100 çул юлнă хыçа, çапах усмасть пуçа

Категория: Публикации Опубликовано: 06.03.2026, 11:48 Просмотров: 86

Патăрьел тăрăхĕ çирĕп те тĕреклĕ çемьесемпе çеç мар, вăрăм ĕмĕрлĕ те пултаруллă шурсухалсемпе те пуян. Паян пирĕн округра иртнĕ ĕмĕрĕн «чĕрĕ палăкĕсем» — 100 çул тултарнисем — 10 çын пурăнать. Вĕсенчен пĕри — Тикешри Елизавета Алексеевна Демьянова (Иголкина) ĕç ветеранĕ. Нумай пулмасть çеç Елис аппана (ялта çапла чĕнеççĕ) çывăх тăванĕсем 101-мĕш менельникĕ ячĕпе ăшшăн саламланă.

Пĕтĕм Тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн кинемейпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçма ирпе-ирех килне çитрĕмĕр. Ватă çыннăн ыйхи çĕр каçа темиçе те татăлнăран, эпир пынă чухне вăл вăранмаччĕ те. Кукамăшне питĕтимлĕ пăхакакан Сергей мăнукĕ «Авангард» хаçатран корреспондент килнĕ тесе систерсен тÿрех сиксе тăчĕ. Тĕлĕнтĕм, пĕр ĕмĕр хыçа хăварнă пилĕк ача амăшĕн хăлхи те мăкалман, куçĕ те çивĕчех... Хăпăл-хапăл çи-пуçне тирпейленĕ хыççăн васкасах çуртри аслă пÿлĕме — зала — куçрĕ. Пуçланчĕ вара пирĕн ăш пиллĕ калаçу...

Тăшман снарячĕ хĕр пурнăçне тепĕр майлă улăштарнă...

Елизавета Алексеевнан тăван кĕтесĕ Елчĕк тăрăхĕнче. Вăл Кивĕ Арланкасси ялĕнче, йышлă ачаллă пысăк çемьере çуралса ÿснĕ. Вĕсем саккăрăн сак тулли çеç пулман, 14 ачана алла илнĕ ашшĕпе амăшĕ. Анчах шăпа çиччĕшне çеç вăрăм пурнăç парнеленĕ, йывăр вăхăтра тĕрлĕ чире парăнтарайманран çиччĕшĕ çамрăклах вилнĕ. Пĕр тăвансенчен паян Елис аппа çеç пурăнать.

— Пурнăçăм пĕрре те хам шутланă пек çаврăнса тухмарĕ. Мĕн ачаран юрă-кĕвĕ маншăн чун киленĕçĕччĕ. Ялти шкултан çичĕ класс вĕренсе тухнă хыççăн музыкçă пулас тĕллевпех Шупашкарти музыка училищине вĕренме кĕтĕм. Пысăк сцена çине тухма та ĕмĕтĕм пурччĕ. Шел, вăл кĕтмен çĕртен татăлчĕ. Çакăншăн питĕ кулянтăм. Тăшман снарячĕ чăвашсен тĕп хулине те шыраса тупнă хыççăн пурнăçăм тăруках тепĕр майлă улшăнчĕ. Малтан кăштах райздравра ĕçлерĕм. Ун хыççăн 1944 çулта Шăнкăртамри больница çумĕнче медсестрасен курсĕнче вĕрентĕм. Ĕçлеме те унтах хăварчĕç. Алла медсестра документне илсен хам ирĕкпе вăрçа каяс шухăш та пурччĕ, хутсене те хатĕрленĕччĕ. Анчах каллех лару-тăру хам шутланă пек çаврăнса тухмарĕ. Мана чăвашла та, вырăсла та, тутарла та пациентсемпе лайăх калаçма пĕлнĕрен ĕçрех хăварчĕç. Алла пăшал тытас вырăнне тăрăшсах сиплев çуртĕнче вăй хума пикентĕм... — калаçăва пуçларĕ сывлăх сыхлавĕн ветеранĕ.

Специалистсем çитменрен Елизавета Алексеевна Шăнкăртамра та, Туçара та, Патăрьелĕнче те ĕçленĕ. Яланах хăйĕн ĕçне тÿрĕ чунпа, кăмăлтан пурнăçланине каласа парать.

Елис аппа Тикешсене суккăрланасран çăлнă

Ялсенче революци, Граждан вăрçи хыççăн трахома чирĕ уйрăмах пуç пулса тăнă. Çынсем выçăпа çеç мар, суккăрланма пултаракан куç чирĕпе те чылай нушаланнă, вилнĕ. Çакна тĕпе хурса Раççейри ĕç тăвакан Тĕп комитет тата РСФСР Халăх комиссарĕсен канашĕ 1927 çулхи ноябрĕн 28-мĕшĕнче «Трахомăпа кĕрешмелли мерăсем çинчен» постановлени йышăннă. Çак документ ватăсемпе ачасене чиртен сыхлассипе, вырăнсенче врач-окулистсене, трахоматоз чирĕпе кĕрешекен медсестрасене хатĕрлессипе, санитарипе гигиена, çынсене ăнлантару ĕçне вăйлатассипе çыхăннă. Трахома Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче те, ун хыççăн та сарăлсах пынă. Елизавета Алексеевна çамрăк медицина сестрине Шăнкăртамран Тикеше çынсене суккăрланасран çăлма янă.

— Ялта çынсене, ачасене йышăнма фельдшер пункчĕ те çукчĕ. Чирлисем патне килĕрен тенĕ пек сиплеме çÿреттĕм. Е пĕр-пĕр пысăкрах çурта пуçтарăнатчĕç. Кунне виçĕ хутчен куç эмелне яраттăм. Йĕркене çирĕп пăхăнса ĕçлеттĕм, вăхăтпа сиплеттĕм. Тĕрĕссипе кашни ялтах трахомăпа кĕрешекен сестрасем пурччĕ. Йывăртарах чирлисене Аслă Арапуçĕнчи трахома больницине, Патăрьелĕнчи сыватмăша ăсататтăм. Ун чухне ял çыннисем тасалăх пирки ун пекех тăрăшман. Пÿртрех выльăхне те усранă... Çавăнпа та килте пите-алла çумалли хатĕрсем, кашни валли уйрăм алшăлли пулмаллине те тĕрĕслесе тăраттăм. Ÿркенмен, çынсен сывлăхĕшĕн кунне-çĕрне пăхмасăр тăрăшнă. Тепĕр чухне хĕрарăмсене ача çураттарма та лекнĕ. Каярахпа вара ялта медпункт туса парсан ĕç кăштах çăмăлланчĕ. Çынсем хăйсем сыватмăша килме пуçларĕç, — аса илет 40 çул ытла сывлăх сыхлавĕнче тăрăшнă Елис аппа.

Елизавета Алексеевна 1951 çулта Тикеш каччипе Николай Демьяновпа çемье çавăрнă. Çичĕ çул вăрçăра çÿренĕ каччă хастар та пултаруллă хĕре вĕçертмен, ĕлĕкхи йăла-йĕркепе пĕр каçхине вăрланă та кĕнĕ. Çулсем иртсе пынăçемĕн вара йыш çумне йыш хутшăннă, пилĕк ача çуратса ÿстернĕ мăшăр. Ачисем пĕрин хыççăн тепри пĕчĕк пулнине пăхмасăрах хĕрарăм ял пурнăçне те хастар хутшăннă. Ахальтен мар ăна темиçе хутчен халăх депутатне те суйланă. Вăл Патăрьел районĕнчи халăх сучĕн заседателĕн тивĕçĕсене те пурнăçланă.

Балалайка уншăн чун киленĕçĕ

Елизавета Алексеевна ашшĕпе амăшĕ хăнана кайсан ĕçкĕ-çикĕ илемĕ пулнă. Пĕри балалайка, тепри купăс каласа юрланă. Елис аппа 101 çулта пулин те паянхи кун та балалайка хĕлĕхĕсене çăмăллăнах вылянтарса такмаксем калать, юрлать. Сасси те çулне кура пусарăнман, юрă сăмахĕсем те манăçман. Пĕрин хыççăн теприне шăрантарать çеç. Ăс-тăнĕпе те чиперех-ха ватă.

— Елис аппа, хăвăрăн вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхне уçса парăр-ха? — чăтаймасăр ыйтрăм кинемейрен.

— Çынна нумай ырă тума тăрăшнă эпĕ. Сăваплă ĕçшĕн яланах савăннă. Эрех-сăрапа иртĕнмен. Пурнăçра юрăпа хавхаланса пурăнма тăрăшнă. Балалайка маншăн ĕмĕр тăршшĕпех чун киленĕçĕ шутланнă. Атте-анне пилĕпе çак çула çитрĕм тесе шутлатăп...— терĕ ватă аллинчи музыка инструментне кăмăлтан вылянтарса.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика