Рудольф Селиванов, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ:![]()
- Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев виççĕмĕш хут Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Çырупа тухрĕ. Вăл пирĕншĕн тĕп документ, 2023 çулта пурнăçламалли конкретлă план, республика умне лартнă пĕлтерĕшлĕ программа шутланать. Çырура Олег Алексеевич республика аталанăвĕн программипе килĕшỹллĕн çынсене уйрăмах кăсăклантаракан, кашни сферăрах вăраха ямасăр татса памалли ыйтусене хускатрĕ, çав вăхăтрах умра тăракан проблемăсене çивĕчлетрĕ, правительствăн, Патшалăх Канашĕн, муниципалитет округĕсен хальхи вăхăтри тата малашнехи тĕп тĕллевĕсене палăртрĕ.
Республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне тухнă кăçалхи Çыру çĕршывшăн пĕлтерĕшлĕ çар операцийĕ пынă тапхăрпа çыхăннăран Олег Алексеевич унта пуç хунă паттăр ентешсене асра тытса пĕр самант шăп тăнинчен пуçларĕ: "Вĕсенчен кашнийĕ чăн паттăр",-терĕ вăл.
Малалла Чăваш Енри Мухтавлă ентешсен, Раççейри культура еткерлĕхĕн çулталăкне пĕтĕмлетнĕ хыççăн кăçалхи Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче çемьесене, тăлăх ачасене пулăшас, шкулсемпе ача сачĕсем тăвас, çамрăксене патшалăх тĕлĕшĕнчен хавхалантарас тĕллевпе пурнăçламалли тĕллевсем пирки паллаштарчĕ, медицинăпа социаллă сферăра 2023 çулта халăх пурнăçне хăтлăлатас, сывлăхне çирĕплетес, демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе тата ыттипе те ĕçлемеллине палăртрĕ. Сăмах май каласан, пĕлтĕр пирĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те медицина сферинче курăмлă улшăнусем пулса иртрĕç. Сывлăх сыхлавĕн сферине модернизацилеме "Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн 113 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Ку вăл пире строительство ĕçĕсене пурнăçлама та, пурлăхпа техника базине пуянлатма та, çав вăхăтрах сиплев пахалăхне ỹстерме те пулăшрĕ. Патшалăх тĕлĕшĕнчен çакăн пек тимлĕх малашне те пулĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне тухнă Çырура шăпах халăх пурнăçне лайăхлатмалли, ачасен телейлĕ пуласлăхне çул уçмалли тĕллевсене палăртнă май, хăйĕн сăмахне пирĕн ентешĕмĕрĕн, Геннадий Айхи поэтăмăрăн сăмахĕпе вĕçлени пушшех хавхалантарчĕ.
Рустам Ахметов, районти тĕп больница хирургĕ:
- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырура сывлăх сыхлав отраслĕнчи çитĕнỹсем, малашлăх тĕллевсем пирки те чарăнса тăчĕ. "Сывлăх" наци проектне хывнă укçа-тенке ăçта усă курнипе паллаштарчĕ. Çав шутра пирĕн муниципалитетра та Тикешре фельдшерпа акушер пункчĕ, Сăкăтра врач амбулаторийĕ çĕклерĕç. Первомайскинчине юсаса çĕнетрĕç. Поликлиникăра юсав ĕçĕсем вĕçленсе пынăпа пĕрех. Компьютерлă томограф, ытти медицина оборудованийĕ туянни пысăк технологиллĕ çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртме май параççĕ. Сывлăх сыхлавне модернизацилеме май пулни чăннипех те савăнтарать. Çакă пациентсен ыйтăвĕсене татса пама пулăшать.
Гелия Начаева, Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкул директорĕн вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ:
- Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырура кăçал республикăра Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ пулнине тепĕр хут палăртса хăварчĕ. Çавна май çитĕнекен ăрăва малашлăхра пур енлĕн аталанса ỹсме кирлĕ условисем çинче чарăнса тăчĕ. Професси пĕлĕвне пама шкул саккинченех пуçламаллине асăнчĕ. Шкултан аслă вĕренỹ учрежденийĕ патне пуçламăш утăмсене шăпах çав вăхăтра тумаллине палăртрĕ. Ачасен туртăмĕ хăш енче пуррине кура унăн малашнехи интересне аталантарма тăрăшатпăр эпир. Шкулта тĕрлĕ кружок ĕçлет. Конкурссене явăçма май пур. Тĕрлĕ професси çыннисене тĕл пулусене чĕнетпĕр. Ачасемпе экскурсисене тухса çỹретпĕр.
Борис Емельянов (Çăл Атăк ялĕ), Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕ, фермер:
- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырура тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕ. Фермер пулнă май, маншăн ял хуçалăхĕпе çыхăнни çывăхрах пулчĕ. Олег Алексеевич 2022 çулта республикăра пысăк тыр-пул тухăçĕ пухса илнине, усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе ытларах тăрăшмаллине каларĕ. Сăмах май, Патăрьел муниципалитет округĕнче те пушă выртакан лаптăксене усă курассипе юлашки çулсенче сахал мар ĕç тунă. Хамăн та чылай çул çын алли тивменрен йывăçсем ỹссе кайнă çĕрсене сухалама тиврĕ. Трактор çинче пуртă та, пăчăкă та çỹретчĕ. Халь вĕсенче тыр-пул тата ытти культура çитĕнет.
Пирĕн çĕршыв умне лартнă санкцисене пăхмасăр республикăра туса илнĕ продукцие ют çĕршыва ăсатасси 3 процент ỹснине, ялта пурăнакансем хушшинче патшалăх пулăшăвĕпе усă курса хăй тĕллĕн ĕçлекенсен шучĕ пысăкланнине илтме те питĕ кăмăллă пулчĕ.
Ирина Лякова, Сителти культура çурчĕн культура организаторĕ:
- 2022 çул Раççейре Культура эткерлĕхĕн, республикăра вара Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ пулчĕ. Çавна май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Алексеевич Николаев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырура иртнĕ çулта культурăна аталантарассипе, Чăваш Енре çуралса ỹснĕ паллă çынсене халалласа туса ирттернĕ мероприятисемпе кĕскен паллаштарчĕ. Сителти культура çуртĕнче те çулталăк пĕр йĕрсĕр иртмерĕ. Библиотекăра тата клубра Оксана Хомуткина библиотекарь тата эпĕ тăрăшнипе ятарлă стендсем хатĕрленĕччĕ, шкулта вĕренекенсене ĕçпе чап çĕнсе илнĕ тата ялтан тухнă, республика, Раççей шайĕнче палăрнă çынсем пирки те пĕрлехи вăйпа каласа кăтартнăччĕ. Çак ĕçе малалла та тăсасшăн.
Кăçал чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине анлăн паллă тăвассине те каларĕ республика Пуçлăхĕ. Сителти культура çуртĕнче те Иван Яковлевича халалласа мероприятсем иртĕç.
Август 2026 |
