Ăнса пыччăр ĕçĕрсем!

Категория: Публикации Опубликовано: 06.03.2026, 13:30 Просмотров: 99

Çĕньялĕн мухтавлă ывăлне, ял хуçалăх наукисен докторне Алексей Николаевич Автономова

1 пайĕ

Мĕскер-ши пулчĕ? Йăлт эп аптăрарăм,

Чир ернĕнех туятăп халь хама:

Халал сăвви тăтăш çырма пуçларăм,

Чĕрем хушать, тен, çавăн пек тума?

Паллă çынсем ялта нумай, пĕлетпĕр,

Манатпăр çав ятне чылай чухне,

Вилсен кăна вара аса илетпĕр,

Çавра çулĕ çитсен çеç хăш-пĕрне.

Çак йăнăша, туссемĕр, тăвас марччĕ,

Ĕмĕрлĕхех упрасчĕ вĕсене.

Сăвă-калав халалласа çырасчĕ,

Тен, çавă пулĕччĕ пиртен парне.

Çак туйăм кăмăла тĕпрен хускатрĕ,

Йăлтах çухатрăм эпĕ канăçа,

Ман пуçăмра çирĕп шухăш çуралчĕ —

Кăлармăпăр сире тек манăçа.

2 пайĕ

Ак халь вара çырмашкăн шухăшларăм

Ялти хисеплĕ ар пирки хăйса,

Эп кун пирки малтан, паллах, калаçрăм

Ун аслă аппăшĕпеле курса.

Манран вăл аслăрах, тен, çавăнпа та,

Тата пурăннăран пиртен инçе,

Ăна хăйне питех эп палламастăп,

Шăллĕсене кăна пĕлеттĕм çеç.

(Иккен ун амăшĕ пит туслă пулнă

Аттен тăван аслă аппăшĕпе,

Пĕрне-пĕри вĕсем кумма та тунă,

Çÿренĕ хăнана ачисемпе).

3 пайĕ

Алюш хĕлле шартламара кун курнă,

Вăл пулнă çемьере тăваттăмĕш ача,

Ун хыçĕнчен кайран каллех çуралнă

Ик ывăл та тата ик хĕрача.

Каникулта чухне Алюш вăй хунă

Ытти ачасемпе бригадăра —

Çумне çумланă, утă-улăм пухнă,

Купăс каланă пушă вăхăтра.

Баянпала та пит ăста каланă

Хăй тĕллĕнех алла илсе ăна,

Чăнах та, суйласах Туррийĕ панă

Çак таланта хастарлă каччăна.

Ялти шкулта та тăрăшса вĕреннĕ,

Унтан ик çул ăс пухнă Турханта.

Совет çарне ракетчик пулма лекнĕ,

Хăй тивĕçне вăл пурнăçлать унта.

Килсен вăрман техникумне пĕтернĕ,

Шав ĕмĕтленнĕ вĕренме татах.

Йошкар-Ола хулине кайса кĕнĕ

Аслă пĕлÿ илме института.

Ăнăçлăнах тытать унта экзамен,

Пуçлать кунта яш каччă вĕренме,

Студент пурнăçĕпе паллашнăçемĕн

Пĕрмаях çунать çĕннине пĕлме.

Вĕренÿре пит тăрăшуллă пулнă,

Пыман нихçан та хыçалти ретре.

Институтри хора та ертсе пынă,

Каланă баянпа унта хитре.

4 пайĕ

Умне лартнă çут тĕллевне

Алюш вара йăлт пурнăçлать,

Дипломлă çамрăк инженер

Институтрах ĕçле пуçлать.

Кунпа çеç лăпланса лармасть,

Шав талпăнать малтан-мала,

Умне каллех тĕллев лартать —

Часах вăл аспирант пулать.

Этем — хăй пурнăçĕн хуçийĕ,

Килет мĕн пуласси унран,

Апла пулсан сан пĕлÿ шайĕ

Çÿлте çеç пултăрччĕ ялан.

Пĕтерчĕ вăл аспирантура

Куçăмлă майпала, кайран,

Хÿтĕлесессĕн диссертаци,

Пачĕç хисеплĕ ят — доцент.

Ун чух наука кандидачĕ

Ята илни пирĕн ялта.

Езюковсем — Исай тетеччĕ,

Тепри вара — Юман кукка .

5 пайĕ

Эс ĕçпеле тăван пулсассăн —

Йывăрлăхсем хăрушă мар.

Çавăн чухне чыс, сумлăх тупăн,

Сан çунтăр çеç чунра кăвар!

Ĕмĕтлĕ çын — пурте пĕлетпĕр —

Çунать çĕннишĕн çеç ялан,

Лартнă тĕллев патне çитмесĕр

Лăпланаймасть вăл нихăçан.

Яваплă ĕçсенче вăй хунă

Мари Элти тĕп хулара,

Ĕçре ялан хăйне кăтартнă

Лайăхпа çеç, тăрăшнăран.

Министрăн çумĕте вăл пулнă

Йошкар-Ола хулийĕнче.

Шупашкарта ĕçле пуçланă

Экологи министрĕнче.

Кайран доцент пулса ĕçленĕ

Студентсемпе институтра,

Пĕр вĕçĕм пĕлĕвне ÿстернĕ,

Шав утнă пурнăçпа пĕр тан.

Ăсталăхне пĕрмай туптанă,

Ялан шыранă çĕннине.

Çавăнпалах пуль ăна панă

Наука докторĕн ятне.

Сана патшалăх ĕçÿсемшĕн

Тав хучĕсем парса чыслать,

Эс — ырă тĕслĕх ачусемшĕн,

Ял-йыш санпа мăнаçланать.

6 пайĕ

Пĕр сăмахсăр шăппăн çитрĕ

Юбилей — çавра уяв,

Вăхăт сисĕнмесĕр иртрĕ —

70-те эс ак паян!

Çулусем куçран пăхсан та

Эс пĕрре те ватă мар,

Тăнлаву кăшт шуралсан та

Çаплипех ĕçлен пĕрмай.

Кĕр енне выртсан та çулĕ —

Ăшă çуркунни умра,

Саншăн култăр сар хĕвелĕ,

Чуптăр телейÿ çумра!

Сывлăху сан çирĕп пултăр

Вăрманти юман пекех.

Малашне те пурнăçлантăр

Шутланийĕ пĕтĕмпех!

Атăл шывĕ евĕр юхчăр

Васкмасăр çулĕсем,

Ĕçÿсем ăнса çеç пыччăр,

Тĕл ан пулччăр тумхахсем!

Халал Толи (А.Дмитриев),

Çĕньял.

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика