Хĕл уйăхĕсем çулсеренех коммуналлă, çавăн пекех çул-йĕр службисен ĕçне тĕрĕслемелли яваплă тапхăр шутланаççĕ. Çанталăк сивĕтнĕ е çине-çинех лапка-лапка юр çунă вăхăтра çак службăсен кунне-çĕрне уямасăр та ĕçлеме тивет. Унсăрăн ялсенче çÿп-çап пуçтаракан контейнерсем тулса та тăкăнаççĕ, юр айне пулса хупланса та лараççĕ... Вырăнсенче хытă каяша вăхăтра илсе тиесе кайччăр тесен регоператорпа компани управляющин, муниципалитетăн, çав вăхăтрах çул-йĕр службин ĕçе лайăх йĕркелени, ăна вăхăтра пурнăçлани кирлĕ. Акă мĕн пĕлтерчĕ кун пирки Патăрьел муниципалитет округĕн экологĕ
Кристина Тямина:
— СанПиН саккунĕпе килĕшÿллĕн хытă каяша вырăнсенчен турттарассипе çыхăннă çăмăллăхсене пахалахлă пурнăçласси яваплă организацисен тĕп тĕллевĕ пулмалла. Çÿп-çапа çанталăк условине, температурăна кура тиесе каймалла. Контейнера тата унăн таврашне пысăк калăпăшлă япаласемпе (сĕтел-пукан, йăлари ытти япала), строительство каяшĕпе тултарма юрамасть. Кун пирки 2025 çулхи мартăн 7-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Правительствин ятарлă постановленийĕ те тухрĕ. Йĕркене пăхăнманнисене штраф та кĕтет.
Çакна та палăртса хăвармалла. Çĕнĕ çулти малтанхи вунă кунĕнче округĕпе 184 тонна хытă каяша илсе кайнă. Кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта халăхран пуçтарăннă хытă каяша 500—600 тонна, çуркуннехи-çуллахи вăхăтра тата ытларах — 900—1000 тонна тиесе каяççĕ. 2025 çулта Патăрьелĕнчи çÿп-çап полигонне 17462 тонна каяш кĕнĕ.
Çÿп-çап пуçтарăнакан контейнер площадкисем йĕри-таврашĕнче çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те тирпей те йĕрке кирлĕ. Çапла пултăр тесен чăн малтанах хĕллехи тапхăрта унта пыракан çулсене, ун таврашне те юртан тасатсах тăмалла. Çакă каяша тиеме пыракан автомашинăшăн чăрмав ан пултăр. Сăмах май каласан, Çĕнĕ çул вăхăтĕнчи вăрăм каникулта территори пайĕсенче çак ĕçе лайăх йĕркелерĕç, халăхпа ун таврашĕнчи юрсене тасатсах тăчĕç. Малашне те çаплах тумалла. Йĕркене пăсакансем, каяша вăхăтра илсе кайман тĕслĕхсем тата ытти çитменлĕхсем пирки вара телеграм каналти чатăн пĕрлехи ушкăнне çитермелле, кирлĕ пулсан актсем çырмалла, хытă каяша контейнер тавра купаланса кайма та, юр айне пулма та памалла мар! Ял тасалăхĕшĕн, тирпей-илемшĕн чăн малтанах территори пайĕсен пуçлăхĕсем яваплă. Çавăнпа та граждансен пухăвĕсенче, тĕл пулусенче халăхпа кун пирки çивĕч калаçусем ирттермелле.
Альбина ЕГОРОВА çырса илнĕ
Февраль 2026 |
