ХĔЛЛЕХИ шартлама сивĕ кунсенче те çуркуннехи ăшă кăмăл илсе килекен, ырă туйăма вăратакан кун вăл студентсен - Татьянăсен- уявĕ. Христос тĕнне ĕненекенсем, чиркĕве çỹрекенсем вара кăрлачăн 25-мĕшĕнче хăйĕн пурнăçне Христоса халалланă çветтуй Татианăна асăнчĕç.
Çитес уйăхра, нарăсăн 14-мĕшĕнче, чылай çĕр-шывра анлăн паллă тăвакан тепĕр уяв- çветтуй Валентин - кунĕ. Халăхра ăна юратакансен, юратма, таса туйăма упрама пĕлекенсен кунĕ теççĕ. Çак кунхине çывăх çынсене, тус-юлташа, чун варлисене те уявпа саламлаççĕ, пĕр-пĕрне "валентинка-чĕресем" парнелеççĕ.
Август 2026 |
