Пурнăçра тĕрĕс професси суйласа илни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна Шăнкăртамри ветеринари лечебницинче ĕçлекен Дмитрий Аврелькин (сăн ÿкерчĕкре) выльăх тухтăрĕ те çирĕплетет. Юратнă ĕçĕ ăна йывăрлăхсене çĕнме, çитĕнÿсем тума пулăшать. Нумай пулмасть вăл Çĕрпÿ муниципалитетĕнче ĕне-выльăха искусствăлла майпа йăхтаракан чи лайăх оператора палăртассипе йĕркеленĕ конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Патăрьелĕнчи нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансем те пĕр 20-30 çул каялла сарайсем тусах выльăх-чĕрлĕх усратчĕç. Кĕтÿ те пурччĕ. Дмитрий Анатольевичăн ашшĕ-амăшĕ те ĕне-выльăх тытнă, ачисем те вĕсене пăхма сахал мар пулăшнă. Йытăпа кушакка, чĕлхесĕр янаварсене юратни Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул выпускникне Патăрьелĕнчи професси училищине илсе çитернĕ. 1979 çулта çуралнăскер ветеринари уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Диплом илсен çар ретне тăнă. Салтак аттине хывсан пĕлĕвне тата малалла аталантарма Пăвари ветеринари техникумне çул тытнă.
— Техникумран вĕренсе тухсан «Батыревский» пĕрлешĕве ĕçе вырнаçрăм. 20 çул выльăхсене сиплессипе, чир-чĕртен сыхлассипе вăй хутăм. Çак тапхăрта чылай опыт пухрăм. Мĕн ăнланманнине ветеринари сферинче нумай çул вăй хуракан Петр Ильичпа Людмила Николаевна Ефимовсенчен, Ринат Азизовпа Искендер Багмановран, Александр Нягинтан ыйтнă, ятарлă кĕнекесенчен вуласа пĕлнĕ. Ĕçленĕ вăхăтрах Хусанти ветеринари академийĕнче куçăмсăр майпа ăс пухрăм.
Ĕне-выльăха сиплеме çур çĕрте ăшă вырăн ăшĕнчен тăрса ферма утни те, кану кунне пăхмасăр ĕçлени те пулнă. Професси килĕшнĕрен йывăрлăхсене туйман. Профилактика мероприятийĕсене яланах вăхăтра пурнăçланă. Ветеринар ĕçĕнчен пăру илесси те, сăвăм кăтартăвĕ те нумай килнине яланах ас туса тăнă. Пĕр çулхине хуçалăхри пĕр ĕне виçĕ пăру туса пачĕ. Пурне те чиперех ÿстертĕмĕр, — тет Дмитрий Аврелькин. Шаннă ĕçе юратса вăй хунине кура ĕнтĕ унăн тĕрлĕ шайри Тав, Хисеп хучĕсем çителĕклех. Выльăх тухтăрĕ «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята та тивĕçнĕ.
Шăнкăртам ялĕ пысăк, выльăх-чĕрлĕх усракан нумайăн пулнăран халĕ те Дмитрий Анатольевич канлĕх мĕнне пĕлмест. Кăнтăрла та, каçпа та чĕннĕ çĕре çитме тăрăшать. Çын мĕн ыратнине калаять пулсан чĕлхесĕр янаварсен хусканăвĕнчен, сывланинчен, тыткаларăшĕнчен, кăмăл-туйăмĕнчен диагноз лартма тивет. Юрать-ха халĕ УЗИ тумалли, профилактика валли эмелсем алă айĕнче. Телефонпа шăнкăравласа канаш ыйтакан та çителĕклех.
— Çынсем хăйсен ĕçне çăмăллатассишĕн ĕне-выльăха кăкарса хураççĕ. Вĕсен вара утмалла, çÿремелле. Пĕр вĕçĕм йывăç е бетон урай çинче тăни те аванах мар. Тĕрĕс мар апатлантарни, ăш-чикке ĕçлеттерекен çимеллисем паманни те чирлеттерет, — терĕ Дмитрий Анатольевич халăха пăшăрхантаркан ыйтусене хускатнă май.
Выльăхсене сипленисĕр пуçне Дмитрий Анатольевич ĕнесене искусствăлла майпа йăхтарассипе те тимлет. Пĕччен пур ĕçе те ĕлкĕрсе пыма йывăр, ăна Мария Квасова санитарка пулăшать.
Ветеринар çемье валли те вăхăт тупма тăрăшать. Марина мăшăрĕпе 2 хĕрпе 1 ывăлне кун çути панă. Патăрьелĕнче уйрăм çуртпа пурăнаççĕ. Сăмах май, ăна 2012 çулта патшалăх çамрăк специалистсене паракан çăмăллăхпа туяннă.
— Ĕçе кăмăлтан пурнăçласан çул уçăлса пырать. Выльăх-чĕрлĕхе юратакан çамрăксем хушшинче ветеринар профессине алла илес текенсене хапăлласах хамăр рете йышăнатпăр, малашне вĕсене хамăр опытпа паллаштарса пыма хатĕр, — терĕ Дмитрий Аврелькин калаçу вĕçленнĕ май.
Ольга ПАВЛОВА
Август 2026 |
