Çуркунне шыв-шура чир-чĕр ертекен микроорганизмсем лекес хăрушлăх пысăк. Ăçтан тухаççĕ-ха вĕсем? Ирĕлнĕ шыва лекнĕ çÿп-çапран.
Шыв управне, çăлкуçа, пусса санитари енчен йĕркеллĕ тытмасан, вĕсен çывăхĕнче çÿп-çап, выльăх-чĕрлĕх масарĕ, агрохимикат склачĕ пулсан, шыв ĕçме юрăхсăр.
Санитарипе гигиена правилисене пăхăнмасан мĕнле чир-чĕр çакланма пултарать-ха? Вар-хырăм, паратиф, сальмонеллез. Вĕсем сальмонеллезăн тĕрлĕ тĕсĕнчен аталанса каяççĕ. Унăн бактерийĕсем чĕр-чунсемпе, выльăх-чĕрлĕх каяшĕсемпе вараланнă шывра тытăнса тăраççĕ. Çын организмне лексен вара вар-хырăм наркăмăшланать. Ун пек чухне ÿт температури ÿсет, çын тăн çухатма пултарать.
Сальмонеллăсем çырма шывĕнче çур çул пурăнма пултараççĕ, шăнтсан та, типсен те вилмеççĕ. Вĕсене вĕретнĕ, хлорланă шывра çеç пĕтерме пулать.
Дизентери (юнлă варвитти) те — вар-хырăмăн йывăр чирĕ. Ăна пуçараканĕ — каллех бактери. Вăл хулăн пырша лексе токсинсем кăларать. Ахальтен мар чирлĕ çын хырăмĕ вăйлă ыратнипе тата юнлă варвиттипе аптрать.
Сар ÿкнипе аптăрасан пĕверпе пÿре сиенленеççĕ, ÿт, куç шурри сарăхаççĕ, сăмсаран тата вартан юн каять. Лептоспироз чирĕпе çын вилме те пултарать. Юхан шывра лептоспироз 5 уйăх таранччен пурăнма пултарать, ăна сивĕ те çĕнтереймест. Шыва хлорласан, 30 градуса çити ăшăтсан е хĕвел çутинче пĕтерме пулать.
Вируслă А,Е гепатитсем — пĕверĕн хăрушă чирĕсем. Вĕсене пĕр ятлă вируссем пуçарса яраççĕ. Вируссем сысна, вĕçен кайăк, кăшлакан чĕр чун каяшĕпе вараланнă шыв-шурта тĕл пулаççĕ. Е гепатит çаклансан пĕверпе пÿре юрăхсăра тухаççĕ, юн кĕвĕлесси (свертываемость) пăсăлать. Çак гепатита ертнĕ çыннăн ÿт температури 37,5 градуса çитет, апат начар анать, кăмăл пăтранать, хăсас килет. Çакă темиçе куна тăсăлать. Ÿт тата куç шурри сарăхать, шăк тĕттĕмленет, каяш тĕссĕрленет, пĕвер пысăкланать.
Мĕнле упранмалла-ха асăннă чир-чĕртен? Чи малтан шăтăкри шĕвĕ каяша çăттарса илмелле. Çăлкуç тата пусă шывне вĕретмесĕр ĕçмелле мар. Фильтрпа тасатнă, бутыльпе туяннă шыва ĕçсен шанчăклăрах. Апат-çимĕçе вĕретсе, ăшăтса çимелле. Алла тăтăшах тĕплĕ çумалла.
Инфекци чирĕн паллисем (ÿт температури ÿсни, хăсас килни, варвитти пуçланни) сисĕн-сен тăхтаса тăмасăр медицина ĕçченĕпе çыхăнмалла. Чире хăв тĕллĕн сипленипе парăнтарма май çук.
Елена АЛЕКСАНДРОВА,
Патăрьелĕнчи тухтăр амбулаторийĕн профилактика енĕпе ĕçлекен медицина сестри
Август 2026 |
