(Ялти чи хисеплĕ çынна, юратнă йыснана, Раççей вĕрентÿ ĕçĕн отличникне — Юрий Васильевич Антонова халалласа)
1 пайĕ
Тепĕр чухне эпир манатпăр
Пулмашкăн тимлĕ çынсемпе,
Кайран çеç ÿкĕнме пуçлатпăр
Пулнишĕн чурăс чунсемпе.
Çырмастăп эпĕ чыс-мухтавшăн,
Çырмастăп чап илес тесе,
Сире халь каласа парасшăн
Ялти сăпайлă çын çинчен.
Диплом илсессĕн ĕçлемешкĕн
Юлма пултарнă хуларах,
Анчах тăван яла килмешкĕн
Тĕв тытнă каччă тахçанах.
Ăна часах чĕнсе ак илнĕ
Повесткăпа çара кайма,
Яш чух пур каччă ĕмĕтленнĕ
Салтак пăттийĕ тутанма.
Лайăх енчен кăна кăтартнă
Юрий Васильч хăйне çарта,
Икĕхутчен рекорд вăл лартнă
Шахмăтпала вара унта.
2 пайĕ
Хăй тивĕçне пурнăçласассăн,
Вăл таврăнать тăван килне,
Тÿрех завуч пулма лартаççĕ
Нăрваш Шăхаль вăтам шкулне.
Аслă пĕлÿллĕ математик
Чунне парса ĕçлет пĕрмай,
Тем тĕрлĕ правила, задача...
Йăлтах тивет асра тытма.
Ачсем те тĕрлĕрен пулаççĕ —
Маттурсемпе наяннисем:
Пĕрремĕшсем чунне параççĕ
Лайăх пĕлÿ илес тесе.
Мĕн чухлĕ вăй хумашкăн тивнĕ
Юлхав, тÿрккес ачасемпе,
Анчах кăсăклантарма пĕлнĕ
Кирек кама предмечĕпе.
Ун вĕренекенĕсем кĕнĕ
Шкул пĕтерсен института,
Чи лайăх паллăсем çеç илнĕ
Экзамен тытнă чух унта.
3 пайĕ
Каç пулттипе клуба васканă
Юрий Васильч мăшăрĕпе,
Чăн виртуоз пекех каланă
Ялти хорта баянĕпе.
Пĕр вăхăтра ертсе те пынă
Районти вĕрентÿ пайне,
Чунĕ пĕрех шкулах ун туртнă,
Тăван ялах, çемйи патне.
Вара директор пулса куçнă
Вăл ĕçлемешкĕн каялла,
Пуласлăхне кунта çеç курнă:
Ялта çĕн шкул ун уçмалла!
Тĕллев лартсассăн — пурнăçланă
Вăл яланах шутланине,
Ик хутлă çурт ĕçле пуçланă
Улăштарса хăй статусне.
Мĕн чухлĕ савăнăç шкул кÿнĕ
Çав вăхăтра ял çыннине,
Ун чух эпир пурте ĕненнĕ
Ялан çапла пулассине.
Мĕн чухлĕн хăй вăхăтĕнче
Ялта вăтам шкул пулманран,
Аслă пĕлÿ илес тесе,
Института çул тытайман.
Юрий Васильч вара пултарчĕ
Çак ĕмĕте пурнăçлама,
Ĕмĕрлĕхе ыр ят хăварчĕ
Çĕньялсене савăнтарма.
Ыр çын вилсессĕн те — ун ячĕ
Пĕрех юлать асăмăрта.
Эс туса лартнă шкулăн çурчĕ —
Сан палăку халь вăл ялта!
4 пайĕ
Ăçтан ун чăтăмлăхĕ çитнĕ
Ялан пыма малти ретре?
Политзанятисем ирттернĕ
Ĕç вĕçленсессĕн каçсерен.
Ун мăшăрĕ те математик —
Хисеп-чыс тупнăран ĕçре,
Юрий Васильч пекех отличник
Ят илнĕ вăл та Раççейре.
Нина Матвеевна — аппа ман,
Ун ашшĕпеле асатте,
Эверккепе Матви тете —
Пĕр çемьери ик пĕртăван.
Ăна йысна тесе эп чĕннĕ,
Ăс ыйтнă яланах унран,
Питех те ырăччĕ ун чунĕ,
Нихçан та вăл пуç каçăртман.
Вĕсем виçĕ ача ÿстернĕ,
Кăларнă аслă çул çине,
Çулла пулсан вара тĕрмешнĕ
Мăнуксемпе, парса чунне.
5 пайĕ
Мĕн-ма-ши çавă чир тенийĕ
Килсе кĕрет кĕтмен çĕртен?
Ытла та ир вилсессĕн хĕрĕ,
Хавшарĕ сывлăхĕ вĕсен...
Анчах та çав коронавирус
Тухсан тĕнче шăтăкĕнчен,
Çук, никама та шеллемерĕ.
Иртмерĕ темшĕн айккинчен...
Пуçа тайса паян тăратăп,
Йысна, сан палăк умĕнче.
Хам парăма аван туятăп:
Çырас теп ярăм сан çинчен...
Сана, аппам, Туррийĕ патăр
Сывлăхпала чăтăмлăхне!
Мăнукусем шав савăнтарччăр
Хушса татах хăйсен ретне.
Сире асра тытса йыш ÿстĕр
Вĕсен туслă çемйисенче,
Кукашшĕпе аслашшĕн ячĕ
Ан çĕттĕр çакă çĕр çинче!
Халал Толи
(Анатолий Дмитриев), Çĕньял.
Февраль 2026 |
