти вăтам шкулта та ачасен лагерĕ ĕçлерĕ. "Çăлкуçа" 55ĕн çỹрерĕç. Акă мĕн каласа пачĕ кун пирки лагерь ертỹçи Алина Пятакова: "Лагерьте пĕрремĕш класран пуçласа саккăрмĕш таранах ачасем хăйсен сывлăхĕсене çирĕплетме пултарчĕç. Вĕсемпе 7 педагог-воспитатель ĕçлерĕ. Çавăн пекех ытти вĕрентекенсене те явăçтарса тĕрлĕ мероприяти ирттертĕмĕр. Вĕсенче çитĕнекен ăру тавра курăмне анлăлатма пултарчĕ. Ачасем мероприятисене кăмăлтан хутшăнчĕç. Вĕсене уçă сывлăшра йĕркелеме май пулчĕ. Çанталăкĕ лайăх тăчĕ".

Лагерь ĕçне хаклама ачасен шухăш-кăмăлĕ те пулăшрĕ. Çитĕнекен ăру пĕтĕмлетĕвне Мария Васильева турĕ: "Лагерьте тĕрлĕ çулхи ача пĕр харăс кантăмăр. Кунсем сисĕнмесĕр иртрĕç. Пĕр-пĕрин хушшинчи туслăх тата та çирĕпленчĕ. Интереслĕ мероприятисем тунсăхлама памарĕç. Тавралăх илемĕ мĕне тăрать. Экскурсие тухни асра юлатех. Телейлĕ ачалăхшăн аслисем мĕн чухлĕ тăрăшаççĕ".

Унăн шухăшне Рада Сымова малалла тăсрĕ: "Каннă май эпир пурнăçра çĕннине тата нумай пĕлтĕмĕр. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни сывлăха çирĕплетни куç умĕнчех. Сиенлĕ йăларан пăрăнмаллах çитĕнекен ăрăвăн. Çуллахи вăхăтра компьютер умĕнчен те "хăпрăмăр".

Каннă май малашлăхри пурнăç тĕллевĕсене те палăртрĕç ачасем. Тепĕр çул та çакнашкал лагерь ĕçлессе ĕмĕтленеççĕ.

 Виталий МУРЗАКАЕВ

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика