Ĕç укçин парăмĕ —146 миллион тенкĕ
«Лару-тăру йывăрланать, парăмсем пысăкланаççĕ…» — çапла каласа пуçланă ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ведомствăсен ĕç укçине вăхăтра та туллин тÿлес ыйтусемпе ĕçлекен пĕрлехи комиссийĕн ларăвне. Унăн сăмахĕсене Патшалăх ĕçлев инспекцийĕн ертÿçи Алексей Метелкин цифрăсемпе çирĕплетнĕ. Пуш уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне республикăри 51 организацин 2,6 пин ытла çын умĕнчи шалу парăмĕ 146 миллион тенкĕрен иртнĕ. Çак парăмăн çурри — панкрут-предприятисен тÿпи. Пысăк парăмсем — Улатăрти пĕчĕк температурăллă холодильниксен завочĕн, Шупашкарти 1-мĕш типографин, Чăвашавтотрансăн. Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев Патшалăх ĕçлев инспекцине çынсен интересĕсене хÿтĕлес енĕпе хастартарах пулма суннă, ĕç укçин ыйтăвĕ çынсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлине кура парăмсене чакарас енĕпе тивĕçлĕ тытăмсен алла-алăн ĕçлемелли пирки каланă.
Чакнă пулин те…
Пĕлтĕр наркотиксен çаврăнăшĕпе çыхăннă преступленисене 9% сахалрах регистрациленĕ пулин те /шута илнисем — 1040/ республикăра асăннă сферăри лару-тăру çивĕч. Çапларах пулнă ЧР наркотиксемпе кĕрешекен комиссийĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнчи калаçу пĕтĕмлетĕвĕ. Эппин, влаçăн мĕн пур шайри сыпăкĕсен çивĕчлĕхе чакарас енĕпе çине тăрса ĕçлемелле. Пысăк хуласенче — Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта — ĕç-пуç çăмăл мар. Çав вăхăтрах Канаш, Çĕмĕрле те вĕсенчен «ÿксе юлмаççĕ».
Тупăшлă сутма та вĕренмелле
ЧР Правительствин АПК, мониторинг, апат-çимĕç рынокĕнчи лару-тăру улшăнăвне хăвăрт хаклакан ыйтусемпе ĕçлекен комиссин тата Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов АПК 2018 çулта епле аталаннипе тата кăçалхи тĕллевĕсемпе паллаштарнă. 70 млрд тенкĕлĕх продукци хатĕрленине /вăл шутра ял хуçалăхĕнче — 37,4, апат-çимĕç продукчĕсемпе ĕçмелли тавар 32,7 млрд тенкĕлĕх/ палăртнă. Производство индексĕ 101,7 процента çитнĕ /Федерацин Атăлçи округĕнче — 98,7%, Раççейре — 99,4%/. Çитĕнÿре патшалăх пулăшăвĕн тÿпи курăмлă. 2018 çулта вăл 2,7 млрд тенкĕпе танлашнă /ÿсĕм — 10,6%/. Минерал удобрение çулсерен ытларах хывни хăйĕн çимĕçне кÿнĕ: пĕлтĕр 632,7 пин тонна тырă туса илнĕ, 2014 çулхинчен 13,2% нумайрах /ФАО —2,5%, РФ — 7,6%/. Ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем пĕлтĕр çĕр улми туса илессипе округра — 3-мĕш /усă куракан 100 гектар çине куçарса шутласан — 1-мĕш/, çĕршывра 15-мĕш вырăн йышăннă. Выльăхран продукци илессипе кăтартăва 2,3% лайăхлатнă. Чăваш Ен ФАОра усă куракан 100 га çине куçарса шутласа сĕт сăвассипе — 2-мĕш, аш-какай туса илессипе 3-мĕш вырăнта.
ГТО паллишĕн — хушма балсем
Чăваш Енри шкул ачисем аслă шкула вĕренме кĕнĕ чухне хушма балл илме пултарĕç. Ку тĕлĕшрен вĕсене ГТО палли пулăшĕ. Çакна Чăваш Енри физкультурăпа спорт министерствин пресс-служби пĕлтернĕ. Апла пулсан шкул ачисен пуш уйăхĕн 31-мĕшĕччен ГТО нормине пурнăçлама ĕлкĕрмелле. Анчах çакна та шута илмелле: хăш-пĕр аслă шкул ГТОн ылтăн паллине çеç пăхать. ГТО паллишĕн мĕн чухлĕ балл парассине кашни аслă вĕренӳ заведенийĕ хăй палăртать.
Спорт туризмне суйлаççĕ
Республикăра 2018 çулхи чÿк уйăхĕнчен пуçласа «Эпĕ спорт туризмне суйлатăп» проект пурнăçланать. Çак тапхăрта çичĕ муниципалитетра 11 вĕренÿ организацийĕнче спорт туризмне аталантармалли база центрĕ йĕркеленĕ.
Август 2026 |
