1948 çулхи декабрĕн 10-мĕшĕнче Пĕрлехи Нацисен Организацийĕн Пĕрлехи Пухăвĕ этем прависен пĕтĕмĕшле декларацине йышăннă. Декларацин тĕп пĕлтерĕшне ООН членĕсен халăхсен хушшинчи килĕшĕвĕсенче тата конституцийĕсенче çырса хунă.
Мĕн вăл право? Право — патшалăх влаçĕ çирĕплетнĕ нормăсемпе йĕркесем. Этем прави тата ирĕклĕх ăнланăвĕ авалхи вăхăтрах пуçланса кайнă. Тĕслĕхрен, вĕсем авалхи Грецинче, Римра аталаннă.
Право çинчен тата çынсен правине хÿтĕлени çинчен асăннине Кивĕ Халалта уçăмлăн куратпăр. «Аçуна, аннÿне хисеплесе пурăн: хăвнах ырă пулĕ, çĕр çинчи ĕмĕрÿ вăрăма килĕ. Хăвăрăн тăванăрсене, хурăнташăрсене кĕвĕçсе, кураймасăр ан тăрăр. Ачăрсене тĕрĕс мар уйăрса, уйрăммăн мала хурса пĕр-пĕрне курайми ан тăвăр. Аслисене, уйрăмах ватăсене, хисеплĕр. Тăван çĕршывшăн тимсĕр ан пулăр, ăна тупăшшăн хапсăнса ан сутăр».
Пирĕн эрăччен Малти Азинче Аслă тигрпа Евфрат юхан шывĕсен хушшинче вăйлă аталаннă Вавилон çĕршывĕ (хальхи Ирак территорийĕ) вырнаçнă. Пирĕн эрăчченхи 1792-1750 çулсенче патшара ларнă Хаммурапи 1760 çулта Вавилон законĕсен пуххине хатĕрлесе çитернĕ. Кунта хĕрарăмсен прависене уйрăм çырса палăртнă. Вĕсем упăшкисенчен уйрăлма, хĕр туприне тавăрма мăшăрĕсенчен çирĕп ыйтма пултарнă. Ывăлне ашшĕ-амăшне кÿрентернĕшĕн çирĕп айăпланă.
Право системи авалхи Римра XIII ĕмĕр иртсен (пирĕн эрăчченхи VIII ĕмĕртен пуçласа пирĕн эрăри VI ĕмĕрччен) йĕркеленсе кайнă. Вăл çав вăхăтри граждансен тĕп никĕсĕ пулнă, пĕрлех вырăссен те. Рим прави паянхи кунчченех право культуринче юлать. Европăри хăш-пĕр çĕршыври аслă шкулсенче ăна вĕренесси пулас юристăн тĕп тивĕçĕ шутланать.
Раççейре XV ĕмĕрте патшалăха ертсе пырассине централизацилени, вĕçĕмрен пыракан вăрçăсем хресченсене пусмăрласси тата ытларах ÿснĕ. Вĕсем вăл вăхăтра крепостла йĕркере пурăннă. Иккĕмĕш Екатерина патшара ларнă чух нушаллă çынсен хисепĕ тата нумайланнă. 1765 çулта унăн указĕпе килĕшÿллĕн помещиксем хăйсене пăхăнакан хресченсене каторгăна яма ирĕк илнĕ.
1856 çулта Мускавра дворянсем умĕнче иккĕмĕш Александр патша: «Крепостла йĕркене аялтан пĕтерессине кĕтсе тăриччен çÿлтен пĕтерсен аванрах», — тенĕ.
1861 çулхи февралĕн 19-мĕшĕнче крепостла йĕркене пăрахăçлани çинчен калакан манифеста иккĕмĕш Александр патша алă пуснă. Ăна пичетлесе кăларсан чиркÿсенче кăнтăр кĕлли хыççăн халăха вуласа панă. Çакăн хыççăн Раççейре крепостла йĕрке вĕçленнĕ.
Росстат пĕлтернĕ тăрăх, çĕршывра ялсенче 37 млн çын пурăнать. Хăшĕ-пĕри паян та çĕр çыннисене «иккĕмĕш сортлисен» теме пăхать. Çакă питĕ пăшăрхантарать.
Василий Петров, Тăрăн
Январь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 29 | 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 |
| 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
| 12 | 13 | 14 | 15 | 16
|
17 | 18 |
| 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
