Газпа усă курсан вăхăтра тỹлеме ан ман!

Категория: Публикации Опубликовано: 15.10.2019, 16:38 Просмотров: 465

ПАРĂМПА вăхăтра татăлмаллине пурте пĕлетпĕр, анчах темшĕн çакăн пирки "манакансем" нумайланса пыраççĕ. Коммуналлă тивĕçтерỹсемпе усă курнăшăн чылай вăхăт тỹлемесен вара пуçран никам та шăлмасть.

Сăкăтри пĕр çуртра пурăнакансем те çут çанталăк газĕпе ăшăнса пурăннăшăн укçа тỹлемен. Куншăн вĕсене "кăвак çулăма" пама чарнă, анчах кил хуçи ăна пĕлтĕрхи ноябрь уйăхĕнче хăй тĕллĕнех янă.

Кăçалхи çуркунне газ службин ĕçченĕсем çав киле татах пынă, пăрăхсене татнă. Кил хуçи административлă майпа айăпланине пăхмасăрах унчченхи пекех газа янă. Район прокуратури тĕрĕсленĕ материалсем тăрăх ку тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика