Лицензи пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.08.2019, 10:58 Просмотров: 348

 Пассажирсене турттаракан автобусăн ("Д" категори транспорчĕн) ятарлă лицензи пулмалла. Унсăрăн водителĕн çак транспортпа çынсене илсе çỹреме юрамасть. Çакăн пирки калакан саккун кăçалхи мартăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ. Сăмахран, пĕр-пĕр предприятире е урăх çĕрте ĕçлекенсене ирсерен ĕç вырăнне илсе çитерме е илсе килме служба автобусне лицензилени кирлĕ пулман, халĕ кирлĕ. Заказсемпе ĕçлекен служба автобусĕсем, шкул автобусĕсем тĕлĕшпе те çакăн пек йĕркех. Саккуна шута илменнисене вара РФ УКăн административлă право йĕркине пăхăнмалли саккунăн 14.1.2 статйипе килĕшỹллĕн граждансен тата должноçри çынсен 50 пин тенкĕ, уйрăм предпринимательсен 100 пин тенкĕ, организацисен 400 пин тенкĕ штраф тỹлеме тивет.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика