Юн пусăмĕ пысăк пулни чĕрепе юн тымарĕсен (гипертони) чирĕ патне илсе çитерме пултарать. Сиплеве вăхăтра пуçăнманни вилĕме çывхартать.
Гипертони чухне пуç ыратать, çаврăнать. Ывăннине, вăй чакнине туятăн. Физкультура тунă чухне сывлăш пÿлĕнет, кăкăр тĕлĕнчен ыратни палăрать. Куç япăх курма пуçлать. Ура тăртанать. Çак палăрăмсене туймастăр пулсан та юн пусăмне виçсех тăмалла. Уйрăмах 60 çултан иртнисен, тулли кĕлеткеллисен, пирус туртакансен, сăра-эрех виçесĕр ĕçекенсен, сахал хускану тăвакансен, йăхра çак чир палăрнисен сывлăх çине тимлĕх уйăрмаллах.
Юн пусăмне ирхине те, каçхине те виçмелле. Тулли кĕлеткене чакарма тăрăшмалла. Виçене 5-10 процент сахаллатни те юн пусăмне шайлашура тытса тăма май парать.
Апатра тăвар виçине чакармалла. Вăл организмра шыва тытса тăрать. Çавна май юн çаврăнăшĕ хăвăртланать.
Физкультурăпа тата спортпа туслă пулмалла. Хусканусем туни чĕрене çирĕплетет. Куллен 10000 утăм тума сĕнеççĕ.
Пирус туртассине сивлемелле. Никотин юн тымарĕсене пĕрет. Эрех-сăрапа туслă пулни те ырри патне илсе пымасть.
Гипертони чĕрепе юн тымарĕсен ытти чирĕсемпе çыхăннине те манмалла мар. Çавăнпа та сиплеве пуçăниччен тĕплĕн тĕрĕсленмелле. Юнра холестерин, глюкоза шайĕ мĕнле пулнине пĕлмелле. Тухтăр патне вăхăтран вăхăта çÿремелле. Çавăн чухне çеç чĕрене сывă упрама пулать.
Татьяна ИЛЬИНА, Патăрьелĕнчи врач амбулаторийĕн тухтăрĕ
Январь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 29 | 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 |
| 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
| 12 | 13 | 14 | 15 | 16
|
17 | 18 |
| 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
